Чувашские шутки на чувашском языке + видео обзор

Чувашские частушки. Частушки на чувашском языке.

Сакай алăк уçăлчĕ,
Пуçламан пичке курăнчĕ.
Çав пичкене ĕçмесĕр те
Эпир кунтан каймастпăр.

Пулă мар, шапа мар,
Шывра ишейместĕп.
Ватă мар, çамрăк мар –
Чăтса лараймастăп.

Пĕрремĕшĕ пĕчĕкчĕ,
Çур литра яхăнччĕ.
Тенкел çине тăрсассăн
Кăвапа таран пулатчĕ.

Иккĕмĕшĕ ырханччĕ,
Шăмми-тирри кăначчĕ.
Çапах унпа лайăхчĕ –
Пур çĕрте те хытăччĕ.

Виççĕмĕшĕ выçăччĕ,
Ялан апат çиетчĕ.
Çĕрле çывăрма выртсан та
Чĕчĕ ĕмсе выртатчĕ.

Тăваттăмĕшĕ туртатчĕ,
Ялан тапак шыратчĕ.
Намăса та пĕлместчĕ –
Манран тапак ыйтатчĕ!

Кай, кай Ивана.
Ма каймастăн Ивана?
Кайса куртăм Ивана —
Тăваймарĕ вăл мана.

Турĕ, турĕ, турĕ, турĕ,
Мана кăна тумарĕ.
Мана та тăватчĕ пуль,
Алиментран хăрарĕ.

Шестьсот, восемьсот,
Эпир хамăр высший сорт.
Такăнмасăр ÿкместпĕр,
Ватăлмасăр вилместпĕр.

Савни килет салтакран —
Ик ааллинче чăматан.
Хирĕç чупма тытăнтăм,
Майри килет хыçалтан.

Савни сарă та пулать,
Савни хура та пулать.
Сарă савни вĕçкĕн пулать,
Пире хури те юрать.

Трактор суха сухалать
Сухаламан çĕрсене
Эп савнине кайса патăм
Каччă курман хĕрсене.

Хапха умĕнче вăкăр тăрать
Мăйракипе мухтанать
Хăй пĕчĕк, хырăмĕ пысăк,
Каччă тесе мухтанать.

Пĕрре çапать, иккĕ çапать
Çавă сехет пулать-и?
Пĕр каç килет, пĕр каç килмест,
Çавă савни пулать-и?

Ташлать ĕнтĕ, ташлать ĕнтĕ,
Пĕвĕ хумханать ĕнтĕ.
Ташшине пăхса тăрса
Чунăм савăнать ĕнтĕ.

Ташлани-юрлани
Хĕр-упраçа ним те мар,
Арăмсене уйăрттарса
Урçа айне пулни мар.

Иномарка, иномарка
Мухтанать вăл ман умра
«Запарожецне» тапратса
Кĕрлеттерет урамра.

Пуян каччă шыраса
Çитрĕм эпĕ Мускава.
Пуян каччă тупаймарăм
Тухрăм пуян старика.
Тутлă çиессĕм килет,
Чаплă тăхнассăм килет.
Шалу укçи ытла пĕчĕк
Выртса макрассăм килет.

Акку мĕнле япала,
Акку мĕнле мыскара.
Хуçи выртать урамра
Йытти пÿртре сăпкара.

Ваççа кайнă Мускава
Укçа çапма стройкăра.
Ĕçлесен пĕр кун кăна
Тарса килнĕ каялла.

Çул хĕринчи пултăранăн
Папки тухнă пулмалла
Çакă ялăн ачисен
Манки тухнă пулмалла.

Çĕньял ăçта,Çĕньял ăçта?
Çĕньял вăрман варринче.
Çĕнĕ ялтан тухса кайсан,
Çĕнĕ ял пек ял ăçта?

Кашта çинче ик сар тутăр,
Парласа илсе юлăр!
Çамрăк ĕмĕр иртет теççĕ,
Выляса кулса юлăр!

Çăка çулçи çаврака
Мĕн каласа çырнă-ши?
Эпир кунтан кайсассăн
Мĕн каласа юлĕç-ши?

Савни килнӗ хуларан,
Пуплет манпа чун — вартан.
Килни пёр эрне иртсен
Майри ҫитрё хыҫалтан.

Каяймарӑм пасара,
Илеймерём ҫут витре.
Сана курнӑ вӑхӑтра.
Пулаймарӑм эп хитре.

Кала, тусӑм, купӑсна,
Ан ҫухат эс ху ӑсна.
Ан лар текех ҫывӑрса,
Ял халӑхне култарса.

Чӑматанё — чӑматанё —
Кёпе чикме вырӑн ҫук.
Ют ялсенчен килсе тулчёҫ —
Ташлама та вырӑн ҫук.

Ик алӑра ик ҫёрё —
Хёстереҫҫӗ, мён тӑвас?
Икё ялта ик каччӑ —
Астараҫҫӗ, мӗн тӑвас?

Ҫи, ҫи помидор —
Сан юратнӑ ҫимёҫӳ.
Ҫитмӗл ҫич хӗрпе ҫӳрен —
Ӑҫта санӑн совеҫӳ?

Кантӑк умне кантӑр акрӑм, —
Ҫерҫи сӑхса пётерчё.
Лӑпӑс — лапӑс савни пурччё, —
Така тёксе вӗлерчё.

Ял хӗрринчи йӑмрине
Пырса касакан та ҫук.
Ҫӑвар маччи типсе кайрё —
Сӑра паракан та ҫук.

Улма сутакан та пур,
Улма илекен те пур.
Пиртен анчах ан кулӑр —
Сиртен кулакан та пур.

Сём вӑрманта мён нумай?
Ҫӑка йывӑҫ пит нумай.
Ҫакӑ ялта мён нумай?
Ача тунӑ хёр нумай.

Вӑрман хёрне ма каяс,
Вӑрман сулхӑн пулмасан?
Пирён кунта ма килес,
Чённӗ хӑна пулмасан?

Тӑпӑр — тӑпӑр, тӑпӑртӑк,
Пар ӑшшине тепёртак.
Ташша тухсан хамӑртан
Никама та култарман.

Ҫакӑ ялӑн каччисем
Амӑш хыҫне вӑшт! кӑна.
Тепӗр ҫирём минутран
Эпир кунтан вӑшт! кӑна.

Балалайка виҫ кётеслё,
Пёр кётесё катӑлнӑ.
Ҫакӑ ялӑн каччисен
Кӑштах тӑнӗ катӑлнӑ.

Поезд килет, поезд каять —
Вун ик урапаллӑ.
Савни килет, савни каять —
Ҫётёк ҫӑпаталлӑ.

Ӗҫлеме те васкӑр,
Савӑнма та васкӑр,
Анчах ҫак ял ачисене
Юратма ан васкӑр.

Хоп —хоп — хоп теҫҫӗ,
Алӑ ҫупса тӑраҫҫё.
Купӑсне каланӑ чух
Ҫапла ташша ҫапаҫҫӑ.

Хурӑн шурӑ ан тейӗр,
Вӑл йывӑҫҫи ҫавнашкал.
Япӑх ташлать ан тейёр,
Эпир хамӑр ҫавнашкал.

Шыв хёрринчи мунчине
Хутса ярсан та юрать.
Ытла нумай ташларӑмӑр,
Чарӑнсассӑн та юрать.

Ёнер кантӑк чӑнк! турӗ —
Ҫёмрёлчё пуль ку терём.
Мана савни сиввӗн пӑхрё —
Сивёнчё пуль ку терём.

Кала, кала, гармонист,
Ыранчченех ташлар — ха.
Ыранчченех ташлар — ха,
Ывӑниччен савнар — ха.

Кала, кала, гармонист,
Мӗн ҫывӑрса ларатӑн?
Ёнер хёрпе ларнине
Халь тёлёкре куратӑн?

Вун ҫиччёре качча кайрӑм,
Вун саккӑрта ача турӑм.
Ачи пулчё макракан,
Старик пулчё ватакан.

Атя ташша яра пар,
Кунта утӑ ҫулни мар.
Кунта утӑ ҫулни мар та
Пилёк — ҫурӑм авни мар.

Пёр пуспала икё пус
Ҫёртре выртсан кирлё мар,
Ҫакӑ ялӑн каччисем
Хыҫран чупсан кирлё мар.

Улмуҫҫине шӑвараҫҫӗ
Улми пулмасассӑн та.
Хитре хёре юратаҫҫё
Ӑсё пулмасассӑн та.

Ик пиҫиххи ан ҫыхӑр,
Ик еннелле ан ярӑр.
Ик каччӑпа ан ҫӳрёр.
Ик шухӑшлӑ ан пулӑр.

Атя, старик, яра пар,
Ярапине хама пар.
Ташша тухрӑн пулсассӑн
Ял—йыша эс ан култар.

Ма кайрӑм —ши Макара?
Каймаллаччё Сахара.
Сахар арӑм пулнӑ пулсан —
Сиктеретчӗ сӑпкара.

Мён пӑхатӑр ман сине?
Пӑхӑр ман туфли сине.
Ăна савни илсе паче
Калым тунӑ укҫипе.

Тапочки, тапочки,
Ман урара — тапочки.
Мана савни пӑрахсан
Юлать унӑн карточки.

Тарӑн варта хур пусрӑм,
Вӑрӑ тесе ан калӑр.
Ташӑ пуҫласа ташларӑм,
Шухӑ тесе ан калӑр.

Уй варринчи улмуҫҫин
Турат ҫёртен сёртӗнет.
Ҫакӑ ялӑн каччисен
Йĕм тёп ҫёртен сёртӗнет.

Юбкине те, кофтине те
Хураран тӑваҫҫё халь.
Кам веселӑйрах ҫӳрет,
Ҫавна юратаҫҫӗ халь.

Клевер ҫинчи ӗнисем
Клевер ҫисе кӳпӗннӗ.
Ҫакӑ ялӑн каччисем
Эрех ёҫсе кӳпӗннӗ.

Ҫулпала пырать машина,
Вӑл тиенё спичка.
Пӗрлешеҫҫё, уйрӑлаҫҫё —
Ку мёнле привычка?

Йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине
Пакша ҫеҫ сиксе ҫӳрет.
Ялтан яла хёр шыраса
Начар каччӑ ҫеҫ ҫӳрет.

Эпӗ роза юратап —
Шуррине мар, хӗрлине.
Эп савнине юратап —
Ёҫченнине, хитрине.

Анне, мана ма вӑрҫан?
Ху хӗр пулса ӳсмен —и?
Атте каччӑ пулман —и?
Иксӗр улах туман — и?

Ники — ники купӑсне
Хам та калама пёлеп.
Лӑпсӑр — лапсӑр ташшине
Хам та ташлама пёлеп.

Анаталла, тӑвалла…
Камсен умне тӑмалла?
Камсен каччи хитререх,
Ҫавсен умне тӑмалла.

Витре ҫинчи япалине
Алӑ чиксе ан илёр.
Такмак ҫинче тем те пуле,
Хӑвӑр ҫине ан илёр.

Мунча лайӑх пултӑр тесен
Ӑшши памалла ӑна.
Савни лайӑх пултӑр тесен
Чуппа памалла ӑна.

Анне мана тӑмран туман,
Кӑмакара хытарман.
Пули — пулми сӑмахсемшӗн
Пуҫа усма каламан.

Виҫ хут пиншак тӑхӑнаҫҫӗ,
Пӗрне йӳле яраҫҫӗ.
Иккӗ — виҫҫё авланаҫҫӗ,
Каччӑ тесе ҫӳреҫҫӗ.

Шур кӑмака хыҫӗнче
Таракансем чупаҫҫӗ.
Манӑн савни хыҫӗнче
Сучка хӗрсем чупаҫҫӗ.

Ничего, ничего,
Ничего паратпӑр.
Ялта каччӑ тупмасан,
Ют ялта тупатпӑр.

Мунчана, мунчана,
Шыв йӑтаҫҫӗ мунчана.
Ҫакӑ ялӑн хӗрсене
Сӗтӗреҫҫӗ мунчана.

Ҫӳлте ҫӑлтӑр пит нумай —
Чи ҫутти те пӗрре ҫеҫ.
Ялта каччӑ пит нумай —
Чи юратни пӗрре ҫеҫ.

Садра, пахчара,
Сарӑ кайӑк йӑвара.
Ташлама та юрлама
Ирӗк памасть хуняма.
Лӑкӑш — лакӑш калушӗпе
Лакӑштатса ан ҫӳрӗр.
Пирӗн яла килтӗр пулсан
Якӑлтатса ан ҫӳрӗр.

Сада кӗтӗм, сада кӗтём —
Алӑра гитара ҫук.
Савни ҫинчен ан калаҫӑр —
Аякра вӑл, кунта ҫук.

Пурҫӑн тутӑр пурччӗ ман,
Качча кайма тенӗскер.
Савнӑ тусӑм пурччӗ ман,
Ҫынран туртса илнӗскер.

Хитре чечек ҫыххинче
Сар чечек те пулнӑ пуль.
Савни, пирӗн хушӑра
Хирӗҫӳ те пулнӑ пуль.

Кӗрен чечек татмасан —
Эп вӑрмана каяс ҫук.
Савни вӑййа тухмасан —
Эп те вӑййа тухас ҫук.

Мӗнле — ха вӑл кӑвакал
Пур шыва та юратать?
Мӗнле — ха вӑл cap каччӑ
Пур хӗре те юратать?

Тракторе суха тӑвать,
Сеялки акса пырать.
Ватта кайнӑ каччӑсен
Мӑк сухал шӑтса пырать.

Чӳречене сӑрлар —и?
Сӑрӗ юхса татар—и?
Ҫӗнӗ савни тупар — и?
Кивви пӑхса татар —и?

Манӑн савни аякра
Сысна кётсе ҫӳреп тет.
Сысна кӗтнӗ укҫипе
Мана качча илеп тет.

Хуласенчен ялсене
Автобуссем ҫӳреҫҫӗ.
Хальхи яшсем юратса мар,
Йӗкӗлтешсе ҫӳреҫҫӗ.

Сурӑх сасси илтёнет —
Кётӳ кёрет пулмалла.
Хыҫра такам калаҫать —
Мана тиркет пулмалла.

Пӳрт ҫумӗпе шыв юхать,
Алӑ ҫума юрать —и?
Хамӑр ҫинчен пёлмесен
Ҫынна ҫиме юрать —и?

Ирёк парӑр — ха мана
Чӑваш ташши ташлама.
Эпӗ пёччен вӑтанатӑп,
Хирёҫ тухӑр ташлама.

Тантӑшӑм, эс ан вӑтан
Ҫакӑн чухлё пёвӳпе.
Вӑтанакан ыр курмасть
Ҫакӑ ҫутӑ тёнчере.

Пирён атте пахчинче
Кишёр, ҫарӑк, купӑста…
Тӑсса яр — ха гармонист
Шур тӳмеллӗ купӑсна.

Хӑлтӑр—халтӑр урапи
Автобусран кая мар.
Эпир кунта ташларӑмӑр
Артистсенчен кая мар.

Кӳл хёрринче — хёр ача,
Унӑн кёпи улача.
Купӑс калакансене
Кантармалла пуль, ача.

Эп ташлама тухсассӑн
Сар кайӑк та вӑтанать.
Турат ҫинчен вӗҫсе анса
Ҫулҫӑ айне пытанать.

Кӑмакари шарккуне
Ҫиекенӗ никам ҫук.
Эпир ташша тухмасан
Ташлаканё никам ҫук.

Ай, астуман — астуман,
Астумасӑр каларӑм.
Астунӑ пулнӑ пулсан
Каламан та пулӑттӑм.

Эх, чух, ҫамрӑк чух
Качака пек каҫӑрччӗ.
Халё ёнтё ватӑлтӑм,
Кёвенте пек авӑнтӑм.

Виҫё метр ситцӑ илтём —
Мӑшӑр валли кёпелёх.
Мӑшӑр мана суйланӑ —
Хӑйне валли ёмёрлёх.

Ох, ҫырми тарӑн —
Сиксе каҫаймарӑм.
Купӑсне хитре калать —
Чӑтса тӑраймарӑм.

Юрлассӑм килет,
Ташлассӑм килет.
Хампа пĕрле ташлакана
Юратассӑм килет.

Ҫап — ҫавра ҫут кӳлёре
Шыв ҫаврӑнать —ши вара?
Эпир кунта ташланӑшӑн
Намӑс пулать—ши вара?

Шурӑ кёпе аркине
Вёҫтеререх парӑр — ха.
Кураймансен чёрине
Ҫунтарарах парӑр —ха.

Вӑрман ҫулё такӑр мар,
Такӑрлатма кирлӗ мар.
Пур ҫын кӑмӑлне кайма
Вӑрманти cap кайӑк мар.

Лапша — макарон
Сётпе пёҫеретпёр.
Качча кайсан хунямана
Юрама пёлетпӗр.

Ани — ани кукуруз,
Ӑна вырать пӗр вырӑс.
Савни мана аса илсен
Туртса ярать пӗр пирус.

Савни чӳречи уҫӑ:
Амӑш савнине ятлать.
Виҫ сӑмахне илтсе юлтӑм:
Мана пӑрахма хушать.

Велосипед, велосипед
Такӑр ҫула юратать.
Велосипед ҫинчи ачи
Мана кӑна юратать.

Анне те вӑрҫать мана,
Атте те вӑрҫать мана.
Вёсем вӑрҫни ним те мар —
Савни юратать мана.

Ёнине те сумалла,
Кёпине те ҫумалла…
Алӑк умне савни килнё,
Ун патне те тухмалла.

Айта, тусӑм, яра пар,
Ярапине хама пар.
Ытах мана савмасан,
Кама саван, ҫавна пар.

Гармониста юратма
Тур ан хуштӑрах мана:
Ҫумӑр витёр урама
Илсе тухать ташлама.

Утатӑп та чупатӑп,
Ҫавӑрӑнса пӑхатӑп.
Намӑс мар — и — ха, савни:
Киле пёччен каятӑп.

Ҫитет пулӗ ташласа,
Ҫитет пулӗ юрласа:
Намӑса пӗлес пулать,
Купӑсҫа шеллес пулать.

Ташши, ташши,
Салакайӑк ташши.
Салакайӑк ташши мар,
Ҫак ял хӗрсен ташши.

Акӑш тытассӑм килет,
Тӗкне татассӑм килет.
Ялӗ пӗчӗк, каччи сахал,
Тухса тарассӑм килет.

Кӗпер айӗнчи вӗлтренӗ
Ҫумӑр кӗтсе ватӑлнӑ.
Ҫакӑ ялӑн ачисем
Хӗр тиркесе ватӑлнӑ.

Авкаланса, хуҫкаланса
Юраймарӑм савнине.
Савни кӑмӑлне кайма
Ҫуратман мана анне.

Ҫакӑ ялӑн каччисем
Самолетпа вӗҫеҫҫӗ.
Эрех пички тӗл пулсан
Парашютсӑр сикеҫҫӗ.

Унталла пӑхап — стена,
Кунталла пӑхап — стена,
Ҫӳлелле пӑхап — мачча,
Никам та илмест качча.

Унталла пӑхсан та ҫук,
Кунталла пӑхсан та ҫук.
Иртсе кайнӑ ҫамрӑк ӗмӗр
Выртса макӑрсан та ҫук.

Ҫӑмӑлрах та хӑвӑртрах
Пур ӗҫ пултӑр вӑхӑтра.
Алла тытнӑ ӗҫ ӑнсан —
Ташлама та пит аван.

Сылтӑм, сылтӑм тееҫҫӗ,
Сулахая манаҫҫӗ.
Сарӑ, сарӑ тееҫҫӗ,
Хура хӗре манаҫҫӗ.

Пӑхӑр, пӑхӑр мачча ҫине,
Пирӗн мачча хура мар.
Пӑхӑр, пӑхӑр пирӗн ҫине,
Эпир пӗртте кая мар.

Икӗ витре кӗпе ҫурӑм,
Пӗр витрийӗ — йӑлт паттис.
Манӑн савни — гармонист,
Эпӗ хам та ҫур артист.

Ҫакӑ ёнтӗ ҫӗнӗ мода:
Кофта —юбка тӑхӑнма.
Халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ мода:
Каччӑ хыҫҫӑн хӗр чупма.

Эх, савниччӗ, савниччӗ,
Миллиметр ҫурӑччё.
Иксӗмӗр чей ёҫнӗ чух
Стакана кайса вилчӗ.

Кала, кала, гармонист
Каланӑшӑн виҫӗ пус.
Ытла лайӑх каласан
Хушса парӑп тепӗр пус.

Мана савни тиркерӗ,
Пӗчёккё, хура терӗ.
Кайса туптӑр саррине —
Мунчала ланчашкине.

Ян ятлӑр пире,
Ан хурлӑр пире.
Эпир кунти ҫынсем мар,
Палламастӑр пире.

Ташлассӑм килет,
Урасем шумаҫҫӗ.
Йӗри — тавра хура халӑх
Тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ.

Авӑнать, авӑнать,
Урай хӑми авӑнать.
Савни юнашар пулсан
Манӑн чунӑм савӑнать.

Тӑпӑр — тӑпӑр тӑвар —и?
Урай кашти хуҫар— и?
Эпир тепре килнӗ ҫӗре
Ҫёнё туса хуччӑр —и?

Манӑн савни ҫакӑнта
Чышкӑ юнаса ларать.
Ҫавӑнпа та манӑн сассӑм
Чӗтренсе кӑна тухать.

Хёрлё кӗпе ҫӗлерӗм
Уяв кунне ҫӳреме.
Ҫинҫе пӗве ӳстертӗм
Ҫак ташӑра ҫӗнтерме.

Пӗрре, иккӗ, виҫҫё, тӑваттă.
Урӑх шутламастӑп.
Алӑ ҫупса лармасан
Урӑх ташламастӑп

Мунча алӑк пӗчӗккӗ:
Уҫса хупма пит лайӑх.
Ман савни те пӗчӗккӗ:
Йӑтса ҫапма пит лайӑх.

Ах, сад, виноград
Халь тин чечеке ларать.
Манӑн савни сӑпкара —
Часах калаҫма пуҫлать.

Кукӑль сӑмси ҫиекен
Кукӑль ҫиеп терӗ пуль.
Ман савнипе ҫӳрекен
Савни тупрӑм терӗ пуль.

Мана савни каларӗ:
Урама ан тух терӗ,
Эпӗ хӗрпе тӑнӑ чух
Пире кансӗрлен терĕ.

Мӑкла пуҫлӑ качаки
Сӗтне памасть ни черта.
Мана анне ҫамрӑк тесе
Качча памасть ни черта.

Атӑпа та пушмакпа
Ҫӳллӗ пулас терён —и?
Çын савнине туртса илсе
Пурнӑҫ тӑвас терӗн —и?

Атӑпа та пушмакпа
Ҫӳллӗ пулаймастӑн.
Сын савнине туртса илсе
Пурнӑҫ тӑваймастӑн.

Балалайкӑн виҫӗ хёлёх,
Пӗр хӗлӗхӗ татӑлнӑ.
Манӑн савни ватӑлнӑ,
Малти шӑлӗ катӑлнӑ.

Сӗтел ҫинче витре,
Ун хӑлӑпӗ хитре.
Эпир хитре ташламасан,
Эсир ташлӑр хитре.

Савни кайрё салтака
Икӗ ҫул служить тума.
Икӗ ҫул вӑл ик кун мар —
Кӗтсе ларма ухмах мар.

Ҫул хёрринчи кӳллине
Шапа лӗкки ҫыпӑҫнӑ.
Ҫакӑ ялӑн каччисене
Сысна пыйти ҫыпӑҫнӑ.

Витре кайрӗ Атӑла, —
Тутӑхмасӑр тухас ҫук.
Савни кайрӗ салтака, —
Авланмасӑр килес ҫук.

Ҫӳлте самолет вӗҫет,
Шывра пӑрахут ишет.
Мӗн тӑвас — ха ҫын савнипе?
Хамӑн салтакран килет.

Савни кайрӗ салтака,
Тӑтӑм юлтӑм пӗр —пӗччен.
Никампа та ҫӳремен
Савни ҫартан киличчен.

Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ,
Миҫе кӗвӗ пёлен эс?
Миҫе кӗвӗ пӗлен эс?
Миҫе хӗрпе ҫӳрен эс?

Эп савнине шутласаччӗ
Ҫамрӑк каччӑ пуль тесе.
Ачи чупать хыҫалтан:
«Атте, ан кай —ха», — тесе.

Трактор килет те каять,
Ҫула пӑсса хӑварать.
Савни килет те каять,
Хурлантарса хӑварать.

Улма сутакан та пур,
Улма илекен те пур.
Ан кулянӑр, ват хӗрсем,
Сире илекен те пур.

Хуп касрӑм, сӑпка турăм
Кин ачине сиктерме.
Ачи пулсан, пулмасан та
Кинне хӑйне сиктерме.

Шурӑ мунча хутса ятӑм —
Тётӗм явӑнса тухать.
Ҫӗнӗ савни тупса ятӑм —
Кивви макӑрса ҫӳрет.

Йӑмра, йӑмра, йӑмратеҫҫӗ,
Йӑмра ҫирӗп йывӑҫ мар.
Савни, савни, савнитеҫҫӗ.
Савни турӑ ҫырни мар.

Ҫӳлте вӗҫет cap кайӑк
Чисти ҫӳлти ҫӑлтӑр пек.
Ҫакӑ ялӑн каччисем
Чисти хуртлӑ кӑмпа пек.

Ҫӳллӗ — ҫӳллӗ ту ҫине
Ma пӗчченех хӑпарас?
Хам савнине ҫынна парса
Ҫынна ма савӑнтарас?

Ҫакӑ ялӑн каччисене
Тёп сакайне хупмалла.
Ытла выҫса вилесрен
Ыраш улӑм памалла.

Сӗтел ҫинче виҫ улма —
Пӗрне манӑн ҫимелле.
Ҫак карчӑкӑн виҫ ывӑл —
Пӗрне манӑн каймалла.

Сӗтел ҫинче мӗн ларать?
Турилккепе пыл ларать.
Ман савнипе кам ларать?
Катӑк шӑллӑ хӗр ларать.

Сӑрт хӗррипе ан утӑр —
Пушмак кӗлли чалӑшать.
Ман савнипе ан ҫӳрёр —
Янах шӑмми чалӑшать.

Ma пӑхатӑр ҫырмана?
Кукӑр йӑмра курман —и?
Ма пӑхатӑр пирӑн ҫине?
Пиртен ухмах курман — и?

Манӑн тутӑр ҫук теҫҫӗ,
Арчарине пӗлмеҫҫӗ.
Манӑн савни ҫук теҫҫӗ,
Салтакрине пӗлмеҫҫӗ.

Пӳртпе сарай хушшинче
Чӗкеҫ вӗҫсе ҫӳретӗр.
Савни, пирӗн хушӑра
Ҫыру вӗҫсе ҫӳретӗр.

Манӑн савни виҫҫӗ.
Шутласа парам — и?
Шӑпана, сатана,
Виҫҫӗмӗшӗ — тӑнкама.

Ах тес, мӗн тӑвас?
Киле кайсан мӗн калас?
Юрланине каласан та,
Ташланине каламас.

Ах, савни, сатана,
Кураймастӑп эп сана.
Тислӗк ҫинчи кӑмпа пулсан,
Тапса ывтӑттӑм сана.

Юрататӑп, юрататӑп,
Юрататӑп тетчӗ вӑл.
Асатса яр — ха тесессӗн —
Хам та хӑрап тетчӗ в&л.

Карта ҫумри куршанаке—
Ҫумӑр кӗтсех ватӑлчӗ.
Ҫакӑ ялӑн каччисем
Хӗр суйласах ватӑлчӗҫ.

Кукӑль пиҫсе тухиччен
Пашалу та юрӗ — ха.
Хамӑн савни киличчен
Ҫын савни те юрӗ — ха.

Кӗрлесе вӑрман ҫунать,
Кӗлӗ ҫӗре тӑкӑнать.
Сарӑ хӗрӗн ӗмӗрӗ
Чечек пулса тӑкӑнать.

Пӳрт умӗнче решетке,
Аллӑрсенче перчетке.
Ан мухтанӑр ытлашши —
Сирӗн пекки теҫетке.

Пурҫӑн тутӑр ҫумашкӑн
Тӑрна куҫ пек шыв кирлӗ.
Чун — чӗререн савмашкӑн
Ялти ятлӑ яш кирлӗ.

Эх, машини — «Жигули»
Ҫитсе килчӗ хуларан.
Ун шоферӗ ман савни,
Тек ҫӳретмӗ — ха ҫуран.

Сакки шурӑ пулсассӑн,
Урай хури ним те мар.
Хамӑр чипер пулсассӑн,
Ҫын сӑмаххи ним те мар.

Кала, тусӑм, купӑсна,
Эпир ташша пит ӑста.
Юрламасан, ташламасан,
Пире халӗ намӑс та.

Ташласан — ташланӑ пек,
Юрласан — юрланӑ пек.
Ташламасан — юрламасан
Хама мӑнна хунӑ пек.

Хӗрлӗ тутӑр паттис мар,
Паттисран та кая мар.
Эпир кунта артист мар,
Артистран та кая мар.

Атти ҫутӑ, атти ҫутӑ,
Ҫутӑлтарать урайне.
Савни сарӑ, куҫё кӑвак,
Ҫав ҫунтарать чӗрене.

Ах. юрату, юрату,
Пулать иккен терлӗрен.
Пӗр каҫхине хам куртӑм —
Савни тухать кӳршӗрен.

Кала —кала, купӑсҫӑ,
Ахаль тумӑп эп сана.
Качча кайса ача тусан
Кума тӑвӑп эп сана.

Алӑк айён ҫӳреме
Сысна ҫури мар вӗт эп.
Ирех выртса ҫывӑрма
Пӗр савнисӗр мар вӗт эп.

Лач — лач лачака,
Лачакара вӗт шӑна.
Ҫакӑ ялӑн каччисем
Чӑн та ула качака.

Ҫакӑ ялӑн йӑмра пур,
Иӑмра ҫинче йӑва пур.
Ман савнине паллас пулсан —
Хырӑм ҫинче саплӑк пур.

Манӑн савни те Раман,
Санӑн савни те Раман.
Эп Раманпа ҫӳренӗ чух
Никамран та хӑраман.

Манӑн савни те Павлуш,
Санӑн савни те Павлуш.
Ик Павлуша пӗрлештерсен,
Пулать иккен ик калуш.

Пултарас ҫук — тухас ҫук,
Кӑмака ҫинчен анас ҫук.
Кӑмака ҫинчен анас ҫук та
Килнӗ ятне тӑвас ҫук.

Ах! тесе ма калас,
Чӗрене ма ҫунтарас?
Хам савнине ҫынна парса
Ҫынна ма савӑнтарас?

Анаталла, тӑвалла
Хыт шӑпӑрпа шӑлмалла.
Ҫакӑ ялӑн каччисене
Пӑрпа лартса ямалла.

Лантӑш, сана, лантӑш, сана
Вӑрманта ӳсет теҫҫё.
Лена, сана, Лена, сана
Каччӑпа ҫӳрет теҫҫё.

Садри сарӑ сакки ҫине
Ларса хаҫат вулар —и?
Эпё кунта, эсё унта,
Ҫырупа калаҫар —и?

Мана савни юратать,
Шӑккалат та ҫитерет.
Алӑк патне ҫитсессӗн
Укҫине тӳлеттерет.

Балалайка аврине
Хурамаран тунӑ пуль?
Ҫакӑ ялӑн каччисене
Тункатаран тунӑ пуль?

Пуласчӗ те пуласчё,
Пулӑҫ арӑм пуласчӗ.
Хам курайман хӗрсене
Пулӑ пуҫпе пересчӗ.

Пӗрре терӗм, иккӗ тер£м,
Виҫҫӗ теме астуман.
Мана савни пӑрахр? —
Ҫупса яма астуман.

Шур саппунӑн кӗсйи ҫук —
Мӑйӑр чикес тесси ҫук.
Ман ку ялта савни ҫук —
Савни килеттесси ҫук.

Ура тӑсса лармасан
Ҫут калуша кам курать?
Урай варне тухмасан
Пирӗн ташша кам курать?

Ҫакӑ ялӑн кӗпер ҫук,
Каҫса ҫӳрекен те ҫук.
Ҫакӑ ялӑн хӗрӗсене
Качча илекен те ҫук.

Трактор суха сухалать,
Пӗр кӗтесне хӑварать.
Манӑн савни ҫыру ҫырать,
Пӗр сӑмахне сиктерет.

Шыв хӗрринчи мунчине
Хутса ярсан та юрать.
Ытла нумай ташларӑмӑр,
Чарӑнсассӑн та юрать.

Ma мунча хутаҫҫӗ —ши?
Ма вёри тӑваҫҫё — ши?
Ырлӑх ҫинчен хурлӑх курма
Ма качча каяҫҫӗ — ши?

Эпйр мунча хутас ҫук,
Эпир вӗри тӑвас ҫук.
Ырлӑх ҫинчен хурлӑх курма
Эпир качча каяс ҫук.

Турат ҫинчен турат ҫине
Вӗҫкӗн ҫерҫи ҫеҫ вӗҫет.
Ялтан яла хӗр шыраса
Вӗҫкӗн каччӑ ҫеҫ ҫӳрет.

Лаппи, лаппи, лаппийӗ,
Лаппи мӗскер курать — ши
Купӑсне калаканнин
Алли мӗнле чӑтать — ши?

Саккӑрӑн, саккӑрӑн —
Саккӑрӑш те хамӑрӑн.
Йёри — тавра пӑхрӑм та:
Купӑсҫи те хамӑрӑн.

Купӑсҫине калӑр —ха:
Хаваслӑрах калатӑр.
Эпӗ такмак каланӑ чух
Купӑс уҫҫӑн янратӑр.

Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ,
Ытла хитре калан эс.
Ытла хитре каланипе
Хӑвна юраттаран эс.

Ҫитет пулӗ ташласа,
Ҫитет пулӗ юрласа:
Намӑса пӗлес пулать,
Купӑсҫа шеллес пулать.

Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ,
Хӗрхенетӗп эп сана,
Хам калама пӗлнӗ пулсан
Улӑштарӑттӑм сана.

Каймӑттӑмччӗ вӑрмана —
Ҫӗр ҫырлийӗ илӗртет.
Тухмӑттӑмччӗ ташлама —
Купӑсҫийӗ илӗртет.

Нумай пулать ҫименни
Ҫӗр ҫырли, хӑмла ҫырли.
Нумай пулать, юлташсем,
Ушкӑнпа ташламанни.

Вӗлтӗр — вӗлтӗр вӗҫмешкӗн
Вӗрене ҫулҫи мар эпир.
Ташламасӑр тӑмашкӑн
Начар ҫынсем мар эпир.

Ыраш шӑркана ларсан
Ҫара алпа ан тытӑр.
Эпир ташлама тухсан
Ал ҫупмасӑр ан тӑрӑр.

Шурӑ кӗпе аркине
Сарлакарах тӑвӑр — ха.
Халӑх умне тухсассӑн
Савнӑҫлӑрах пулӑр — ха.

Утӑ ҫулма тухсассӑн
Ҫаврӑнмасӑр ҫулас мар.
Сирӗн ума тухсассӑн
Ташламасӑр тӑрас мар.

Алкум вӗҫне шӑлӑр —ха,
Симӗс курӑк шӑттӑр —ха,
Ик еннелле тӑрӑр — ха,
Такмакласа ташлӑр — ха.

Атте мана каларӗ:
— Савӑнӑҫлӑ пул, — терӗ.
— Шывра пулӑ мӗнле вылять,
Ҫавӑн пек ташла, — терӗ.

Тӑпӑр —тӑпӑр тӑпӑртӑк,
Тӑпӑртатма килнӗ эпир.
Ёҫме — ҫиме килте те пур,
Савӑнма килнӗ эпир.

Утӑ капан тӑррине
Ҫил вӗҫтере пуҫларё.
Юлташ ташла пуҫларё те
Чун савӑнма пуҫларӗ.

Симӗс курӑк сухан мар,
Таптасан та ним те мар.
Эпир кунта ют ҫын мар,
Ташласан та ним те мар.

Пӗрре мала ярса пус,
Пӗрре калла ярса пус.
Ташӑ пӗлмен ҫынсенне
Ури ҫине пырса пус.

Пулӑҫ пулӑ юратать,
Пулли шыва юратать.
Ури ташша юратать,
Алли ҫупма юратать.

Улма сутакан та пур,
Улма илекен те пур.
Пиртен анчах ан кулӑр,
Сиртен кулакан та пур.

Хӗвел тухса сарӑлсан
Пӗтӗм ҫӗре ӑшӑтать.
Эпир ташша тытӑясан
Урай кашти авӑнать.

Кала, кала, купӑсҫӑ,
Кала савӑнӑҫлӑрах.
Эс хаваслӑ каласан
Ташлама ҫӑмӑлтарах.

Алӑ ҫупӑр, алӑ ҫупӑр,
Уншӑн алӑ Ыратмасть.
Алӑ ҫупса ташласан
Купӑсҫӑ та ывӑнмасть.

Улма парап, илетни?
Чӗрҫи ҫине хуратни?
Ташша чӗнеп, тухатни?
Мана кӑмӑл тӑватни?

Сарӑ кайӑк, сарӑ кайӑк,
Сарӑ кайӑк чӗппи эп.
Атте — аннен кӗҫӗн хӗрё,
Ҫавӑнпа хаваслӑ эп.

Серте татнӑ вӑхӑтра
Анне хутаҫ памарӗ.
Телей килнӗ вӑхӑтра
Атте укҫа памарӗ.

Хоп —хоп! калани
Вӗрене хуппи сӳни мар.
Ташланипе юрлани
Ҫынна усал туни мар.

Сикӗр — сикӗр шывалла
Шыв сирпӗнсе тӑмалла.
Ташлӑр халӗ ташшине
Ҫын тёлӗнсе тӑмалла.

Ташласан — ташланӑ пек,
Юрласан — юрланӑ пек.
Ташламасан, юрламасан
Хӑнара та пулман пек.

Савӑнмалла, савӑнмалла,
Савӑнӑҫлӑ пулмалла,
Ҫунса тӑран чӗрене
Ташласа пусармалла.

Чӳречине у ҫ ӑ р — х а,
Уҫӑ сывлӑш кӗтӗр — ха.
Пире такмак калама та
Кӑштах ҫӑмӑл пултӑр — х а.

Юман — и сирӗн урай?
Ҫ ӑ к а — и сирён урай?
Эпир ташша тухсассӑн
Чӑтайё — и сирӗн урай?

Ши — ши — ши вара,
Ҫумӑр ҫӑвать — ш и вара?
Эпир кунта ташланӑшӑн
Намӑс пулать — ш и вара?

Кӗрен чечек тухасса
Май уйӑхчен кётрӗмёр.
Сирӗнпеле ташласса
Паян кунччен кӗтрёмёр.

Акӑ ёнтё, ҫак ӗнтё,
Пӑхса кӑна тӑр ӗнтё.
Аллӑм — урам хӗрсе кайрё
Чарӑнмалла мар ӗнтё.

Уйӑх та пур, хӗвел те пур
Ҫӗре ҫутатаканни.
Юрӑ та пур, ташӑ та пур
Пире килӗшекенни.

Сётел тӑваткӑл пулать,
Ури тӑваттӑ пулать.
Эпир кунта ташлани
Ёмёр асӑнма юлать.

Мана анне юратать,
Ялан ырӑ ҫеҫ сунать.
Эп ташлама тухсассӑн
Мана пӑхса савӑнать.

Улма йывӑҫ лартаҫҫӗ
Улми пулмасассӑн та.
Ёҫчен ҫынна юратаҫҫӗ
Хитре пулмасассӑн та.

Ҫӳлте ҫӑлтӑр нумаййипе
Пёлёт авӑнса тӑрать.
Алӑ ҫупса ташланипе
Чунӑм савӑнса тӑрать.

Ҫырла тесе ма калас?
Ҫеҫки ҫинче хӗрлӗрен.
Чипер тесе ма калас?
Пит ҫӑмарти хӗрлӗрен.

Кӑвак тутӑр та пулать,
Хёрлё тутӑр та пулать.
Вӑйҫӑ нумай каласан
Ывӑнма та пултарать.

Гармонистӑн пӳрнисем
Вылянарах тӑраҫҫӗ,
Ҫавӑнпа та гармониста
Юратарах параҫҫӗ.

Симӗс курӑк хушшинче
Ҫарран ҫӳрес килетман.
Сирӗн ума тухсассӑн
Юрлас — ташлас килет ман.

Юрлама та юратап,
Ташлама та юратап.
Пуринчен те ытларах
Эпӗ сире юратап.

Ташласшӑн та марччӗ эп,
Юрласшӑн та марччӗ эп.
Купӑс хаваслӑ калать, —
Чӑтса тӑраймастӑп эп.

Тухатӑп, тухатӑп,
Сирӗн ума тухатӑп.
Ытла нумай ташламастӑп,
Кӑмӑл туса паратӑп.

Эп ташлама тухатӑп,
Алӑ ҫупма ыйтатӑп.
Ташламанни нумай пулать,
Вӑтанма пултаратӑп.

Симӗс курӑк ҫийӗнче
Ҫарран ҫӳрессӗм килет.
Алӑ ҫупсан — ҫупмасан та,
Ҫавах ташлассӑм килет.

Тӑпӑр— тӑпӑр тутарать,
Хӗрӗ маттур, пултарать.
Пӑхса тӑракансене
Савӑнтарма пултарать.

Шыва кайма мӗн лайӑх?
Мӑшӑр витре пит лайӑх.
Хирӗҫ тӑрса ташлама
Чипер хӗрсем пит лайӑх.

Урай хӑми вӑрӑм пултӑр,
Вӑрӑм та яка пултӑр.
Пирӗн ташӑ хитре пултӑр,
Сирӗн кӑмӑла кайтӑр.

Сар чечекне татар — и?
Татса кӑшӑл тӑвар — и?
Хамӑр юрӑ — ташӑпа
Сире савӑнтарар — и?

Хирти сарӑ чечекпе
Пӗрлех шӑтса ӳсрӗмӗр.
Ҫавӑнпа та чечек пек
Ытла хитре пултӑмӑр.

Анне мана каларӗ:
«Хитре тутӑр ҫых, — терё.
— Халӑх умне тухсассӑн
Савӑнӑҫлӑ пул», — терӗ.

Мана анне ҫуратнӑ
Ҫӗр ҫинче телей курма.
Юрлама та ташлама,
Ҫынсене савӑнтарма.

Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ,
Ытла лайӑх вылян эс.
Ытла лайӑх выляса
Пире савӑнтаран эс.

Уйӑх тулнӑ, уйӑх тулнӑ,
Уйӑх тулнӑ тахҫанах.
Тус—тантӑшпа ташлама
Ёмӗтленнё тахҫанах.

Эп хаваслӑ, эп хаваслӑ,
Эп хаваслӑ хёр ача.
Эп хаваслӑ пулмасан
Ташламастӑп ҫакӑнта.

Эпир мунча хутас çук!
Эпир вĕри тăвас çук!
Ырлăх çинчен хурлăх курма
Эпир качча каяс çук!

Савни терĕм, савни терĕм,
Савни саватни терĕм.
Савмасасăн ан сав терĕм,
Урăххи савать терĕм.

Пĕр грамм, ик грамм,
Виççĕмĕшĕ — килограмм.
Паян савни килмесессĕн
Çаптаратăп телеграмм.

Тăпăртăк, тăпăртăк,
Тăпăртатма килнĕ эпир.
Ĕçке-çикĕ килте те пур,
Савăнмалла килнĕ эпир!

Ах, чух, кăрчами,
Пуçа кайрĕ пулмалла.
Вунçич çулхи çамрăк ĕмĕр
Иртсе кайрĕ пулмалла!

Ах, чух, кăрчами,
Нихçан пуçа каяс çук.
Вунçич çулхи çамрăк ĕмĕр
Нихçан иртсе каяс çук!

Кăтра, кăтра, кăтрашка,
Кăтра пулаятăр-и?
Пирĕн ялсенн хĕрсем пек
Хитре пулаятăр-и?

Эй турă, тупата!
Савсассăн савăнмалла
Пурнăç тăвалла —
Пирĕн пĕрле пулмалла.
Эй турă, тупата!
Савсассăн савăнмалла
Пурнăç тăвалла —
Савнă чухне савмалла.

Эп ăсатрăм юттине
«Урăх, тек ан кил,» — тесе,
Вăл каларĕ хăйĕнне
Çак вăхăтра пиçнине:

Эй турă, тупата!
Савсассăн савăнмалла
Пурнăç тăвалла —
Пирĕн пĕрле пулмалла.
Эй турă, тупата!
Савсассăн савăнмалла
Пурнăç тăвалла —
Савнă чухне савмалла.

Ах, йывăр пуçăма
Ман чăтса пурăнмалла…
Хама хам килте хуçа —
Панă чухне савмалла.

Эй турă, тупата!
Савсассăн савăнмалла
Пурнăç тăвалла —
Пирĕн пĕрле пулмалла.
Эй турă, тупата!
Савсассăн савăнмалла
Пурнăç тăвалла —
Савнă чухне савмалла.

Эй турă, тупата!
Савсассăн савăнмалла
Пурнăç тăвалла —
Пирĕн пĕрле пулмалла.
Эй турă, тупата!
Савсассăн савăнмалла
Пурнăç тăвалла —
Савнă чухне савмалла.

Так-так-так иккен,
Ташă ăсти пур иккен, —
Такмакласа ташлама
Туртăмĕ те пур иккен!

Так-так-так иккен,
Такмак пыл та çу иккен, —
Такмакласа ташламасан,
Ташă теме çук иккен!

Источник

Видео

чувашский юмор. виктор петров

чувашский юмор. виктор петров

Чувашская бабушка прикалывается )))

Чувашская бабушка прикалывается )))

Разборки по-чувашски

Разборки по-чувашски

Мстители на чувашском

Мстители на чувашском

Алексей Московский и Евгений Григорьев (рубрика Чалт кăна)

Алексей Московский и Евгений Григорьев (рубрика Чалт кăна)

Приколы чувашских студентов )))

Приколы чувашских студентов )))

Чувашский рэп или трактор в поле дыр дыр дыр

Чувашский рэп или трактор в поле дыр дыр дыр

Самогонщики. Чувашская интерпретация.

Самогонщики. Чувашская интерпретация.

Оно прикол на чувашском

Оно прикол на чувашском

Понимают ли в Чебоксарах чувашский язык? Социальный эксперимент

Понимают ли в Чебоксарах чувашский язык? Социальный эксперимент
Поделиться или сохранить к себе:
Добавить комментарий

Нажимая на кнопку "Отправить комментарий", я даю согласие на обработку персональных данных, принимаю Политику конфиденциальности и условия Пользовательского соглашения.