Саварни юррисем на чувашском языке + видео обзор

Çăварни уявĕн сценарийĕ (масленица)
материал на тему

Сценарий праздника на чувашском языке.(Çăварни-Масленица)

Скачать:

Предварительный просмотр:

ЭХ, ÇĂВАРНИ, ÇĂВАРНИ.

Тутар Республикине кĕрекен

Пăва районĕнчи Тури Лашчи

шкулĕнче чăваш чĕлхипе вĕрентекен

Тĕллевĕ: халăх йăли – йĕркисене аса илсе пурнăçа кĕртесси; хисеплеме вĕрентесси.

Уяв урамра пулса иртет. Хĕрсем çÿçеллĕ тутăрсем çыхнă, чăваш тумĕсемпе. Хитрелетнĕ катаччи лашисем тăраççĕ.

1 ертÿçĕ: Салам пурне те, хаклă ял-йышсем, вĕренекенсем, хăнасем.

Сарă кĕрĕк тăхăнса

Çăварни çитрĕ çаврăнса,

2 ертÿçĕ: Ырă йăла – йĕрке пурнăçа кĕрсе пыма пуçларĕ. Вăхăтĕнче пирĕн асатте- асаннесем вĕсене çирĕп тытса пынă. Кашни ĕç-пулăмĕн хăйçн вăхăчĕ. Çут çанталăкăн та хăйĕн вăхăчĕ. Хĕллепе çу вăй виçеççĕ. Çак вăхăтра чăвашсем çăварни уявне иртереççĕ.

1 ертÿçĕ : Çăварни тени тепĕр майлă „çу эрни”, „хĕле ăсатни”, „çуркуннене кĕтни”. Çăварни çурхи кун тăрăшшшĕ çĕрпе танлашнă чухне пуçланать.

2 ертÿçĕ: Яш-кĕрĕм, хĕр-упраç Çĕнĕ çул иртсенех çăварние хатĕрленме тытăнать. Çăвание юрăпа – ташăпа хавссăн кĕтсе илнĕ.

1 ертÿçĕ: Эх, çăварни, çăварни.

Хĕле ĕçсĕр хăварни!

2 ертÿçĕ: Асаттесен пилĕпе

Асран кайми чăвашсем.

1 ертÿçĕ: Чăваш çăварни кунĕ хăй патне пыракан çынна: ача- пăча пулсан та, ватти пулсан та йăтса илсе минтер çине лартнă. Çуллă икерчĕ çитернĕ, унсăрăн чăхсе çăмарта тумаççĕ, хур – кăвакал пусма лармасть тет. Пурте икерчĕ пĕçереççĕ, пĕрне пĕри сăра ĕçтереççĕ.

2 ертÿçĕ: Çăварни эрнин малтанхи кунне чăвашсем „аслă çăварни”, юлашки кунне „кĕçĕн çăварни” тенĕ.

Паян кĕçĕн çăварни!

1 ертÿçĕ: Паян пирĕн уявра

Пĕтĕм халăх хăнара.

Чаплă тавар туянар,

Пĕрле вăйăсем выляр,

Икерчĕ пĕçерекен калать:

Катаччи те çăварни

Çăвар тулли икерчи,

Кĕсье тулли пĕремĕкĕ

Ма çăварни теес мар?

Çак çăварни мĕншĕн килет?

Сар хĕрсене савăнма

2 ертÿçĕ : Атьăр, хĕрсе – каччăсем

Халь выляса- кулнисем

Кайччăр ĕмĕр тăршшĕпе.

Çăварни карчăккипе старикки килеççĕ.

Старик: (патаккипе шаккаса)

Турă пÿлĕх тивлетне патăр!

Ял карти тĕреклĕ пултăр!

Эпĕ те, ват каска çак çăварнире.

1 ертÿçĕ : Малалла вăйăсем выльăпăр.Канат туртни, йывăç урапа утни, михĕсемпе çапăçни, катаччи лашисем сĕрен яни.

(Пĕр çĕрте вăйăсем выляççĕ, тепĕр çĕрте икерчĕ пĕçереççĕ, юрă шăрантараççĕ. )

Çăварни старикки: Чир-чĕр кайтăр,

Турă патăр тивлетне

Ырлăх патăр, сывлăх патăр.

Çăварни карчăкки: Пÿлме тулли тырă пултăр,

Карта тулли выльăх пултăр.

Вĕлле тулли хурт кĕрлетĕр.

Сак çи тулли ывăл-хĕр лартăр.

(Çăварни хуçисем уяври кашни çынна чĕн пушăтпа йăпатаççĕ. Пурте пĕр-пĕринчен каçару ыйтаççĕ., ыталаса чуп тăваççĕ. Çылăх каçарттараççĕ.)

2 ертÿçĕ: çунакан кăвайт çине йăвача пăрахар. Пихампарсем тутă пулччăр.

Пурте пĕрле : Çăварни карчăкĕ! Тутлăхлă пул, чипер кай! Чир-чĕре ялтан илсе кай! Арсене вăй пар, хĕрсене сывлăх пар!

Источник

Саварни юррисем на чувашском языке

Система
Саварни юррисем на чувашском языкеРегистраци
Саварни юррисем на чувашском языкеКěмелли

Саварни юррисем на чувашском языкеЮмахсем
Саварни юррисем на чувашском языкеХалапсем
Саварни юррисем на чувашском языкеЮрăсем
Саварни юррисем на чувашском языкеСăвăсем
Саварни юррисем на чувашском языкеПурнăç йěрки
Саварни юррисем на чувашском языкеВаттисен сăмахěсем
Саварни юррисем на чувашском языкеЯлсем
Саварни юррисем на чувашском языкеШупашкар
Саварни юррисем на чувашском языкеСсылкăсем

Саварни юррисем на чувашском языкеДобавить
Саварни юррисем на чувашском языкеПěтěм список
Саварни юррисем на чувашском языкеХушмаллисем Саварни юррисем на чувашском языкеШырамалли
Саварни юррисем на чувашском языкеСайт çинчен
Саварни юррисем на чувашском языкеИнструкци

Çăварни,
Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ!
Картлă-картлă пашалу,
Карчĕсерен услам çу.
Чашки чарăнмарĕ,
Курки курăнмарĕ.
Катка-пичке,
Юплĕ тӳшек,
Хурăн тăрри хултăрчи,
Йăмра тăрри йăллипе
Ю-у-у!

Çăварни!
Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ!
Картлă-картлă пашалу,
Вун ик çытар, пĕр тӳшек,
Хурăн тăрри — хултăрчи,
Йăмра тăрри — йăмпăлти,
Чăрăш тăрри — чăмпăлти.
Тăхтасамăр, тăхлачсем,
Тунти хăти килет тет,
Хуп кĕперне çитнĕ тет,
Вун ик вĕçлĕ пушшипе
Хыптарать те çунтарать.

Картлă-картлă пашалу,
Карчĕ тăрăх çу юхать.
Симĕс пуçлă кăвакал
Синерукшăн çырлахать.
Ю! кайтăр, чу! кайтăр,
Кантăр вăрăм пултăр,
Вăрри тутă пултăр,
Пире валли çĕнĕ кĕпе пултăр,
Пире валли çĕнĕ йĕм пултă-ăр!

Хусан çуни хуçмалла —
Эпир ун çине ларас çук.
Чĕмпĕр çуни чĕнтĕрлĕ —
Эпир ун çине ларас çук.
Çĕрпӳ çуни, çĕрĕк çуна,
Пирĕн айран каяс çук.

Аттен те лаши — хура лаша,
Витере тăрсан кам курать, кам асăнать?
Тухса çӳресен çын курать, çын асăнать.

Аттен çуни — хура çуна,
Сарайта ларсан кам курать, кам асăнать?
Кӳлсе тухсан çын курать, çын асăнать.

Аттен ывăлĕ — сар ывăлĕ,
Кăмака çинче ларсан кам курать, кам асăнать?
Тухса çӳресен çын курать, çын асăнать.

Кăвак пуçлă аттем пур,
Кăвакарнă ай укçипе
Кăвак лаша илсе пачĕ:
Çăварни чупма пултăр тет.

Кăвак çӳçлĕ апай пур,
Кăвакарнă ай укçипе
Хыçлă çуна илсе пачĕ:
Ачсем çăварни чупчăр тет.

Аттен пахчи пулмасан
Кайăк сасси илтес çук.
Аттен лаши пулмасан
Çварни чупса курас çук.

Çварни чупма кам лайăх? —
Вун çич çулхи хĕр лайăх.
Лар, лар, савни, çумарах,
Чун юратни эс анчах.

Çварни сăри кăпăклă,
Кăпĕк хĕре ĕçмелли,
Сăри — пире ĕçмелли.
Юрать пире сăри те
Туnи-çăварь тиркемест.

Çăварни хĕрĕ — картинка.
Картинкки — катаччи чупмалли,
Хури — пурнăç тумалли.
Юрать пире хури те:
Хура халăх çĕр ĕçлет.

— Çăварни утпа чупам-и?
— Чуп, чуп, ачам, чуп, ачам.
— Майра хĕрне лартам-и?
— Ларт, ларт, ачам, ларт, ачам.
Виçĕ пуслăх тилхепӳ,
Тватă пуслăх ай пĕккӳ,
Пилĕк пуслăх çуну пур,
Вылянса тăран ăйру пур.
Ут чупнă чух эс, ачам,
Пĕккӳ витĕр час-час пăх,
Тилхепӳне аванрах тыт,
Утна сыхла инкекрен.

Шĕшкĕ хулли лашам пур,
Капăр курăк çунам пур,
Çуна тулли сар хĕр пур,
Шарт! çапас та пăр! вĕçес,
Хыççăн тăман кăларас.

Сала кайăк пулас мар,
Çатан çинче ларас мар.
Çак çăварни ячĕпе
Çул хĕрринче тăрас мар.

Катаччи, катаччи!
Катаччи çитрĕ, çу çитрĕ.
Катаччи тăвĕ турăмăр,
Мамăк шывĕ сапрăмăр,
Хăрах тупанне катрăмăр.

Картлă-картлă пашалу,
Карчĕ тăрăх çу юхать,
Хурăн тăрри хумханать,
Хура халăх пуçтарнать.
Катаччи, катаччи!

И çăварни, çăварни!
Çăвар тулли икерчи,
Кĕсье тулли кулачи,
Эрне хушши катаччи!

Исампай ялĕ çырмаллă,
Тӳнсе каятпăр — тытсамăр,
Эй-эй, кукки, эй, кукки,
Иртсе каятпăр — кĕртсемĕр.
Çут çуттине çутăрах,
Кăлар сăрине — ыррине,
Кас кукăльне — çуллине.

Çăварни çуни — çунатлă:
Хăрах çунатти çул тытать,
Хăрах çунатти хĕр тытать.
Мĕншĕн çуна теес мар,
Ларса çăварни чупас мар?

Пирĕн çуни хуçмалла:
Хуçсан иккĕн лармалла,
Тăссан тваттăн лармалла —
Икĕ мăшăр чупмалла.

Ăмăрт кайăк — лашам пур,
Унăн йăви — çунам пур.
Сарă вăрăм савним пур,
Çăварни чупма вăйăм пур.

Çул хĕрринче тăракан —
Çуна шăлне сăвакан,
Çăварни иртмест тетĕн-им?

Турта тулли тур лаша,
Турти тăрăх тар юхать,
Тупань тăрăх шыв юхать, —
Çăварни иртет, кун юлать.

Çăварни килет виç кунлăх,
Ма килмест-ши çич кунлăх?
Тур лашана тарлатма,
Сарă хĕре савăнма,
Хура хĕре хурланма,
Çырă хĕре çилленме.

Шăнкăр-шăнкăр йĕс шăнкрав,
Шăнкрав сасси çул çинче.
Çак çăварни çитсессĕн
Сар хĕр сасси ял çинче.

Аттен лаши улт çулхи,
Утмăл çула çитиччен
Пĕр çварнирен юлас çук.
Атин улĕ çич çулхи,
Çитмĕл çула çитиччен
Пĕр çварнирен юлас çук.

Катаччи те çăварни!
Çăвар тулли икерчи,
Кĕсье тулли премĕкĕ,
Ма çăварни теес мар?

Ути-утми ут кӳлтĕм,
Чĕни-чĕнми хĕр лартрăм, —
Ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ.

Çул хĕрринче тăракан
Çварни чупап теет пуль, —
Çуна шăлне сăвакан.

Пирбн çуни çунатлă,
Лаши пирĕн таканлă, —
Такан витĕр çил вĕрет.

Çварни çуни карлăклă,
Карлăклă та кантăклă,
Кантăк витĕр пăхсассăн
Пирĕн савнисем курнаççĕ.
Çӳрен лаши, шух лаши,
Пуçне ывтса пырать-çке.
Манăн савни, сар савни,
Ăшшăн пăхса пырать-çке.

Çăварни килет çичĕ кун,
Ма çич эрне килмест-ши?
Çăварни çич кун тенĕ чух
Çичĕ пăт сĕлĕ хатĕрлерĕм.
Пуçне пĕкке пемешкĕн
Пирĕн лаши лаша пек:
Карттин çинчи лаша пек.
Пирĕн çуни çуна пек:
Мăн шыв çинчи вутлă ким пек.
Пирĕн пĕкки пĕкĕ пек:
Ыр çын арĕм масмакь пек.
Пирĕн кутлăх кутлăх пек:
Ыр çын арĕм шерепи пек.
Пирĕн йĕнерчĕк йĕнерчĕк пек:
Ыр çын арĕм пуç хыç пек.
Пирĕн турта турта пек:
Хунар ăшĕнчи çурта пек.

Пире çăварни чуптарманшăн
Çуни тупанĕ çурăлтăр.
Пире çăварни чуптарманшăн
Хурама турти хуçăлтăр.
Пире çăварни чуптарманшăн
Сăрлă пĕкки хуçăлтăр.
Пире çăварни чуптарманшăн
Шăнкрав чĕлхи татăлтăр.
Пире çăварни чуптарманшăн
Çуни чавси хуçăлтăр.

Çĕмĕрт хура теейсе
Тураттисене ан хуçăр!
Хамăр лайăх теейсе
Çынтан куçăн ан кулăр!

Аюк-маюк юррăм пур,
Кайăк чунлă лашам пур,
Çич çунатлă лашам пур,
Сар кайăк пек варли пур.

Çварни килет мăн çулпа,
Иртсе каять вак çулпа, —
Сисмесĕрех юлатпăр.

Лаши япăх ан тейĕр —
Лайăххисем каснара.
Ачи япăх ан тейĕр —
Лайăххисем салтакра.

Çварни çуни чĕнтĕрлĕ,
Чĕнтĕрлĕ те сăнчăрлă.
Сарă хĕр ларать сăнчăрлать,
Çур Çĕрсĕр те вĕçертмест.

Ай, лашаçăм, квак лаша,
Пĕр вырăна тăххăр пус,
Юрне сир те çĕр тĕпрет,
Пуçна ух та карлаттар.

Лаши начар ан тейĕр —
Лаша илме укçа çук,
Укçа тума савăт çук,
Савăт тума саккун çук.

Ç(ӳ)реме лайăх ç(ӳ)рен лаши
Пура тĕпне якататъ.
Пурнма лайăх сарă хĕр
Кĕсье тĕпне якатать.

Саварни юррисем на чувашском языкеТěп страницă
Саварни юррисем на чувашском языкеСтатья ссылки :: Пичет версиĕ

Источник

Презентация по чувашскому языку на тему: «Çăварни» (8 класс)

Саварни юррисем на чувашском языке

Описание презентации по отдельным слайдам:

8-мĕш класс 67-мĕш урок Чăваш çăварнийĕ Хатĕрлекенĕ: Соловьёва Н.А. чăваш чĕлхи учителĕ

Чăваш çăварнийĕ Чăвашсем Çăварние шавлă, хаваслă ирттернĕ. Хăш-пĕр чăвашсем çак уява икĕ эрне паллă тунă, хăшĕ-пĕрисем вара – пĕр эрне. Пĕрремĕш эрне «Аслă Çăварни» ятла пулнă, иккĕмĕш эрне- «Кĕçĕн Çăварни».Христос тĕнне йышăннă хыççăн вырăссемпе чăвашсем Çăварние пĕр вăхăтра ирттерме пуçланă. Уява ачасем пуçланă. Вĕсем ирех çунашкапа ярăннă. Пĕрремĕш хут тăвайккинчен аннă чух ачасем катăр вăррисем сапса çапла каланă: «Кăçал йĕтĕнпе кантăр вăрăм пулччăр!»

Çăварни вăхăтĕнче пурте пĕр –пĕрне икерчĕпе хăналанă. Çамрăксем лашапа ял тăрăх ярăннă, юрланă, ăмăртусене хутшăннă. Вырсарни кун Çăварни уявĕ вĕççленнĕ. Ялти çынсем çак кун кăвайт чĕртнĕ. Ун тавра юрланă, ташланă. Кăнтăрла кăвайт çинче Çăварни карчăкне çунтарса янă. Çăварни хыççăн Аслă типĕ пуçланнă. Вăл çичĕ эрнене пынă.

Ыйтусене хуравлăр Чăваш çăварнийĕ мĕнле иртнĕ? Уява камсем пуçланă? Ачасем ирех мĕнпе ярăннă? Çамрăксем уявра мĕн-мĕн тунă? Хăçан кăвайт чĕртнĕ? Çăврни карчăкне хăçан çунтарнă? Сирĕн хулара Çăварни иртет –и? Ăна хăçан ирттереççĕ?

Çаварни-çăварни Çăварние хальхи вăхăтра ирттереççĕ. Ăна февраль вĕçĕче е март пуçламăшĕнче паллă тăваççĕ. Уявра юрăсем юрлаççĕ, ташлаççĕ. Пурте хăйсен вăйне виçеççĕ.

Уяв вĕçĕче Сăварни кĕлеткине çунтараççĕ.

Ваттисем Çăварни пирки çапла каланă Çăварнире сĕтел çинче икерчĕ нумай пулсан çулла хĕвеллĕ пулать. Çăварнире шăхличпе шăхăртсан кайăксем хăвăртрах вĕçсе килеççĕ. Çăварнире юр нумай çусан çулла кăмпа нумай пулать. ă

Саварни юррисем на чувашском языке

Номер материала: ДБ-006590

Не нашли то что искали?

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Подарочные сертификаты

Ответственность за разрешение любых спорных моментов, касающихся самих материалов и их содержания, берут на себя пользователи, разместившие материал на сайте. Однако администрация сайта готова оказать всяческую поддержку в решении любых вопросов, связанных с работой и содержанием сайта. Если Вы заметили, что на данном сайте незаконно используются материалы, сообщите об этом администрации сайта через форму обратной связи.

Все материалы, размещенные на сайте, созданы авторами сайта либо размещены пользователями сайта и представлены на сайте исключительно для ознакомления. Авторские права на материалы принадлежат их законным авторам. Частичное или полное копирование материалов сайта без письменного разрешения администрации сайта запрещено! Мнение администрации может не совпадать с точкой зрения авторов.

Источник

Вула Чăвашла

VulaCV – Чăвашла вулаттаракан сайт

Çăварни Юррисем

Н. Иванова & В. Никитин

Çăварни Юррисем

И çăварни, çăварни!
Çăвар тулли икерчи,
Кĕсье тулли кулачи,
Эрне хушши катаччи!

Эх, çăварни, çăварни!
Ал ĕç пĕтмен — ăш пиççи,
Картлă-картлă пиçиххи!
Вун ик çытар, пĕр тÿшек.
Кахал ятне кам илтет?
Хурăн тăрри — хултăрчи
Йамра тăрри — йăмпăлчи,
Чăрăш тăрри — чăмпăлчи.
Вĕсен ĕçĕ пĕтмесен тет,
Тăхтасамăр, тăхлачсем,
Тунти хати килет тет.
Хуп кĕперне çитнĕ тет,
Вун ик вĕçлĕ пушшипе
Хыптарать те кастарать,
Хĕрсен чунне çунтарать!

Катаччи те катаччи!
Сарă хĕрпе сар каччи!
Çĕтĕк çуна тупрăмăр.
Тăвайккине тухрăмăр,

Мамăк шывне сапрăмăр,
Хăрах тупан катрăмăр:
Выртан каска йăванчĕ,
Хурăн тăрри хумханчĕ.
Шурă халăх хĕвĕшет —
Пай икерчи пĕçерет.
Ашне-пăшне ăшалу,
Картлă-картлă пашалу,
Карчĕ тăрăх çу юхать.
Эй, катаччи-перекки,
Шăнкăр-шăнкăр мерекки!
Çварни çуни карлăклă,
Карлăклă та кантăклă,
Кантăк витĕр пăхсассăн
Пирн савнисем курнаççĕ.
Çÿрен лаши, шух лаши,
Пуç ывăтса пырать-çке.
Манăн савни, сар савни,
Ăшшăн пăхса кулать-çке.

Çăварни çич кун тенĕ чух
Çич пăт сĕлĕ çитертĕм.
Пуçне пĕкке пемешкĕн
Пирĕн лаши лаша пек!
Çăварни виç кун тенĕ чух
Çуна çине виттертĕм —
Пирĕн çуни çуна пек,
Мăн шыв çинчи кимĕ пек.
Пĕрле ларса ярăнма
Пирĕн хĕрсем майра пек!
Сăнĕ-пичĕ хĕвел пек,
Мĕншĕн савса тăрас мар?
Çăварни килет çичĕ кун,
Ма çич эрне килмест-ши?

Çăварни çуни çунатлă:
Ку çунатти çул тытать,
Леш çунатти хĕр тытать,
Мĕншĕн çуна теес мар,
Çăварнире чупас мар?
Пирĕн çуни хуçмалла,
Хуçсан иккĕн лармалла,
Чăссан улттăн лармалла,
Виçĕ мăшăр чупмалла.
Ăмăрт кайăк лашам пур,
Ăшă йăва çунам пур,
Сарă вăрăм савин пур,
Пĕрле пулма сăлтав пур.

Çул хĕрринче тăракан —
Çуна шăлне сăвакан,
Çăварни иртмест тетĕн-им?
Яшлăх вăрăм тетĕн-им?

Турта тулли тур лаша,
Турти тăрăх тар юхать,
Тупань тăрăх шыв юхать,
Çăварни иртет, чун юлать.

Çăварни килет виç кунлăх,
Ма килмест-ши çич кунлăх —
Тур лашана тарлама,
Çырă хĕре вăранма,
Хура хĕре хурланма,
Сара хĕре савăнма?

Шăнкăр-шăнкăр йĕс шăнкрав,
Шăнкрав сасси çул çинче.
Çак çăварни çитсессĕн
Сар хĕр сасси ял çинче.

Источник

Саварни юррисем на чувашском языке

ÇĂварни. Масленица tc «Ё+варни. Масленица»

Саварни юррисем на чувашском языкеВеселый весенний праздник почитания солнца Çоарни (Масленица) отмечают на 7-й или 9-й неделе после Сорхори. По древним чуваш­ским поверьям, если достойно проводить зиму, она не обидится, не омрачит радость обновления, не помешает встречать весну. Потому и старались его провести как можно веселее. В старину Çоарни длился две недели: Мăн çоарни — большая Масленица, Кĕçĕн çоарни — малая Масленица. С распространением христианства он совпал с русской Масленицей, и его начали праздновать в течение одной недели, от воскресенья до воскресенья.

Со временем порядок, традиции проведения праздника изменились, да и называть его стали Проводы зимы. Но еще в 60—70-е годы XX века Масленицу отмечали по старинным (описанным ниже) обычаям.

К празднику готовились заранее. Девушки шили себе новые наряды, припасали красивые платки, фартуки. Парни за две-три недели до Масленицы начинали усиленно ухаживать за лошадьми: освобождали их от работ, кормили овсом. Параллельно готовили сани с задком, ремонтировали, подкрашивали, украшали. Вместе со взрослыми суетились и дети, заранее в овраге, заливая водой, готовили горку, приводили в порядок санки и салазки.

Как было принято исстари, праздник начинала детвора. Каждый ребенок стремился как можно раньше (до рассвета) выйти на улицу. Того, кто первым скатится с горки, называли «шыв çулĕ уçакан» (открывающий путь вешним водам). Он пользовался всеобщим уважением и любовью, ему дарили подарки (семечки, орехи) и, как везунчику, поручали начинать многие весенние работы.

После рассвета дети шли домой. Родители их угощали блинами. По обычаю, в первый день Масленицы (Мăн çоарни) их пекли все. Блины означали надежду на богатый урожай хлеба.

На следующий день (в некоторых селениях — в первый день) устраивали катания на лошадях. Катание (катаччи чопни, çоарни чопни) в разных местностях проводили в разное время: в одних селениях катания устраивали в первый и последний день масленичной недели, в других, например в Кюрегасях, Хорное, — только в последний день. В народе полагали, что шум, производимый при катании на лошадях, увешанных колокольчиками и бубенчиками, украшенных платками и лентами, изгоняет злых духов из деревень, лесов, с полей и лугов (а звон церковного колокола — злых духов воды и огня).

В катаниях участвовала молодежь и молодые супружеские пары. К полудню они собирались на центральной (главной) улице деревни. Поджидая друг друга, устраивали различные игры. Когда все участники были в сборе, выстраивались в один ряд и с песнями и частушками под гармошку делали по солнцу три круга. Останавливались на том же месте, откуда начинали, слезали и, чтобы согреться, танцевали. В это же время выбирали самого красивого коня.

Затем уезжали в соседние деревни (кто-то ездил на базар), навещали родственников. За стол, как правило, не садились, пели, плясали. Хозяева угощали их блинами, пивом.

Гулянья, веселье шло всю неделю. Кто бы ни приходил в эти дни, пожилой ли человек или ребенок, всех приглашали в дом, усаживали за стол и угощали блинами.

В Çоарни девушки также, как и в Сорхори, устраивали посиделки хĕр сăри. В хĕр сăри участвовала молодежь не только своей деревни, но и соседних деревень. Сваренное на хĕр сăри пиво полагалось выпивать в последний день недели.

В Кĕçĕн çоарни на горке за деревней на кучу хвороста устанавливали çоарни карчăкĕ (масленичную бабу). Когда собирались все, бабу поджигали, вставали вокруг нее, пели, плясали. Пожилые кидали в горящую бабу блины и кричали: «Çоарни карчăкĕ! Голодной не уходи! Счастливого тебе пути» (вариант: просто сталкивали бабу с горки).

После этого детишки в последний раз скатывались с горки. Взрослые и пожилые шли домой, собирались с соседями и гуляли до первых петухов. С первыми петухами расходились по домам. На этом веселье заканчивалось. Наступал Великий пост.

Кăрлач сиввисем шатăртаттарса иртсе кайсан каçхи тўпене çĕнĕ уйăх — нарăс уйăхĕ шуса тухать. Нарăс уйăхне кĕрсен вара ял халăхĕ Аслă çăварни кунĕсене кĕтет, яш-кĕрĕм, хĕр упраç уява хатĕрленме тытăнать. Çăварни чупма юратакан çамрăксем çĕнĕ шупăрсем, çўçеллĕ тутăрсем, илемлетнĕ саппун-аркăсем, сарă кĕрĕксем хатĕрлеççĕ. Каччăсем хĕрсенчен маларах хатĕрленме тытăнаççĕ. Лашисене кунсеренех сĕлĕ çитереççĕ, шăвараççĕ, пăхаççĕ. Çунисем хитререх курăнччăр, хĕрсем ан тиркеччĕр тесе юсаса илемлетеççĕ.

Çăварни эрнин малтанхи вырсарни кунне аслă çăварни тенĕ, ун хыççăнхи тунти кунпа ытлари куна та аслă çăварни шутне кĕртнĕ. Çăварни эрнин юлашки вырсарнине кĕçĕн çăварни тенĕ, ун умĕнхи эрне кунпа шăмат кун та кĕçĕн çăварни шутне кĕрсе кайнă. Çăварни кунĕнче ачасем кăвак çутăллах çывăрса тăрса çунашкисене туртса тăвайккине вĕçтернĕ. Çакна ватăсем «çерçи ури хуçни» тенĕ. Тăвайккинчен чи пĕрремĕш ярăнса анакан ача «шыв çулĕ уçакан» пулнă. Ăна пурте парнесем панă: мăйăр, пĕремĕк, вăрă т.ыт.те. Çав ачан алли çăмăл тесе шутланă. Çуркуннехи ĕçсене пуçласа пама та ăнах хушнă.

Çăварни кун вара тăвайкки шавласа, кĕрлесе кăна тăнă:

Çăварни килет, куртăр-и?

Çуркунне çитет, сисрĕр-и?

Хирĕç тухса илтĕр-и?

Çăвар туллийĕ икерчи,

Карчĕ сайран çу юхать;

Карчĕ сайран пыл юхать.

Çерçи ури хуçма каякан ачасене çамрăк инкесем кантăр вăрри, ăшаланă пăрçа, хĕвел çаврăнăш, ывçи-ывçи сар мăйăр туха-туха панă, çуллă икерчĕ-кукăльсемпе хăналанă. Тăвайккинчен ярăнса анакан ачасем пĕринчен тепри ирттерсе инçерех ярăнса кайма тăрăшнă. Пурте: «Кантăр вăрăм ўстĕр! Çерçи ури хуçăлтăр. Кантăр пуçне ан сăхтăр!» — тесе кăшкăрашнă, кантăр вăррине сапса пынă. Ватăсем каланă тăрăх, инçерех ярăнса каякан ачан кантăрĕ вăрăмрах, сўсĕ тикĕсрех пулать.

Кăнтăр çывхараспа кĕçĕн çынсем, çĕнĕ инкесем, кăмака хутса кăларса тăвайккине ачасемпе пĕрле ярăнма килнĕ. Вĕсен пĕрре те пулин тăвайккинчен ярăнса анмаллах пулнă. Енчен ярăнма тухмасан йĕтĕн-кантăр ăнса пулмасть тенĕ.

Кăнтăрла тĕлнелле çамрăксем те ярăнма тухнă. Вĕсем вара хĕвел курăн­ми пуличченех тăвайккинче савăннă. Çамрăксем ярăнса ывăнсан ватă кинемейсемпе мучисем пырса çитнĕ. Вĕсем те пĕрер хут ярăна-ярăна аннă. Вĕсене çăварни карчăкĕсем тенĕ.

Тепĕр кунне çамрăксем катаччи чупнă. Лашисене çын паллас çук капăр­латса лартнă. Тĕрлĕ-тĕрлĕ лентăсемпе илемлетнĕ. Пĕкĕсем çине виçшер шăнкăрав çакнă, çуни хыçĕсене лентăллă пиçиххисемпе илемлетнĕ. Вара пурте хăйсем суйласа хунă хĕрсене лартса килрен киле çўренĕ, вун пĕр сехетсем тĕлнелле пур çамрăк та лашисемпе ял пуçне пуçтарăннă. Кунта тĕрлĕрен вăйăсем вылянă, пĕр-пĕринпе курса калаçнă, ялти ĕçченсене мухтаса парнесем панă. Ачасем сăвăсем каланă, юрăсем юрланă, çынсене савăнтарнă. Каччăсем лашисене чуптарса виçĕ çаврăм тунă. Çакăнта чи илемлĕ лашасене суйласа илнĕ те хуçине парне парса чысланă.

Пирĕн лаши лаша пек.

Картин çинчи юман пек,

Пирĕн çуни çерçи пек,

Юман çинчи йĕкел пек.

Çапла вара, çамрăксем ир пуçласа каçчен катаччи чупнă. Темиçе яла та çитнĕ. Хурăнташĕсем патне çăварни саламĕ пама хăнана кĕре-кĕре тухнă, ют ялсенчи тăванĕсене çăварни ăсатма пыма чĕнсе хăварнă. Хăшĕсем, май пуррисем, хăйсемпе пĕрлех лартса килнĕ.

Серĕн учĕ хыçалалла,

Çавах мала тохăпăр,

Эсĕр холаса çитеймĕр.

Чоптар, чоптар лашине,

Осси полтăр пĕрех хот.

Кĕртсе лартăр хăнине,

Çавах нумай ĕçес çук.

Кўлсе тохрăм лашине

Паян праçник тенипе.

Хытă тытас пошшине

Лаши çамрăк полнипе.

Çăварни кунĕ кашни хăй патне пыракан çынна — ача-пăча-и, ватăраххи-и алăкран ирттерсе пукан çине лартнă. Çуллă икерчĕ çитернĕ, сăра ĕçтернĕ, пуянраххисем эрех те сыптарнă.

Çамрăксем лашасемпе ял-ял витĕр тухнă чухне çынсем пурте тенĕ пекех урама тухса тăрса катаччи чупакансем çине пăхса тăнă.

Яш-кĕрĕм яла çур çĕр иртсен çеç çаврăнса çитнĕ. Лашисене тăварса, шăнкăравсене илсе тепĕр çăварниччен пуçтарса хунă. Çăварни савăнăçĕ çа­кăнпа пĕтнĕ.

Эрне вĕçнелле ял вĕçĕнчи тăвайккинче улăмран ăсталаса çăварни кар­чăкки туса лартнă. Çăварни карчăккине çапă купи çине лайăх вырнаçтарнă. Пуçне тутăр çыхса янă, пилĕкне — пиçиххи, аллисене турат-шăпăр тыттарнă. Пĕтĕм ял халăхĕ пуçтарăнса çитсен çăварни карчăккине чĕртсе янă. Çав вăхăтра пурте ун йĕри-тавра тăрса тухса юрă юрланă, ташланă, ачасем сăвă каланă. Ваттисем кăвайт çине çуллă икерчĕсем пăрахнă.

«Çăварни карчăкки! Выçă ан çўре. Тутă пул та чипер кай!» — тенĕ ватă çынсем.

Çакăн пек юрласа, савăнса, ташласа çăварни ăсатса янă хыççăн ачасем юлашки хут ту çине кайса ярăннă. Ыттисем вара килсене кайса сĕтел хатĕрлесе, эрех-сăра ĕçсе малалла ирхи автан сассичченех савăннă. Автансем юрласа ярсан хăнасем сĕтел хушшинчен тухнă та ырă кил хуçисене тав туса, пуççапса ырă сунса хăварнă. Хуçисем вара хăнисене эрех сĕнсе ăсатса кăларса янă.

Юнкă сали, Н.Г. Александрова (1974) çырса панă. tc » Юнк= сали, Н.Г. Александрова (1974) ёырса пан=.»

Çăварни çитсен хĕрсем салат, хăмла, çăнăх пуçтарнă та сăра вĕретнĕ, кукăльсем пĕçернĕ, пĕр пысăкрах пўртре, йышсăр çемьеллĕ çын патĕнче хĕр сăри ирттернĕ.

Çăварни чупма каччисем лашасем капăрлатса, пĕкĕсем çине шăнкăравсем çакса, çунисене те илемлетсе, хĕрсене лартса кăнтăрла пасара кайнă, каçхине çăварни чупса килсен хĕр сăри ирттернĕ. Хĕр сăри ирттерме юнашар ялтан та çамрăксем килсе кайнă. Тепĕр вырсарни кун Çăварни эрнине уявланă, ăна турхан касни тесе каланă. Унта вара юлашки сăрине ĕçсе ямалла пулнă. Кайран çичĕ эрне типĕ тытмалла. Çăварнипе Мăнкун хушшинче нимĕнле уяв та пулмасть.

Саварни юррисем на чувашском языкеÇăварни çуни çут çуна,

Çутти юлать çул çине.

Эпир кунтан кайсассăн та

Çăварни çулĕ сункăллă та,

Çуни каять сункалла.

Çăварни каччи сар каччă та,

Вăл тайăлать савни çине.

Çăварни çуни ресаллă та,

Сунка каяс хуйхи çук.

Кĕрекаç ялĕ, Е.Е. Семеновăран Н.М. Александрова çырса илнĕ. tc » К\рекаё ял\, Е.Е. Семенов=ран Н.М. Александрова ёырса илн\.»

Çăварни Сурхури иртнĕ хыççăн çичĕ е тăхăр эрнерен килнĕ, кĕçĕн çăварнипе мăн çăварни икĕ уйăхра пулмалла (тĕслĕхрен, нарăс вĕçĕ, пуш уйăхĕн пуçламăшĕ). Кĕçĕн çăварни вăхăтĕнче ватти те, яшши те çунасемпе тăвайкки çинчен ярăннă, лашасемпе катаччи чупнă. Шашкара лашасемпе кайнă.

Кĕрекаç ялĕ, М.Ф. Лебедева каласа па­нинчен. tc » К\рекаё ял\, М.Ф. Лебедева каласа па­нинчен.»

Çăварнире лашасем кўлсе, çăварни юррисем юрласа ярăннă. Лашисем — капăр, çунисем хитре.

Çăварни (2 хут) терĕмĕр,

Çăварни те иртсе кайрĕ.

Çăварни иртмест, ĕмĕр иртет.

Çăварни чупса килтĕмĕр,

Иртсе каятпăр — кўртсемĕр,

Тўнсе каятпăр — тытсамăр.

Чемей сали, М.И. Волкова (1915) каласа панинчен. tc » Чемей сали, М.И. Волкова (1915) каласа панинчен. «

Мăн çăварни кун ирхине ирех, вĕçен кайăксем çывăрса тăриччен, çунашкапа е йĕлтĕрпе ту çинчен ярăнса анмалла. Çунашка çинче: «Кантăр вăрăм пултăр! Кантăр вăрăм пултăр!» — тесе кăшкăрмалла.

Ту çинчен çунашкапа е йĕлтĕрпе кукăр-макăр ярăнса ансан кантăр кукăр-макăр ўсет тенĕ. Çур ту аяккинче чарăнса малалла ту вĕçленичченех тепĕр хут ярăнса ансан кантăр сыпăклă пулать тет. Вĕçне çитичченех ярăн­са анмасан кантăр кĕске пулать тет.

Мăн çăварни кун кантăр сўсĕнчен арласа тунă çипе хутăрласан çитес çул кантăр вăрăм пулать тет.

Вăрманкас-Шашкар ялĕ, П.Д. Вершков çырса илнĕ. 1953 ç. ЧПГĂИ ĂА, III уйр. 121 т. 82 с. tc «В=рманкас-Шашкар ял\, П.Д. Вершков ёырса илн\. 1953 ё. ЧПГ+И +А, III уйр. 121 т. 82 с.»

Ĕлĕк çăварни Мăнкун типпине тухас умĕн пĕр эрне хушши пынă. Малтанхи вырсарнирен шăматчен кашни кун хĕрсемпе каччăсем, ачи-пăчи каçалапа тăвайккинче çунашкасемпе, подсанкăсемпе ярăннă. Тăвайкки янă­раса кăна тăнă.

Çăварнин юлашки кунĕнче, вырсарни кун, лашасем кўлсе каччăсем хĕрсене капăр çунасем çине лартса çăварни чупнă. Вĕсем урăх ялсене те кайнă. Каччисен е хĕрĕсен хурăнташĕсем патне кĕрсе юрласа, ташласа савăннă. Çавăн пекех ача-пăча та çăварни чупса савăннă.

Источник

Видео

«Чăваш çĕрĕн чи лайăх юррисем» Лучшие песни земли чувашской

«Чăваш çĕрĕн чи лайăх юррисем» Лучшие песни земли чувашской

Светлана Кармолаева - Хана юрри (на чувашском языке)

Светлана Кармолаева - Хана юрри (на чувашском языке)

саварни, а также развод по чувашски

саварни, а также развод по чувашски

Чаваш юррисем(Чувашская песня Chuvash song

Чаваш юррисем(Чувашская песня Chuvash song

1998г. Чувашская хороводная песня. Вӑйӑ юррисем

1998г. Чувашская  хороводная песня. Вӑйӑ юррисем

Çăртанлă районĕнчи чăвашсен юррисем...

Çăртанлă районĕнчи чăвашсен юррисем...

Вăрнар районĕнче «Раççей юррисем» янăрарĕç

Вăрнар районĕнче «Раççей юррисем» янăрарĕç

Оксана Степанова, Денис Антипов - Пурăнать юрату

Оксана Степанова,  Денис Антипов - Пурăнать юрату

Tatar Cinema International ЧУВАШСКИЕ ПЕСНИ-ЧЕГЕСЬ*Чӑваш юррисем*CHUVASH SONGS*РЕПОРТАЖ*Давлетгареев

Tatar Cinema International ЧУВАШСКИЕ ПЕСНИ-ЧЕГЕСЬ*Чӑваш юррисем*CHUVASH SONGS*РЕПОРТАЖ*Давлетгареев

Чувашские песни ☀️ Чăваш юррисем

Чувашские песни ☀️ Чăваш юррисем
Поделиться или сохранить к себе:
Добавить комментарий

Нажимая на кнопку "Отправить комментарий", я даю согласие на обработку персональных данных, принимаю Политику конфиденциальности и условия Пользовательского соглашения.