Сборник сочинений на чувашском языке + видео обзор

Сочинения, посвящённые родному чувашскому языку

В сочинениях отображается любовь учащихся к родному чувашскому языку.

Просмотр содержимого документа
«Сочинения, посвящённые родному чувашскому языку»

Паян, 2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвне турĕç. Конкурссенче мала тухнисене чысларĕç. Унсăр пуçне эрне тăршшĕпех ачасем шкулти 13-мĕш кабинета хăйсен сочиненийĕсене пырса пачĕç. Кĕçĕнрех класри ачасем «Чăваш чĕлхи, сана юратрăм» сочинени çырса тупăшрĕç. Вĕсен хушшинчен 6-мĕш класра вĕренекен Перцев Дмитрин ĕçне чи лайăх сочинени тесе палăртрăмăр.

Чăваш чĕлхи, сана юратрăм!

Эпĕ Чăваш Республикинче çуралнă. Мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçма вĕреннĕ. Маншăн чăваш чĕлхи вăл – хĕвел, сывлăш, ирĕк, анне чунĕ, тăван халăх чысĕ, хăвачĕ. Атте-анне

чĕлхине юратмасăр Тăван çĕр-шыва юратма çук! Пирĕн, чăваш халăхĕн, хамăр чĕлхерен вăтанма кирлĕ мар. Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ.

Сборник сочинений на чувашском языкеЧăваш чĕлхи, эс ылтăн-кĕмĕлтен те хаклăрах!

Чуна пырса тивет кашни сăмах.

Тăван чĕлхемĕре пирĕн яланах асра тытмалла, ăна малалла аталантармалла. Кÿршĕсемпе, кÿршĕ район çыннисемпе, тăвансемпе, пĕлĕшсемпе чăвашла çыхăну тытмалла. Тăвансене мĕнле хаклатпăр, çавăн пекех тăван чĕлхене те хакласа пурăнмалла. Чăваш чĕлхи, эпĕ сана мĕн пĕчĕкрен юратнă, халĕ те юрататăп! Тăван чĕлхепе калаçнине илтсен чунăм çĕкленет. Малалла та пурăн, янăра эсĕ, ман тăван чĕлхем, юратнă чăваш чĕлхи, атте-анне чĕлхи!

Аслăрах классенчен вара 9- мĕш класра вĕренекен Новиков Вадимăн ĕçне чи лайăх çыру ĕçĕ тесе йышăнтăмăр.

Чăваш чĕлхи – ман тăван чĕлхе! Сборник сочинений на чувашском языке

Чăваш чĕлхи – чăваш халăхĕн чĕлхи. Ку чĕлхепе манăн тăвансем калаçнă. Маншăн та ку чĕлхе – тăван чĕлхе. Ку чĕлхе халь те хăйĕн вăйне çухатман. Чăваш çĕрĕн чаплă ывăлĕсенчен пĕри – Иван Яковлевич Яковлев. Вăл чăваш алфавитне тунă. Çак ĕçпе вăл чăваш чĕлхин хăватне ÿстернĕ.

Чăвашсенчен тухнă чаплă та паллă çынсем тата та нумай: Никита Бичурин – Европăри паллă тĕпчевçĕ-китаевед, К.В.Иванов – чăваш поэзийĕн классикĕ, Надежда Павлова – тĕнчипе паллă балерина, Андриян Григорьевич Николаев – виççĕмĕш лётчик-космонавт, А.А.Изотов – техника наукисен докторĕ, Çĕр чăмăрĕн пысăкăшне пуçласа тĕрĕс шутласа кăларнă учёнăй, Г.Н.Волков – педагогика наукисен докторĕ, академик тата ыттисем те. Пурте вĕсем чăваша чапа кăларнă, чăваш чĕлхине тăван чĕлхе тесе шутланă.

Ман тăван чĕлхен ĕмĕрĕ, кун-çулĕ мĕнлерех пулнă-ха? Малтан чăваш халăхĕ Байкал кÿлли çумĕнче пурăннă. Вăл вăхăтра вĕсен ÿкерчĕклĕ çыру пулнă. Вĕсене пурне те ку таранччен те вуласа тухайман-ха. Чи лайăх упраннисем – чул юпасем çине çырса хăварнисем. Вĕсенче пуринче те тенĕ пекех чăваш чĕлхи урлă ăнлантарма çăмăл пуплевсем йышлă. Чăваш халăхĕ Байкалран Кавказ тăвĕсем патне çитнĕ, унтан Атăл çине куçса килнĕ. Анчах паянхи кунччен упраннă литература хайлавĕсем сахал тăрса юлнă. Авалхи Пăлхар тата Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи, каярахпа Хусан ханлăхĕн пусмăрĕнчи пурнăç çинчен калакан юрăсемпе халапсем çынсен асĕнче вăрах упраннă. Пăлхар культурин арабла, авалхи тĕрĕкле тата ытти чĕлхесемпе çырнă тĕслĕхсенче чăваш-сăвас халăхĕн кун-çулне кăтартакан вырăнсем пайтах. Тăван çырулăха çухатнă пирки Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи сăвăçсемпе юрăçсем ирĕксĕрех арабла çырма пуçланă. Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешсен вырăс графикипе усă курса çырма тытăннă. И.Я.Яковлевран пуçласа çеç чăваш сăмахĕ чăвашла вуланнă.

Миçе ĕмĕр хушши хĕсĕрлемен пуль тăван чĕлхемĕре?! Анчах вăл пурĕ пĕр упраннă, пирĕн пата çитнĕ. Ахальтен çырман пуль кун çинчен Çеçпĕл Мишши те хăйĕн «Чăваш чĕлхи» сăввинче!

Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ –

Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи!

Йывăр асапран та, тимĕр сăнчăртан та

Эсĕ парăнмасăр хăтăлтăн пулсан, –

Пулас пурнăçра та çивĕчпе хăватлăх

Ют чĕлхесенчен те кая пулмĕ сан.

Чăваш Республики территорипе пысăках мар пулсан та чăваш халăхĕ, юлашки перепись кăтартнă тăрăх, Раççей çĕр-шывĕнче 1,4 миллиона яхăн. Чăваш халăхĕ – тĕнчипе сарăлнă халăх, тĕнчипе пурĕ вĕсем 2 миллиона яхăн шутланаççĕ.

Чăваш чĕлхи – ман тăван чĕлхе! Пирĕн хамăрăн тăван чĕлхене упрамалла! Чĕлхе вăл – халăх тымарĕ!

Федорова Елена Сергеевна,

ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Источник

Сборник сочинений на чувашском языке

Сборник сочинений на чувашском языке

Театр – это особый вид искусства. И хотя он пользуется сейчас очень большой популярностью, он заслуживает на внимание и любовь зрителей.

Мне кажется, что театр – одно из самых трудных искусств. Ведь он сочетает в себе и литературу, и актерскую игру, и музыку. Чтобы сделать качественный спектакль надо много усилий большого количества людей и от каждого из них зависит успех спектакля. Прежде всего, берется какой-то образец литературы за основу, но текст – это одно, а игра на сцене – это другое. Дальше вступает в игру воображение продюсера – он видит все действо под неким определенным углом и свое видение он должен донести до актеров.

Актеры в свою очередь должны не просто прочитать и понять текст, а прожить жизнь своего героя, почувствовать его, побывать в чужой жизни. Играть на сцене, я думаю, гораздо труднее, чем в кино. А в кино снимают много дублей, а когда актер выходит на сцену в театре, он имеет только один шанс, чтобы убедить зрителей в правдивости действа. У него должно быть идеально все: речь, жесты, мимика, тембр голоса, интонация. Он должен сказать зрителям свои слова так, чтобы они видели не актера, а персонажа, чтобы они поверили. Это очень сложно!

Для того, чтобы поставить спектакль, надо также иметь надлежащие костюмы. Сюда привлекаются дизайнеры и костюмеры, которые в одежде для актеров должны отразить описываемую эпоху, передать положение персонажей – бедные они или богатые? В какое время они жили? Аккуратные они или не очень? Когда зритель видит нового персонажа на сцене – он должен понять, кто это и хотя бы с первого взгляда попытаться предвидеть его назначение. Декорации, музыка, свет – все это тоже имеет большое значение. Время, удачное звуковое сопровождение усиливает общее впечатление от спектакля.

Итак, театр – очень сложный вид искусства, но почему-то сегодня не является очень популярным. Сегодня театр вытесняется фильмами, люди массово посещают кинотеатры, а не театры, кроме того, любимые фильмы можно смотреть и дома, в Интернете. А поход в театр для большинства кажется чем-то скучным и неинтересным.

Можно предположить, что это из-за того, что никто не заинтересован в том, чтобы рекламировать театр, делать его более популярным. Кого приучают любить это искусство с детства, то есть частично это зависит от того, какие вкусы привили в семье.

Таким образом, театр – это прекрасно, интересно и полезно! Каждый человек должен хотя бы раз в жизни побывать в театре, увидеть настоящий спектакль. Лично для меня театр – это интересно. Я посещаю занятия в театральном кружке при школе, и мы время от времени устраиваем спектакли и принимаем участие в районных конкурсах, но своего театра в городе не имеем. Нам иногда устраивают экскурсии в столичных театрах. Это бывает очень редко, но оставляет невероятное впечатление. Моя театральная группа очень любит смотреть спектакли на большой сцене и представлять себя там! Наш кружковый руководитель пытается нас приобщить к этому искусству, всячески заинтересовывает нас в этом, она организует с нами спектакли, своими руками делает костюмы и декорации и мы ей очень благодарны за то, что она делает нас ближе к театру. Переведите текст

Источник

Сочинение на чувашском языке «Всем смертям назло!»
материал (6 класс) по теме

Сочинение учащегося рассказывает о страшных событиях Второй мировой войны.

Скачать:

Предварительный просмотр:

Кам тăшмана парăнмасть, ăна халах манмасть…

Вăрçă… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… 1418 талăк хушши кĕрлене çак харушă вăрçă. Пирĕн чечекленекен тăван çĕршыв çине 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтне, çунтара-çунтара янă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хутелеме çĕкленне.

Вăрçăра пехотинецсем те, летчиксем те, моряксем те, разведчиксем те, партизансем те фашистсене хирĕç кĕрешнĕ.

Иртнĕ вăрçă 27 миллион çын пурнăçне илсе кайна. Вăрçа пирĕн çĕршыва пĕтĕмпе 679 миллиард тенкĕлĕх çухату кунĕ. Миçĕ шкул, больница, музей çĕрпе танлашман-ши?! Çавăн пек йывăр та хăрушă тапхăрта пĕтĕм халăх пĕр çиреп чăмăра пуçтарăннă. 130 ытла чĕлхепе калаçакан халăх пĕр ĕмĕтпе, пĕр тĕллевпе кĕрешнĕ. Çавăнпа çĕнтерне те ĕнтĕ çав ирсĕр тăшмана совет халăхе…

Шел пулин те, вăрçă ветеранесен шучĕ çулсерен чакса пырать. Пирĕн вĕсене хамăран вăй-хал çитнĕ таран пулăшмалла. Тепĕр чухне ырăпа чĕнсе калаçни те вĕсен кăмлне çĕклет, вăрçă суранĕсем çинчен манма пулăшать.

Пиртен инçех мар Гордеев Алексей Николаевич пурăнать. Вăл Хулаçырми ялĕнчи вăрçа ветеранĕсенчен пĕртен-пĕр сывă юлнă çын.

Вăрçă пуçланнă хыпара Элекçей тете Хусан хулинче илтнĕ. Çак тапхăрта вăл ремесла училищинче вĕреннĕ. Часах Элекçей тăван яла таврăнать. Ашшĕне вăрса илсе каяççе. Амăшĕ вара тăвăтă ачипе пĕччен тăрса юлать. Элекçей тете окоп та чавать, колхозра та ĕçлет. Часах вăл бригадир пулса тăрать. Бригадирта 2 çул ĕçлет.

1943 çулта вăл вăрçа каять. Элекçей тетене,ытти çамрăксемпе пĕрле, Украинăна илсе каяççĕ. Çул çинчех вĕсем, мĕскĕнсем, тăшман атаки айне лекеççĕ. Çак каç вара 60 çухрăм çуран утаççĕ вĕсем, мĕншен тесен эшелонне нимĕççем çунтарса яна. Урамра вара «шатăртаттрать декабрь». Çул çинче Элекçей тетен чи çывăх тусĕ Юманов Петр вилсе каять. Вал хамăр ял çынниех пулнă…

Элекçей тете нихăçан та хайне хушнă ĕçрен пăрăнман. Командир пана ĕçе вăхăтлă пурнăçлама тăрăшнă. Ахальтен мар вăл «Хĕрле çалтар» ордена тивĕç пулнă.

Аслă Çĕнтерĕве вăл Берлин хулинче кĕтсе илет. Çĕнтеру çинчен калаçма пуçласан Элекçей тетен куçĕсем шывланаççĕ.

Вуланă хайлавсем тăрăх эпир çакна пĕлетпĕр: çĕнтеру кунĕ хăвăртрах çывхартас тесе аслисемпе юнашар тăрса ачасем те кĕрешнĕ. Вĕсем фронтра та, тылра та пĕтĕм йывăрлăха туссе ирттерсе тăшмана çапса аркатма тăрăшнă. Пирĕн, çамрăксен, ирĕк пурнăçа сыхласа хăварассишен паттăрла çапçăма хатĕр пулмалла. Çак хаяр вăрçă çинчен самантлăха та манмалла мар.

Вăрçă вучĕ çĕр çинче паянхи кун та сÿнмен-ха. Чечня вăрçи те хай çинчен мантармасть: террористсем алхасаççĕ, мирлĕ шăплăха пăсаççĕ.

Телейлĕ пурăнма пире мирлĕ пурнăс кирлĕ. Çавăнпа та эпир яланах çапла калатпăр: «Пултăр мир ĕмерех!»

Источник

Сборник сочинений на чувашском языке

Сборник сочинений на чувашском языке

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)

«Уҫӑмлӑ тата курӑмлӑ тӑвакан ӗҫ-пуҫа пула кӑна пурӑнӑҫ (бытие) тӗп-йӗрне палӑртма май пур. Рефлекси ҫавӑн пек ӗҫ-пуҫ тавра (ун хутшӑнӑвӗпе тӑрӑмӗсем тавра), пурӑнӑҫа упракан вырӑн координачӗсем тавра ҫаврӑнать пулсан – вӑл трансценденталлӑ рефлекси пулса тӑрать».

«А когда рефлексия направлена на те состояния и отношения представляющей деятельности, благодаря которым вообще делается возможным определить бытие сущего, то такая рефлексия, направленная на координаты точки, к которой относится бытие, становится трансцендентальной рефлексией»

(Хайдеггер М. Время и бытие. М., 1993. С. 377.)

«Киремет умӗнче пурпӗрех тӑратӑп темшӗн…» – ҫырнӑччӗ эп 1992 ҫулта. Киремет умне тӑнӑранпа вӑтӑр (!) ҫула яхӑн иртрӗ – халӗ те тӑратӑп. Мӗншӗн тӑнине те, Киремет кам пулнине те, ун умӗнчи хамӑн тивӗҫе те ӑнланатӑп пек. Киреметсӗр, чӑн чӑваш хӑвачӗсемсӗр наци чӗрӗлӗвӗн, аталанӑвӗн пуласлӑхӗ ҫук.

Киремете эп шалтан пӗлетӗп-туятӑп пек. Киремет пирки хывнӑ юрӑ мана тивӗҫтерчӗ. Шӑп ҫавӑн пек юрламалла пек туйӑнать мана ку юрра. Хӗрупраҫӑн юрламалла пек. Мӑнаҫлӑ ансатлӑх пур сӑввинче те, кӗввинче те. Сӑнарлӑхӗ те пуҫтарӑнуллӑ – символла пӗлтерӗшлӗ. Мартин Хайдеггер калашле, трансценденталлӑ рефлекси вӑратать.

Камран кӑна ыйтмарӑм – сӑвви-юррине кам ҫырнине те, кам юрланине никам та пӗлмест. Тен, авторӗсем сас парӗҫ. Ҫӗре ҫити тайма пуҫ вӗсене. Киремет контекстне палӑртма, ӗҫлеттерсе яма эпӗ А.Г. Дугинӑн Дельфӑсенче (Аполлонӑн таса вырӑнӗнче, Дионисӑн вил тӑприйӗ ҫинче) вуланӑ лекци сыпӑкне тата «Хыпар» хаҫатра Киремет пирки хам пуҫтарса кӑларнӑ текстсен пуххисене паратӑп.

Ӗлӗкрен мӑнаҫлӑ паттӑр

Чӑвашсен пур Киремет.

Кайӑк пек вӗҫме ҫунатсӑр

Вӑл пултарнӑ, шеремет.

Ӗмӗр-ӗмӗр юхтӑр ҫӑлӗ,

Ан ҫухалтӑр сукмакки.

Пӗлӗтре вӗҫет хур кайӑк,

Таврара уй-хир вӑрман.

Киремет хӑварнӑ халӑх

Манӑҫран нихҫан тухман.

Ӗмӗр-ӗмӗр юхтӑр ҫӑлӗ,

Ан ҫухалтӑр сукмакки.

Ҫӑлкуҫсем нумай пулсан та,

Киреметӗн чи сипли.

Халапсем чылай пулсан та

Ӗмӗр-ӗмӗр юхтӑр ҫӑлӗ,

Ан ҫухалтӑр сукмакки.

«Турӑсем таврӑнма кирлӗрен те кирли пирки калаҫнӑ чух ыйтӑва, чӑннипе, урӑхла лартмалла. Ҫӗнӗ турӑсем нихҫан та таврӑнмаҫҫӗ. Ҫӗнӗ турӑсем пирӗн пата нихҫан та-нихҫан та килмеҫҫӗ – эпир хамӑр вӗсем патне кайиччен. Эпир хамӑр вӗсем хӑйсене палӑртма пултаракан вырӑн пуличчен. Эпир пурӑнакан/тымар янӑ вырӑн/ҫӗр урлӑ эпир хамӑр –хамӑр пуличчен. Вырӑна мӗнле пур ҫавӑн пек пулма, чӑн сӑн-сӑпатне/ тупсӑмне палӑртма эпир хамӑр хистиччен. Эпир хамӑра хамӑр чӑнтан/чӑннипе хамӑр пулма хистиччен. Акӑ ҫавӑн чухне кӑна эпир авалран та авалхи, пӗртен пӗр, ӗмӗртен ӗмӗрхи ҫав вырӑна хатӗрлесе ҫитерӗпӗр. Ҫӗнӗ турӑсем таврӑнма – кирлӗ авалран авалхи, пӗртен пӗр этем пурнӑҫӗ. (…) Пӗтӗмпех хамӑртан килет. Турӑсем таврӑнасси вӑл – пирӗн хамӑрӑн шалти ӗҫ. Пирӗн тӗллев – хамӑр пата таврӑнасси. Вырӑна хамӑр валли тавӑрасси, ҫапла вара нихҫан та ниҫта та кайман турӑсем патне таврӑнасси. Вӗсем – кунта тата халь».

«На самом деле, когда мы говорим о необходимости возврата богов, мы должны по-другому ставить вопрос. Боги не вернутся никогда. Новые боги не придут к нам никогда вообще – пока мы сами не пойдем к ним. Пока мы сами не станем тем местом, в которых они могут проявить себя. Пока мы сами не будем самим собой через то место, к которому мы принадлежим. Пока мы сами не заставим место быть тем, что оно есть. Не заставим самих себя быть теми, кто есть в последнем счете. И лишь тогда мы подготовим тоже самое древнее, единственное, вечное место. Древнее, единственное то же самое человеческое бытие к возвращению новых богов. (…) Все зависит от нас. Возвращение богов – это внутреннее действие нас самих. И наша задача – вернуться к себе. Вернуть себе место, а значит вернуться к богам, которые на самом деле никогда никуда не уходили. Они – здесь и сейчас»

(Дугин А.Г. Возвращение богов. Дельфийская лекция. 20 апреля 2013 г.).

Эпир пурте – Киремет умӗнче

Киремет вӑл – Таса Вырӑн. Вӑл пирӗн пин-пин ҫул пынӑ йӑла. Кашни урамӑн, кашни ялӑн, кашни хутлӑхӑн хӑйӗн Таса Вырӑнӗсем пулнӑ. Тӑшмансем пире таптанӑ, мантарма тӑрӑшнӑ, анчах та эпир ӑна манман.

Чун ыратнӑ чухне, хуйӑхӑ пуссан е ҫутҫанталӑкпа куҫа-куҫӑн калаҫас килсен ҫак Таса Вырӑна килсе пурнӑҫ ҫинчен, тӑвансем ҫинчен шухӑшлама ан вӑтанӑр.

Хурнуй уйӗнчи хура хурамаран ача чухне хӑраттӑм, вӑтанаттӑм,

Ярмӑрккӑна-мӗне чупнӑ чух чунӑмпа чӗтресе пӗччен йывӑҫран пӑрӑнаттӑм.

Вӑл мӑнаҫлӑн темскер калаҫатчӗ, Хӗвеле те ҫӗре кӗл тӑватчӗ,

Инкеке систерен ҫӑхансем ун тавра явӑнмастчӗҫ. Пӑрӑнатчӗҫ.

Сӑртри хир патши таврари ялсене хӑй енне пӑхтаратчӗ,

Урапа ҫӳрекен ҫул-йӗрсем унӑн тӗпӗ тавра явӑнса таврари ялсенче вӗҫленетчӗҫ.

Нихӑҫан ӳкес мар пек тӑратчӗ яштак та патвар.,

Асъялсем, ямпахсем, ҫӑваҫсем, пӑрсайсем миҫе ӗмӗр ун уммӗн ҫӳренӗ,

Мӗн чухлӗ ӑру тихисем, Урасар ҫаранне таптаса, ун тавра выляса, амӑшӗн ҫиллине час манасшӑн кӗҫеннӗ?

Тикӗсех те пулман пуль кунҫул шӑписем, мӗн чухлӗ йӗмен пуль Йӳҫкасси маткисем?

Тӗнчери вӑрҫӑсен тӑхланне мӗн чухлӗ ӗҫмен пуль Хурнуй каччисем?

Ваҫҫасем, ванясем, петӗрсем, михалсем, павӑлсем – хӑйсен урипе ҫӳрес кунсене пире пачӗҫ.

Чунӗсем ҫеҫ ҫак йывӑҫ тавра паянхи кунчченех ҫаврӑнайрӗҫ.

Ҫав кунҫул нушине хӑй ҫине тиесе хурама хуралса хӑрса ларчӗ,

Пӗр сукмакӗ вӑл ман, кунта кашни ҫу таврӑнатӑп.

Пӗчӗк мар эпӗ тек, пурпӗрех, Хурама, эп санран вӑтанатӑп, хӑратӑп.

Киремет умӗнче тӑратӑп…

Ҫӗр ҫумӗнчи кӑкран пуҫлать те куҫ ерипен йывӑҫ вулли тӑрӑх шӑвать, хуралса ларнӑ туратсем ҫинче пӗр авӑк чарӑнсан, тӑррине ҫитет – шурӑ пӗлӗтсем хушшипе кӑвак тӳпенелле тилмӗрсе пӑхать…

Чӑваш халӑхӗ сӑваплӑ йывӑҫ урлӑ Турӑпа калаҫнӑ.

Мана кӗл тума вӗрентмен: вӑрманӗ те, Киремечӗ те маншӑн чӗмсӗр…

Чӑваш халӑхӗ Киреметре хӑйӗн шӑпине курнӑ. Вӑл ҫӗрпе ҫыхӑннӑ пулсан та, ҫӳлелле туртӑннине курса, унран ҫутҫанталӑкпа, Турӑпа килӗштерсе пурӑнма вӗреннӗ.

Эп ҫӗртен татӑлнӑ, Турӑпа пӗр чӗлхе тупайман…

Киремет умӗнче пурпӗрех тӑратӑп темшӗн…

Киремет – кӗрешӳ вӑйне кӑмӑллакансен турри

Хыпар, 1995, ҫӗртме, 28

«Киреметсем – чӑн-чӑн наци геройӗсем, тӗлӗнмелле паттӑр ҫынсем, ҫавӑнпа киремет ячӗсенче тата вӗсемпе ҫыхӑннӑ паттӑрсен юмахӗсенче халӑхӑн манӑҫа тухнӑ истори паллисене курмалла», – тенӗ Н.И. Ашмарин.

Паян эпир темшӗн – хӑюсӑр, йӑваш, мӗскӗн, «Хӗвеллӗ ыран енне кӗпер чӗнтӗрлеме» (Ҫеҫпӗл М.) чӗнекен вӑйӑн чӗре ҫумӗнчи сассине илтми пулнӑ… Анчах тӗнче усаллӑн каварланать, кӑварланать… Вут-инкек чӑваш пуҫӗ ҫине те тӑкӑнма пултарать. Ҫавӑнпа пирӗн хӑлхасӑр такасем пулма пӑрахмалла – халӑхшӑн, ҫӗршывшӑн кӗрешӗве тӑма вӗренмелле, хатӗрленмелле… Унсӑрӑн пурсӑмӑр та ҫич ютӑн чӳк хуранне лекӗпӗр, ют турра парне пулӑпӑр…

«Сӳхепи чӗрине хуйхӑ кӗрсе ҫунтарса ячӗ те аякри аслӑ вӑрман, ял, аслӑ киремет аса килсе карӗ. Сӳхепи вӑрмана кӗчӗ те, пӗр йывӑҫ умне чӗркуҫленсе, кӗлтӑва пуҫларӗ.

Паккай: «Вилес пать ман, — тесе уланӑ, анчах кунта мар, аякри ялта, аслӑ киремет панче».

Ҫеҫпӗл Мишши. Вӑрман ачисем.

«Сурӑм вӑрманӗнче пӗчӗкҫӗ уҫланкӑ пек уҫӑ кукӑр пур. Кунта, ҫулталӑк ҫинчен калакан тупмалли юмах пек, ларать пӗр лаштра юман. Вуник туратлӑ, тураттисем ҫинче йӑвасем, йӑвисенче – ҫӑмартасем… Ҫав юмантан ҫакнӑ, тет, Пугачевӑн пӗр утаманне…

Чӳк юманӗ ку ҫавӑнтанпа… Йӗри-тавра темиҫе хӑлаҫ. Сурӑм киремечӗ, теҫҫӗ ӑна.

Яшсем салтака кайнӑ чух ун тавра пырса ҫаврӑнаҫҫӗ: тӑван 6ҫӗршыва, каялла тӗрӗс-тӗкел, телейлӗ таврӑнма хӑват парать, тет, вӑл…».

Юрий Скворцов. Сӑваплӑ вут.

Акӑ выртать тӗттӗм кӳл. Хура кӳл хӗрри чӑпарлӑ, кӳл ҫыранӗ тӑрринче, кӑлкан-курӑк таврашӗнче, пур тӗреклӗ кукӑр юпа. Ҫакӑ вырӑн – таса вырӑн. Этем иртет ҫакӑнтан – ура пуснине сисмесӗр, чӗрне вӗҫҫӗн васкаса, ҫӗлӗк пулать хул хушшинче. Ватӑ ӑссем каланӑ: усал-йӗрӗх, асапсем таса юпаран хӑранӑ, кашкӑр-упи, тӗнче мӑшкалҫи арҫури, тӗксӗм шыври, айван упӑти – пурте чупнӑ ҫухрӑмран ҫак тасана хисеп туса… Ӗлӗк пулнӑ чӑвашсем – улӑп-паттӑр тӑванӗсем. Вырӑс, тутар, калмӑк-каркӑс, ытти ҫич ют халӑхсене пусмӑрлама памасӑр, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе, ҫар-ҫарӗпе, вилӗме хисеп тумасӑр, тӗрекеленсе-хавхаланса ҫапӑҫнӑ пирӗн мӑн асаттесем. Хӗҫ-пӑшал хуҫӑлнӑ, ҫил-тӑвӑлти хӑмӑш пек, этем хумханнӑ-тӑкӑннӑ пӑр ҫапнӑ тырӑ пек, тӑкӑннӑ-юхнӑ этем юнӗ ҫурхи шывран кая мар. Кӑвак лаша утланса, ҫар пуҫлӑхӗ Тӑвӑш хуҫа ҫар умӗнче хӗрӳ чӗрепе, хаяр саспа кӑшкӑрса ҫар йӗркине тытса пынӑ. Унччен пулман – унӑн ҫамрӑк кӑкӑрне тӑшман тӗлленӗ ҫӗмрен сӑнни тирӗннӗ. Пӗр чӗнмесӗр, йӑнӑшмасӑр тӗшӗрӗлсе ӳкнӗ ут ҫинчен. «Эп вилетӗп, чӑваш халӑхӗ паттӑр пултӑр, парӑнмасӑр никама ҫапӑҫтӑр ман пек виличчен», – ҫапла пулнӑ ун юлашки сӑмахӗсем. Ун юратнӑ, этем ӑслӑ кӑвак лаши хуҫа суранне ҫуласа, чун хавалӗпе хаяррӑн, пуҫне тӑратса кӗҫенсе, хӑй хуйхине, хӑй хурлӑхне пӗтӗм таврана систернӗ… Ҫак вырӑнта маттур хуҫа шӑммисем, унпа пӗрле унӑн савнӑ ут юлашкисем… Ҫичӗ ҫӗр ҫул иртрӗ, тӑхӑр ялпа тӑхӑр ҫул урлӑ лаша пусса чӳк туса Тӑвӑш хуҫана хисеп тӑваҫҫӗ чӑвашсем».

Мӗтри Юман. Шевле вылять.

«Епле чӑваш хура халӑхӗ юнпа тар тӑкса пурӑннӑ, ҫавӑн чухлех вӑл хӑй ирӗкӗшӗн тармакланса кӗрешнӗ. Тӗп авал та, каярахпа та ҫав кӗрешӗвӗн пуҫӗнче пусмӑрлӑ хресчен халӑхӗ, чӑваш хура халӑхӗ тӑнӑ. Тӗп авал чӑвашсем мӗн чухлӗ, епле майпа кӗрешни ҫинчен пире истори сахал калать, ҫапах историрен паллӑ: 13-мӗш ӗмӗртех чӑвашсене тутарсем пусмӑрласанах вӗсем питӗ вӑйлӑ пӑлхавӑр тапратса пӗр вӑхӑтра хансен влаҫне ӳкерсе пӑрахнӑ, ҫавӑншӑн тавӑрса тутар ҫарӗ чӑвашсене ялӗ-ялӗпе вӗлерсе пӗтернӗ. Вырӑссем Хусана илес тенӗ умӗн Ар чӑвашӗсем хан патне хӗҫ-пӑшалпа пырса ӑна вырӑссемпе килӗшме хушнӑ. Ҫапла истори пире чӑвашсен аллинче хӗҫ-пӑшал вылянине, вӗсем авал юн тӑкса хӑйсен ӗҫӗшӗн тӑма пултарнине пӗлтерет. Ҫавнах чӑвашсем нумай хут вырӑс ҫарӗпе тытӑнсах вӑрҫса кӗрешни те пӗлтерет. Ҫак саманара чӑваш чурисемпе, пусмӑрлӑ хресченсемпе пӗрлешерех чӑваш улпучӗсем, тӗрлӗ ҫӗр хуҫисем те кӗрешнӗ, анчах тӳрех паллӑ – вӗсем халӑх ирӗкӗшӗн мар, хӑйсене тӑван халӑха хӑйсем ҫеҫ туласа пурӑнма иӗк пултӑр тесе кӗрешнӗ. Унтан ҫак саманара чӑваш улпутсен сийӗ те, хресчен те чӑваш йӑхӗ ют халӑх пусмӑрӗ айӗнче ан пултӑр тесе, чӑваш халӑхӗ хӑй ирӗкӗпе пурӑнмалла пултӑр тесе кӗрешнӗ тата ҫак саманара чӑвашсем Пӑлхари саманине асӑнса, ирӗклӗ чӑваш патшалӑхӗ ҫинчен те сӗмленсе кӗрешнӗ пулас».

Мӗтри Юман. Ирӗклӗх ҫулӗ.

Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ. С.Ю. Ювенальев фото ӳкерсе илнӗ.

Источник

Килчĕ ырă çуркунне…

Сборник сочинений на чувашском языке

К. В. Ивановăн (27.05.1890 – 26.03.1915) чи калăплă хайлавĕ «Нарспи» поэма (1907-1908). Поэмăри тĕп сăнарсен Нарспипе Сетнерĕн кăмăл-туйăмне, шухăш-шутлавне тăтăшах Çут çанталăкри тĕрлĕ пулăмĕсемпе çыхăнтарса сăнласа прать поэтăмăр. Çĕр, Хĕвел, Шыв, Вăрман асапланакан кнăçсăр чунсене хăйсен хÿттине илесшĕн те, анчах та Нарспипе Сетнерĕн шăписем ытла та телейсĕр.

Поэмăра поэт çут çанталăк çуркунне чĕрĕлсе вăй илнине сăнарласа прать. Çын тата çут çанталăк пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çут çанталăкри тавралăх мĕн чухлĕ илемлĕрех те тасарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать. Çĕр çынна сĕткен парса ÿстерет. Çут çанталăк çынна вăй-хăват паракан ырлăх. Çут çанталăк илемĕ çын чунне çĕклентерсе, хавхалантарса тăрать, канăçлăх кÿрет, хуйха-суйха сирет. Çурхи куна сăнлакан фотоÿкерчĕксене пăхсан тÿрех поэтăмăрăн асамлă йĕркисем пуçа килеççĕ.

Скачать:

Предварительный просмотр:

ОТДЕЛ ОБРАЗОВАНИЯ, МОЛОДЕЖНОЙ ПОЛИТИКИ,

ФИЗИЧЕСКОЙ КУЛЬТУРЫ И СПОРТА

АДМИНИСТРАЦИИ МОРГАУШСКОГО РАЙОНА

МУНИЦИПАЛЬНОЕ БЮДЖЕТНОЕ ОБЩЕ ОБРАЗОВАТЕЛЬНОЕ УЧРЕЖДЕНИЕ

«СЯТРАКАСИНСКАЯ СРЕДНЯЯ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНАЯ ШКОЛА»

Килчĕ ырă çуркунне…

МБОУ «Сятракасинская СОШ»

Моргаушского района ЧР

учитель истории и обществознания

2014 – 2015 учебный год

Эс пирěнтен те çамрăкрах,

Чăваш поэзин чаплă ашшě

Эс халăх кăмăлěн малашě.

Годами ты моложе нас

Отец поэзии чувашской.

Ты прошлый день. И в тот же час

Пире куллен вăй-хал парса тăракан çут çанталăкпа киленсе, ăна юратса пурăнакан, хăйĕн хайлавĕсенче çут çанталăк илемне витĕмлĕн сăнарласа паракан, тăван çĕре, тăван халăха, тăван чĕлхене юратса хисеплекен, чăваш çыннин сăнарне ĕнентерÿллĕн кăтартса пама пултаракан сăвăçа мĕнле сума сумăн-ха, унăн хăватлă та янăравлă поэзийĕ умĕнче мĕнле пуçа таймăн-ха. Чăннипех те, Константин Васильевич Ивановăн литературăри тÿпи пысăк, çÿллĕ шайра. Пирĕн, чăваш ачисен, хамăрăн мухтавлă çынсем çинчен ытларах та ытларах пĕлме тăрăшмалла, вĕсенчен вĕренсе пымалла, вĕсемпе мухтанмалла та, мăнаçланмалла та.

Аслă чăваш поэчĕ 100 çĕр çул тултарнă май ЮНЕСКО 25-мĕш сессин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 1990 çула Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе çирĕплетнĕ. 1990 çулхи çу уйăхĕнче чаплă поэтăмăр юбилейне уявлама К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен колхоз çĕрне сумлă хăнасем килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче тĕрлĕ халăх поэтчĕсем те пулнă: К. Т. Латып тутар, С. Т. Руфов якут, Т. В. Шаповаленко украинка. Семён Титович Руфов «Нарспи» поэмăна якутла куçарнă.

2015 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ 125 çул тултарать. Çавна май Чăваш Республикин пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн (110 №, çурла уйăхĕн 4- мĕшĕ, 2014 ç. «Об объявлении в Чувашской Республике 2015 года Годом К.В. Иванова»

«В целях увековечивания памяти и творческого наследия классика чувашской художественной литературы Константина Васильевича Иванова, внесшего выдающийся вклад в отечественную и мировую культуру, а также в связи с исполняющимся в 2015 году 125-летием со дня его рождения».) 2015 çула Чăваш Республикинче Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе çирĕплетнĕ.

К. В. Ивановăн (27.05.1890 – 26.03.1915) чи калăплă хайлавĕ «Нарспи» поэма (1907-1908). Поэмăри тĕп сăнарсен Нарспипе Сетнерĕн кăмăл-туйăмне, шухăш-шутлавне тăтăшах Çут çанталăкри тĕрлĕ пулăмĕсемпе çыхăнтарса сăнласа прать поэтăмăр. Çĕр, Хĕвел, Шыв, Вăрман асапланакан кнăçсăр чунсене хăйсен хÿттине илесшĕн те, анчах та Нарспипе Сетнерĕн шăписем ытла та телейсĕр.

Поэмăра поэт çут çанталăк çуркунне чĕрĕлсе вăй илнине сăнарласа прать. Çын тата çут çанталăк пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çут çанталăкри тавралăх мĕн чухлĕ илемлĕрех те тасарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать. Çĕр çынна сĕткен парса ÿстерет. Çут çанталăк çынна вăй-хăват паракан ырлăх. Çут çанталăк илемĕ çын чунне çĕклентерсе, хавхалантарса тăрать, канăçлăх кÿрет, хуйха-суйха сирет. Çурхи куна сăнлакан фотоÿкерчĕксене пăхсан тÿрех поэтăмăрăн асамлă йĕркисем пуçа килеççĕ.

Çут çанталăк пăхса ытарайми илемлĕ, Çĕр-аннемĕр – ырă та таса, уй-хир – аслă та тулăх, улăх – кăвак çеçкеллĕ, çăл шывĕ – тăрна куçĕ пек таса, сывлăш – чечек шăршиллĕ, пучах – çитмĕл çич пĕрчĕллĕ, вăрман – илемлĕ саслă та пуян.

«Килчĕ ырă çуркунне…» фотоÿкерчĕксен ярăмĕ 3 ÿкерчĕкрен тăрать:

1. «Путăксемпе, варсемпе

Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет»;

2. «Килчĕ ырă çуркунне,

3. «Ватă йăмра тайăлса

Тĕсне пăхса савăнать»

Мана Кристина Кольцова тесе чĕнеççĕ.

Эпĕ Çатракасси шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренетĕп.

Эпĕ сире фотоÿкерчĕсен «Килчĕ ырă çуркунне…» ярăмĕпе паллаштарасшăн.

Манăн ертÿçĕ – Романова Наталия Григорьевна.

Пире тăван çĕре, тăван халăха, тăван чĕлхене юратса хисеплекен, чăваш çыннин сăнарне ĕнентерÿллĕн кăтартса пама пултаракан сăвăçа мĕнле сума сумăн-ха, унăн хăватлă та янăравлă поэзийĕ умĕнче мĕнле пуçа таймăн-ха. Чăннипех те, Константин Васильевич Ивановăн литературăри тÿпи пысăк, çÿллĕ шайра.

Пирĕн, чăваш ачисен, хамăрăн мухтавлă çынсем çинчен ытларах та ытларах пĕлме тăрăшмалла, вĕсенчен вĕренсе пымалла, вĕсемпе мухтанмалла та, мăнаçланмалла та.

Аслă чăваш поэчĕ 100 çĕр çул тултарнă май ЮНЕСКО 25-мĕш сессин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 1990 çула Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе çирĕплетнĕ. 1990 çулхи çу уйăхĕнче чаплă поэтăмăр юбилейне уявлама К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен колхоз çĕрне сумлă хăнасем килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче тĕрлĕ халăх поэтчĕсем те пулнă: К. Т. Латып тутар, С. Т. Руфов якут, Т. В. Шаповаленко украинка. Семён Титович Руфов «Нарспи» поэмăна якутла куçарнă.

2015 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ 125 çул тултарать. Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн (110 №, çурла уйăхĕн 4- мĕшĕ, 2014 ç. «Об объявлении в Чувашской Республике 2015 года Годом К.В. Иванова»: «В целях увековечивания памяти и творческого наследия классика чувашской художе-ственной литературы Константина Васильевича Иванова, внесшего выдающийся вклад в отечественную и мировую культуру, а также в связи с исполняющимся в 2015 году 125-летием со дня его рождения». ) 2015 çула Чăваш Республикинче Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе çирĕплетнĕ.

К. В. Ивановăн ( 27.05.1890 – 26.03.1915 ) чи калăплă хайлавĕ «Нарспи» поэма ( 1907-1908 ). Поэмăри тĕп сăнарсен Нарспипе Сетнерĕн кăмăл-туйăмне, шухăш-шутлавне тăтăшах Çут çанталăкри тĕрлĕ пулăмĕсемпе çыхăнтарса сăнласа прать поэтăмăр. Çĕр, Хĕвел, Шыв, Вăрман асапланакан кнăçсăр чунсене хăйсен хÿттине илесшĕн те, анчах та Нарспипе Сетнерĕн шăписем ытла та телейсĕр.

Поэмăра поэт çут çанталăк çуркунне чĕрĕлсе вăй илнине сăнарласа прать. Çын тата çут çанталăк пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çут çанталăкри тавралăх мĕн чухлĕ илемлĕрех те та-сарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать. Çурхи куна сăнлакан фо-тоÿкерчĕксене пăхсан тÿрех поэтăмăрăн асамлăйĕркисем пуçа килеççĕ.

«Килчĕ ырă çуркунне…» фотоÿкерчĕксен ярăмĕ 3 ÿкерчĕкрен тăрать.

Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет»

Пуш уйăхăн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,

Силпи чăваш ялĕнче

Тусем, сăртсем хуп-хура

Юрĕ кайса пĕтнĕрен,

Тухать курăк çăп-çăра

Хĕвел хытă хĕртнĕрен.

Сивĕ, хаяр хĕл иртет,

Каять йĕрсе, хурланса,

Сивĕ куççулĕпе йĕрет

Иртнĕ куншăн хуйхăрса.

Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет.

Анчах мĕнле йĕрсен те,

Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет.

Хĕл куççулĕ шавласа

Юхса кайрĕ çырмара.

Чупса çÿрет урамра.

«Килчĕ ырă çуркунне,

Килчĕ ырă çуркунне,

Хĕвел савать тĕнчене

Хĕл ыйхинчен вăратса.

Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,

Ешĕл тумтир тăхăнать,

Çеçен хир те ешерет,

Ырă шăрши сарăлать,

Пур çĕрте те кайăксен

Лайăх юрри янăрать.

Çÿлте, пĕлĕт айĕнче,

Çемçе курăк çийĕнче

Хăй кĕтĕвĕ патĕнче

Ача шăхличĕ калать,

Хырăмĕ пит выçнипе

Силпи ялнелле пăхать.

«Ватă йăмра тайăлса

Тĕсне пăхса савăнать»

Çырма юхать кĕрлесе

Хĕвел тĕрĕ тĕрлесе

Вылять унăн шывĕпе.

Кăвак пĕлĕт явăнать,

Ватă йăмра тайăлса

Тĕсне пăхса савăнать.

Старик ларать вăлтапа:

Ав ачасем çÿл енче

Шывра ишсе çÿреççĕ,

Пулă тытан ваттине

Акă пĕр çын кĕперпе

Каçса пырать çырмана.

Çырма урлă каçрĕ те

Кĕрсе кайрĕ вăрмана.

Çут çанталăк пăхса ытарайми илемлĕ, Çĕр-аннемĕр – ырă та таса, уй-хир – аслă та тулăх, улăх – кăвак çеçкеллĕ, çăл шывĕ – тăрна куçĕ пек таса, сывлăш – чечек шăршиллĕ, пучах – çитмĕл çич пĕрчĕллĕ, вăрман – илемлĕ саслă та пуян.

Юлашкинчен тав сăмахĕ чăваш чĕлхипе литературне вĕрентекен Никитина Людмила Валерианăвнăна тата ял вулавăш хуçине Ятманова Альбина Васильевнăна калас килет.

Итлеме кăмăл тунăшăн тав!

Впервые отдельным изданием вышла поэма «Нарспи»

Открыт Литературный музей им. К.В. Иванова к 50-летию со дня рождения классика чувашской литературы

Открыт Дом-музей К.В. Иванова в с. Слакбаш Республики Башкортостан

Состоялась премьера спектакля «Нарспи» в Чувашском академическом драматическом театре

Исполком Чебоксарского городского совета принял решение о переименовании улицы Чувашской в улицу Константина Иванова

В Чебоксарах впервые выпущено собрание сочинений К.В. Иванова на русском языке. Перевод с чувашского П.П. Хузангая, Н.Ф. Данилова

Учреждена ежегодная Государственная премия Чувашской АССР им. К.В. Иванова за выдающиеся произведения литературы, искусства и исполнительское мастерство

Решением исполкома горсовета одна из библиотек г. Чебоксары была переименована в библиотеку-филиал № 1 им. К.Иванова

На здании кинотеатра «Родина» (откуда начинается улица К. Иванова) открыта мемориальная доска

В Ульяновске на здании бывшей Симбирской чувашской школы, где в 1903-1914 гг. учился К.В. Иванов, открыта мемориальная доска

В Чебоксарах вышло 2-е дополненное издание собрания сочинений К.В. Иванова на чувашском и русском языках. Составители А.В. Васильев, Н.Ф. Данилов, Г.Ф. Юмарт

В селе Слакбаш Республики Татарстан прошел праздник поэзии

Источник

Видео

Лучшая десятка Чувашских клипов 2020г

Лучшая десятка Чувашских клипов 2020г

ЗОЛОТЫЕ ХИТЫ ЧУВАШИИ (Творческий вечер Сергея Маркова) - 1 часть

ЗОЛОТЫЕ ХИТЫ ЧУВАШИИ (Творческий вечер Сергея Маркова) - 1 часть

Чупкăн е чупкăна чукмарпа та чараймăн (Чувашский фильм)

Чупкăн е чупкăна чукмарпа та чараймăн (Чувашский фильм)

Оксана Степанова, Денис Антипов - Пурăнать юрату

Оксана Степанова,  Денис Антипов - Пурăнать юрату

Апельсиновые Мальчики Все клипы На чувашском языке

Апельсиновые Мальчики   Все клипы На чувашском языке

Гарри Поттер на чувашском языке

Гарри Поттер на чувашском языке

Новости 29.03.2013 (на чувашском)

Новости 29.03.2013 (на чувашском)

Вечерняя молитва (каҫхи кĕлĕ) на чувашском языке

Вечерняя молитва (каҫхи кĕлĕ) на чувашском языке

Песня «День Победы» на чувашском языке

Песня «День Победы» на чувашском языке

Утренняя молитва (ирхи кĕлĕ) на чувашском языке

Утренняя молитва (ирхи кĕлĕ) на чувашском языке
Поделиться или сохранить к себе:
Добавить комментарий

Нажимая на кнопку "Отправить комментарий", я даю согласие на обработку персональных данных, принимаю Политику конфиденциальности и условия Пользовательского соглашения.