Семья на чувашском языке сочинение + видео обзор

Конкурсное сочинение » Моя семья – моя крепость » (На чувашском языке).

Просмотр содержимого документа
«Конкурсное сочинение » Моя семья – моя крепость » (На чувашском языке).»

Хура хыççăн шурă килет, шурă

хыççăн каллех хура таврăнать…

Çак çаврăнура çынсен шăпи хуллен шăвать,

Хурипе шуррине тутантарать.

«Шăпаран иртме çук»,- теççĕ ваттисем. «Çуралсан ачан çамки çине унăн пулас шăпине çырса хунă»,-тенине те илтме пулать. Анчах кама еплерех шăпа пÿрнине никам та калама пултараймасть. Шăпа кĕнекин хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур иккен.

Ватă çынсем хăйсен пурнăçĕ çинчен хаваслансах каласа параççĕ. Эпĕ пурнăç тути-масине аванах ас тивсе курнă çынсен аса илĕвĕсене итлеме юрататăп. Вĕсем ĕлĕкхи пурнăç çинчен хаçат-журнал тăрăх мар, хăйсен чун-чĕри витĕр иртнĕ хĕн-хурсене, асапсене, савăнăçсене чăн-чăн туйнă, курнă, пĕлнĕ.

Акă ман кукамайпа кукаçи те хăйсен ачалăхĕ, çамрăклăхĕ çинчен каласа пама юратаççĕ. Эпĕ вара питĕ тимлĕн итлесе ларатăп та, вĕсемпе пĕрле пулнă пекех туйăнать. Таса чуна вараламасăр, пĕр-пĕрне пĕр сивĕ сăмах каламасăр, юратса, хисеплесе пурăннă вĕсем. Ватăсен хурипе шурри чылай пулнă ĕнтĕ, вĕсен мĕн каламалли пурах.

Манăн кукамай, Акимова Аксинья, çав тери ĕçчен çын пулса ÿснĕ. Ăçта кăна ĕçлемен ĕнтĕ вăл ĕлĕкхи йывăр вăхăтсенче! Вăрçă пуçлансан, кукамай вун пиллĕкре чухне, Нижнетроицк енне вăрман касма кайнă. Ун хыççăн колхозра тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă: çулла утă çулнă, кĕр кунĕсенче лашапа тырă турттарнă. Бригадир мĕн хушнă, çавна тунă. Кукамайăн пĕрремĕш упăшкине халăх тăшманĕ тесе тĕрмене ăсатнă. Çавăнпа кукамая халăх тăшманĕн арăмĕ тесе ултă çул ферма кĕтĕвне кĕттернĕ. Вăл кунĕпе фермăра тăрăшнă: ĕне сунă, пăру пăхнă, кĕтÿ кĕтнĕ. Питĕ нумай вăй хунă вăл хăйĕн пурнăçĕнче. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман, ÿркенмен. Пурне те юратса, тăрăшса ĕçленĕ. Халĕ те кукамай, ватăлнă пулин те, ĕçсĕр лараймасть. «Виличчен те алăран ĕç ан кайтăрччĕ»,- тесе яланах сăмахлать.

Манăн кукаçи те, Алексей Семёнович, йывăр вăхăтра пурăннă. Ват кукаçине тĕрмене ăсатнă чух, вăл ача пулнă, шкула çÿренĕ. Анчах репрессине пула вăл малалла вĕренеймен. Çавăнпа ултă класс кăна пĕтерейнĕ. Кукаçи питĕ ăслă, шеп çын пулнă. Хăрушă вăрçа вăл çамрăклах тухса кайнă. Çапăçу хирĕнче пулемётчик пулнă. Кукаçи вăрçăра чылай çапăçăва хутшăннă. Смоленск хулине хăтарнă чух ăна уринчен амантнă. Ури сусăрланнă пулсан та вăл киле сывă таврăннă. Ун чухне Алексей Семёнович çирĕм çиччĕре пулнă. Кукаçие вăрçă ветеранĕ тесе хисеплесе медаль тата Аслă Аттелĕх вăрçă орденĕ панă. Вăл питĕ хăюллă, çирĕп сывлăхлă, чăтăмлă çын пулнă. Кукаçи нимĕнле хăрушлăхран та хăраса тăман. Шкулта вĕренме май килмен пулсан та вăл çав тери хитре ÿкеретчĕ. Эпĕ ăна ас тăватăп-ха: ман валли кукаçи тĕрлĕ чĕр чунсен сăнарĕсене ÿкерсе паратчĕ, вĕсем çинчен ăнлантаратчĕ. Манпа калаçма юрататчĕ. Унăн ÿкерчĕкĕсене эпĕ тирпейлĕ усратăп. Кăмăл хуçăлнă вăхăтра вĕсене пăхса ларсан чунăм уçăлса каять. Кукаçипе ăшшăн пуплешнĕ пекех туйăнать.

Тата манăн хамăн асанне çинчен каласа парас килет. Унăн ячĕ Елена Степановна. Эпĕ асаннене лайăхах ас тумастăп: ун чухне пĕчĕкрехчĕ-ха. Ун çинчен мана атте каласа пачĕ. Елена Степановна та çав тери ĕçчен çын пулнă иккен. Вăрçă

вăхăтĕнче вăл вун виççĕре кăна пулнă пулин те ытти ачасемпе фермăра пăру пăхнă, хирте çум çумланă, утă пуçтарнă. Ахальтен мар ăна «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе чысланă. Асатте вилнĕ хыççăн асанне тăватă ачине пĕччен ура çине тăратать. Вĕсем пурте хисеплĕ çынсем. Асанне мĕн виличчен тăрмăшса ĕçленĕ.

Асаттене те, Ильин Михаила, эпĕ курман. Вăл, атте каланă тăрăх, паттăр çын пулнă. Вăрçăра танкист пулса Кенигсберг хулине çитнĕ. Унта ăна йывăр амантнă хыççăн киле ăсатнă. Вăрçă пĕтсен, суранĕсем тÿрленмен пирки, вăрахах та пурăнайман.

Источник

Сочинение на тему «Семье телейе менре»

Çемье телейĕ мĕнре-ши?

Ҫемье телейĕ – атте-анне пурри тата вĕсен ăшши.

Атте! Анне! Чăвашсен ытарайми ҫепĕҫ сăмахĕсем. Вĕсен ячĕпе темĕн чухлĕ ырă сăмахсем калас килет, ҫуммăн ларса ăшшăн калаҫас килет, ыталаса илсе чĕререн тав тӑвас килет. Ытла та ăслă вĕсем, ытла та кăмăллă ҫынсем. Хăйсен мĕн пур лайăх енне пире халаллаҫҫĕ, ăс-тăн параҫҫĕ,тĕрĕс ҫул ҫине тăма пулăшаҫҫĕ. Эпир вĕсенчен вĕренсе пыратпăр, вĕсене тĕслĕх вырăнне хуратпăр.

Кашнинчех эпир радиопа аттепе аннене халалласа юрăсем юрланине, сăвăсем каланине илтетпĕр. Ах! Ҫак ылтăн сăмахсене илтсен чун-чĕре савăнать, кăмăл ҫĕкленет. Еплерех чуна ҫĕклентереҫҫĕ ҫак сăмахсем.

Ку вăл – аттепе аннене хисеплени, вĕсене хыттăн юратнине пĕлтерет. Чăваш литературинче те атте – анне сăнарĕ тĕп вырăнта тăрать. Акă Василий Давыдов-Анатри те хăйĕн сăввинче аннене тав туса, ăна мухтаса сăвă йеркелесе ҫырнă:

Анне мана телей пиллет,

Ҫурхи чипер хĕвелĕм тет,

Хĕвелĕм, тет юратнипе,

Анне мана кун-ҫул пиллет,

Тăван кил-ҫурт тĕрекĕ тет,

Тĕрекĕ тет, куҫран пăхса,

Куҫран пăхса, чунтан шанса.

Чăваш поэчĕ Петĕр Хусанкай та амӑшне халалласа поэма ҫырнă.

Суха касси пек тарăн пĕркеленчĕк,

Ҫат тытнă тутуна яланхи пек.

Ик куҫ харши раснах йĕрленчĕ,-

Унта пайтах пытарăннă инкек…

Ҫапла сăнарланă хăйĕн юратнă амăшне чӑваш хал

Ман хамăн та атте – анне пур,вĕсем –кил ăшши, чун ăшши. Вĕсенчен хакли никам та ҫук. Пирĕн пысăк ҫемье Кӳлхĕрри Карай ялĕнче пурăнать. Эпир йышлăн: атте, анне, пĕчĕк шăллăм, асанне, асатте тата эпĕ. Манăн аннене Марина тесе чĕнеҫҫĕ.Вăл бухгалтер пулса ĕҫлет. Анне пире мĕн пĕчĕкрен ĕҫе хăнăхтарса ӳстерет. Эпир анне ĕҫрен киличчен хуҫалăхра тупăшса ĕҫлетпĕр. Манăн та анне пекех ĕҫчен, ăслă, пысăк чунлă ҫын пулас килет.

Аттене ялта Радислав тесе чĕнеҫҫĕ.Вăл Мускава ĕҫлеме ҫӳрет. Мĕн пĕчĕкрен атте пирĕнпе пĕрле конструкторсенчен тĕрлĕ япаласем пуҫтаратчĕ, халĕ вара пысăк ĕҫсем тума тăрăшать: трактор пуҫтарчĕ, тимĕр авса хитре картасем турĕ тата ытти те. Пĕчĕк шăллăм та аттене кура тĕрлĕ япаласем конструктăрпа пуҫтарма тăрăшать, атте ун ĕҫне хакласа хĕпĕртенине курсан вара савӑнать, хăйне пысăк ҫын пек туять.

Асаннене Калисса тесе чĕнеҫҫĕ. Унăн та алли ылтăн. Вăл пире тĕрлĕ тăхăнмалли тум ҫыхса парать, хитре шăрҫасемпе тирпейлĕн тĕрлет. Ăна кура эпĕ те тĕрлеме тытăнтăм, йывăрлăх сиксе тухсан тӳрех асанне патне чупатӑп.

Манăн асатте Петĕр ятлă. Вăл пирĕн килте чи ăсли шутланать. Асаттепе асанне иккĕшĕ те пенсие тухнă, ҫавăнпа килте вĕсем пире хуҫалӑхри ĕҫ-хĕле пуҫтарса пулăшаҫҫĕ.

Пирĕн ҫемье пысăк. Ку мана питĕ савӑнтарать, мĕншĕн тесен нихӑҫан та кичем мар, йĕри-тавра сана юратакан, пулӑшма хатĕр аслисем. Пĕрре-иккĕ кӑна та мар- тӑваттӑн.

Телевизорпа час-часах ашшĕпе амăшĕсĕр ӳсекен ачасем ҫинчен кӑтартаҫҫĕ. Вĕсен кăмăлĕ те сивлек. Мĕн чухлĕ ача нуша курать, ҫак ӳкерчĕк чуна хурлантарать. Шел пулин те, ашшĕ-амăшне ĕмĕр кӳренсе пурăнмалла суран тăвакан хĕрсемпе ывăлсем те пур-ха пирĕн хушăра. Тахҫан чи юратнӑ ҫынсем пулнӑ, пурӑна-киле ватӑлнӑ ашшĕ- амăшне хăйсем пăхас вырăнне ваттисен ҫуртне кайса яракансем сахал-и тата?

Ман шутпа, ватăсене хисеплемелле, ырă сăмахсем каласа чунĕсене ăшăтмалла, йывăр вăхăтсенче пулăшса пымалла, аякра пулсан – тăван киле манмалла мар. Ҫемье телейĕ пĕр-пĕрне юратнинче, хисепленинче, упранинче.

Хĕвел хăй ăшшине ҫĕр ҫине еплерех сапалать, аттепе анне те ҫавăн пекех чун-чĕре хĕрӳлĕхне пире парнелеҫҫĕ. Ҫак пуянлăха ҫухатас марччĕ, упраса пурăнасчĕ, ватлӑх кунĕсенче вĕсемпе те пирĕн ӑшӑ пуласчĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Трак вăтам шкулĕнчи 10-б класс.

Кăҫал Чăваш Республикинче Аннепе Атте ҫулталăкĕ тесе палăртрĕҫ. Шухăшласа пăхсан тĕлĕнсе каймалла вĕт: тăванлăх, атте-анне ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсем, юрă-сăвă пирĕн халăхăнни пек урăх никамăн та ҫук пулĕ. «Аҫупа аннӳне хисепле, хăвнах лайăх пулĕ», «Ача-пăчана мул париччен ăс пама хушнă», «Ашшĕсĕр ача-ҫур тăлăх, амăшĕсĕр ача- хăр тăлăх»,- янăраҫҫĕ хăлхара ăса вĕрентекен сăмахсем.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕрле вĕреннĕ тантăшăм Галя Дмитриева (халĕ унтанпа хушамачĕ улшăнчĕ те пулĕ) манăн хĕр чухнехи дневник ҫине тахҫан ҫапла сăвă ҫырса хунă:

Хуп сăпкана ват асанне

Аннен хитре юррисене

Ĕмĕрлĕхех ăша эп хыврăм…

Атте-аннеҫĕм…Çак сăмахсем чунри мĕн пур ачашлăха пĕр ҫĕре пухса чĕрере киленӳ ҫуратаҫҫĕ. Мĕн тери пысăк та вăйлă асамлăхпа тулса ларнă вĕсем! Сасăпа калатăн та вĕсене, тӳрех пурăнас килсе каять, пĕр харăс пин ĕҫ туса пăрахассăн туйăнать, ҫак тĕнчери хăвăн пĕлтерĕшне витĕр ăнкарса илетĕн…

Аттепе анне иккĕшĕ те ҫут тĕнчере чи ҫывăх та хаклă ҫынсем! Вĕсем пулман пулсан ҫак ҫĕр ҫинче эпир те, икĕ ывăлпа икĕ хĕр, пулмастăмăрччĕ. Эпир вĕсен вăрринчен ҫуралса кун ҫути курнă. Вĕсем пире ҫак пурнăҫа юратма, йывăрлăхсене ҫĕнтерме вĕрентмен пулсан, тен, эпир ҫак ҫĕр ҫинче утса ҫӳреймĕттĕмĕр те-и?

Шел те, ҫут тĕнче хăналăх тесе ахальтен каламан пулĕ ҫав. Атте, Егор Порфирьевич Порфирьев, Аслă аттелĕх вăрҫинче пулнăскер, пирĕнтен уйрăлса кайни 35 ҫул иртрĕ. Ĕҫчен ҫынччĕ вăл, ик алла пĕр ĕҫ тетчĕ, ним тума та ӳркесе тăмастчĕ, чăн-чăн кăптăрмăш чăвашчĕ, хăть ҫулла, хăть хĕлле аллинчен ĕҫ каймастчĕ; ҫăва тухсан- платник, хĕлле- ҫăмат ăсти; выльăхĕ-чĕрлĕхĕ кил хушши тулли.

Ял ҫумĕнчи Туканаш вăрманĕнче унпа юнашар тăрса пĕрремĕш хут алла ҫава тытса утă ҫулма вĕренни, ҫиме юрăхлă е наркăмăшлă кăмпасене уйăрма вĕрентсе тулли витресемпе ура айĕнчи хăрăк туратсене шартлаттарса вăрман тăрăх утни, атте-аннепе пĕрле ял варринчи Мăн пĕвере «хам ҫиеле, шапи аяла» тесе пĕрремĕш хут шывра ишме вĕренни аса килсе чуна хумхантараҫҫĕ. Хĕллехи каҫсенче тата: пуҫа ҫĕмĕрен-ҫĕмĕрен – кăткăс задача нимĕнле те парăнасшăн мар, тепĕр пӳлĕмре вăл е ку ĕҫпе аппаланса ларакан атте патне чупатăн. Мĕнле пулăшмĕ-ха юратнă ачине, пурнăҫри пулăмсем урлă ăнлантарма тăрăшатчĕ. Йывăрах та пулман иккен пуҫватмăш, тавҫăрулăх кăна ҫитмен.

Аттен амăшĕ (пирĕн енче мамак теҫҫĕ) икĕ ывăл тата пĕр хĕрпе 28 ҫултах мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Самани йывăр пулнă, арҫын ĕҫне те, хĕрарăмăнне те хăйĕнех тумалла. Аттен тăватă класс кăна вĕренме май килнĕ. «Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă тенĕ пек, хĕл варринче кăмака хутма вутă пĕтрĕ, ялти вăй питти арҫынсемпе тăхăр ҫулхи ача мăн вăрмана вутта тухса кайрăм»,- ачалăхне аса илсе куҫҫулленетчĕ тепĕр чухне атте. Çапла мĕн пĕчĕкрен куршанак ҫыпҫăннă, вăл е ку ĕҫе уяса тăман. «Тăлăх йывăҫа тăвăл хуҫать те хавшатса хăварать»,- тенĕ авал. Кăмăлĕпе йăвашчĕ атте. Çемьере киревсĕр, хăр-хар калаҫу илтмен нихҫан та. «Атте, мĕнле лайăх эсĕ пирĕн, Кĕркури Кольки (пирĕнпе юнашар пурăнатчĕҫ) ачисене те тем тĕрлĕ киревсĕр сăмахсемпе вăрҫать»,-теттĕмĕр пускилсене хĕрхенсе (вĕсем пирĕн пата ашшĕнчен хăраса час-часах тарса пыратчĕҫ). Атте вара: «Эпĕ тăватă класс кăна вĕреннĕ вĕт, вăл вырăс сăмахĕсене ăҫтан пĕлем»,-текелетчĕ ҫурма шӳтлесе.

Аннен ҫамрăклăхĕ, вăл вăхăтри ытти хĕрсенни пекех, вăрҫă вăхăтне лекнĕ: шартлама сивĕре Ҫĕмĕрле вӑрманĕнче вутӑ хатĕрлени, Ивановăри торф предприятийĕсем, Челябинскри ҫар завочĕ… Куҫҫулĕпе аса илетчĕ анне ҫак йывăр вăхăта.

Вӑрҫӑран пĕр пӳрт урлӑ пурӑнакан маттур каччӑ тĕрĕс-тĕкел таврӑннӑ, пускил хĕрĕпе пĕрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Тату, йĕркеллĕ пурӑнакан ҫемьере тӑватӑ ача ӑмӑртмалла ҫитĕнтĕмĕр. Анне иртен пуҫласа каҫчен колхоз ферминче тимлет.Эпир шкултан таврӑнсан хуҫалӑхри ĕҫсене вӑй ҫитнĕ таран пурнӑҫлаттӑмӑр, канмалли кунсенче аннене пулӑшма та каяттӑмӑр.

Аттепеле анне ҫĕр-шывĕнче

Хӑй ҫулĕнчен те ҫамрӑкрах тĕнче.

Кунта эс хӑв та чунупа пуян,

Кашни килмессерен ҫамрӑкланан…

Ҫапла вӑл-ачалӑх сӑпки: йĕри-тавра аса илӳ, ҫамрӑклӑх, атте-аннепе ҫыхӑннӑ вырӑнсем. Пĕр самантлӑха та пулин, темиҫе ҫул каяллахи пек, пурне те сывӑ,чĕрĕ, телейлĕ курӑттӑм. Шел, пулни-иртнине каялла тавӑрма ҫук.

Иртнĕ кунсен сăваплă, ырă ҫутине аса илсе пуриншĕн те ҫĕре ҫити пуҫăмăрсене таятпăр. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр-ĕмĕр парăмлă.

Источник

Презентация урока на чувашском языке «Моя семья» (2 класс)

Выбранный для просмотра документ Презен.Моя семья.pptx

Семья на чувашском языке сочинение

Описание презентации по отдельным слайдам:

«Моя семья-мое богатство»

−Ман хыççӑн калӑр: Мĕн тумалла? Пĕр-пĕрне юратмалла, Мĕн тумалла? Ырлăх-сывлăх сунмалла! Мĕн тумалла? Шкулта лайăх вĕренмелле, Мĕн тумалла? Ялан «пиллĕк» илмелле!

Тĕллевĕсем: 1) ачасен пуплев, калаçу хăнăхăвĕсене малалла аталантарасси; 2) чăваш чĕлхине хисеплеме, юратма вĕрентесси; 3) çывăх тăвансене хисеплеме, ăнланма, юратма хăнăхтарасси.

«Моя семья- мое богатство» «Дружная семья гору сдвинет».

Физкультура саманчĕ: Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тӑваттӑ, Пирĕн пысӑк пулмалла. Физзарядка, физзарядка, Физзарядка тумалла. Пиллĕк, улттӑ, çиччĕ, саккӑр, Пирĕн ӑслӑ пулмалла, Алӑсене сармалла, Пилĕксене авмалла.

Работа по карточкам

Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ. Атте-аннерен хакли çук никам та тĕнчере. Атте-анне ятне ярас мар. Амăшне вĕрекен анчăк кашкăр кулли пулнă тет.

ТЕЛЕЙ сунмалла ЮРАТУ сунмалла СЫВЛĂХ сунмалла ĂНĂÇУ сунмалла ЫРЛĂХ сунмалла ТĂНĂÇЛĂХ сунмалла мир, удача, здоровье, счастье, любовь, добро

Спасибо за внимание

Выбранный для просмотра документ Чув.яз.Моя семья конспект.docx

Тĕллевĕсем: 1) ачасен пуплев, калаçу хăнăхăвĕсене малалла аталантарасси;

2) чăваш чĕлхине хисеплеме, юратма вĕрентесси;

3) çывăх тăвансене хисеплеме, ăнланма, юратма хăнăхтарасси.

Кирлĕ хатĕрсем : ноутбук, карточкăсем, юрăсем «Тăванлăх юрри», «Кукамипе

кукаçи»,« Урокра», ваттисен сăмахĕсем,видеофильм «Родительский дом»

1. Ачасене сывлӑх сунни.

− Сывлӑх сунатӑп сире, ачасем! Ырӑ та телейлĕ вӑхӑт тĕлне пултӑр пирĕн паянхи урок. Паян пирĕн патра хӑнасем пур. Вĕсене те сывлӑх сунӑр, тархасшӑн.

− Ларӑр. Паян класра кам дежурнӑй?

− Паян миçемĕш число?

− Халĕ çулталкӑн хӑш вӑхӑчĕ?

− Паян мĕнле çанталӑк?

− Маттур, ачасем! Ларӑр.

2. Аудированипе фонетика хӑнӑхӑвĕсене аталантарни.

3. Килти ĕçе тĕрĕслени.

Вы приготовили рассказ о своей семье

Семья на чувашском языке сочинение

II. Урок темипе тĕллевĕпе паллаштарни.

— Ачасем, çак сăвă кам çинчен?

-Тĕрĕс, ку сăвă атте-анне çинчен. Вĕсем пирĕншĕн чи çывăх тăвансем. Паянхи урокра эпир пĕр-пĕрне кукамайсем, кукаçисем, асаттесем, асанннсем, аннесем, аттесем çинчен каласа парăпăр, вĕсемпе паллаштарăпăр. Вĕсем çинчен ыйтса пĕлĕпĕр, вĕсене мĕнле пулăшни, юратни çинчен каласа парăпăр.

Семья на чувашском языке сочинение

Теслехе вуласа тух та вырасла кусар.

Теслехпе уса курса хаван юлташун семйи синчен каласа пар

Семья на чувашском языке сочинение

Семья на чувашском языке сочинение

III . Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.

Семья на чувашском языке сочинение

-Малтан ман хыççăн вулатпăр.

-Халь вĕсене куçарăпăр, мĕне пĕлтерни çинчен калаçăпăр.

-Тĕрĕс, атте-аннене хирĕç тавлашмалла мар. Вĕсем пиртен лайăх çын тăвасшăн.

Тетрадьсене уçăр-ха., число çыратпăр та çак ваттисен сăмахĕсене тетрадь çине çырса хурăпăр

IY . − Ачасем, эпир сирĕнпе пĕр-пĕрне юратмалла, хисеплемелле терĕмĕр. Апла пулсан пĕр-пĕрне мĕн сунмалла? (Что нужно желать друг-другу если любишь и уважаешь? В классе спрятаны слова. Вы их знаете. Найдите, прочтите и объясните смысл. Значение слов сопоставьте со словами из нашего волшебного цветка на доске: мир, удача, здоровье, счастье, любовь, добро. )

Семья на чувашском языке сочинение

Y . Вăйă « Кам тимлĕрех?»

-Паян эпир камсем çинчен калаçрăмăр? Çывăх тăвансем çинчен. Ыйтусем вĕсем çинчен пулаççĕ.Тимлĕ пулăр.

-Çемьере санран аслă хĕрача. Кам вăл? (аппа)

-Саншăн аннÿн амăшĕ кам пулать? (кукамай)

-Аннÿн ашшĕ кам пулать? (кукаçи)

— Аçун амăшĕ кам-ши? (асанне)

-Аçун ашшĕ кам пулать? (асатте)

-Санран аслă арçын ача. Кам вăл? (пичче)

-Тата кама каламасăр хăварнă ши эпир? (анне, атте)

( Доска çине çав сăмахсене пĕрин хыççăн теприне вырнаçтармалла)
-Маттур, пурте тăрăшрăр.

Семья на чувашском языке сочинение

Y I. Урока пĕтĕмлетни.

-Ваттисен сăмахĕсене вĕренмелле. Атте-анне çинчен вырăсла 4 ваттисен сăмахĕ тупмалла.

-Сире паян урокра мĕн килĕшрĕ? Мĕн асра юлчĕ?

-Паян урокра лайăх ĕçленĕшĕн …………»5» лартатăп.

(Родительский дом видео)

-Урок вĕçленчĕ. Сывă пулăр.

Видеофильм «Родительский дом»

Семья на чувашском языке сочинение

Семья на чувашском языке сочинение

Семья на чувашском языке сочинение

Семья на чувашском языке сочинение

Семья на чувашском языке сочинение

Семья на чувашском языке сочинение

Номер материала: ДВ-046280

Не нашли то что искали?

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Подарочные сертификаты

Ответственность за разрешение любых спорных моментов, касающихся самих материалов и их содержания, берут на себя пользователи, разместившие материал на сайте. Однако администрация сайта готова оказать всяческую поддержку в решении любых вопросов, связанных с работой и содержанием сайта. Если Вы заметили, что на данном сайте незаконно используются материалы, сообщите об этом администрации сайта через форму обратной связи.

Все материалы, размещенные на сайте, созданы авторами сайта либо размещены пользователями сайта и представлены на сайте исключительно для ознакомления. Авторские права на материалы принадлежат их законным авторам. Частичное или полное копирование материалов сайта без письменного разрешения администрации сайта запрещено! Мнение администрации может не совпадать с точкой зрения авторов.

Источник

Семья на чувашском языке сочинение

Семья на чувашском языке сочинение

Театр – это особый вид искусства. И хотя он пользуется сейчас очень большой популярностью, он заслуживает на внимание и любовь зрителей.

Мне кажется, что театр – одно из самых трудных искусств. Ведь он сочетает в себе и литературу, и актерскую игру, и музыку. Чтобы сделать качественный спектакль надо много усилий большого количества людей и от каждого из них зависит успех спектакля. Прежде всего, берется какой-то образец литературы за основу, но текст – это одно, а игра на сцене – это другое. Дальше вступает в игру воображение продюсера – он видит все действо под неким определенным углом и свое видение он должен донести до актеров.

Актеры в свою очередь должны не просто прочитать и понять текст, а прожить жизнь своего героя, почувствовать его, побывать в чужой жизни. Играть на сцене, я думаю, гораздо труднее, чем в кино. А в кино снимают много дублей, а когда актер выходит на сцену в театре, он имеет только один шанс, чтобы убедить зрителей в правдивости действа. У него должно быть идеально все: речь, жесты, мимика, тембр голоса, интонация. Он должен сказать зрителям свои слова так, чтобы они видели не актера, а персонажа, чтобы они поверили. Это очень сложно!

Для того, чтобы поставить спектакль, надо также иметь надлежащие костюмы. Сюда привлекаются дизайнеры и костюмеры, которые в одежде для актеров должны отразить описываемую эпоху, передать положение персонажей – бедные они или богатые? В какое время они жили? Аккуратные они или не очень? Когда зритель видит нового персонажа на сцене – он должен понять, кто это и хотя бы с первого взгляда попытаться предвидеть его назначение. Декорации, музыка, свет – все это тоже имеет большое значение. Время, удачное звуковое сопровождение усиливает общее впечатление от спектакля.

Итак, театр – очень сложный вид искусства, но почему-то сегодня не является очень популярным. Сегодня театр вытесняется фильмами, люди массово посещают кинотеатры, а не театры, кроме того, любимые фильмы можно смотреть и дома, в Интернете. А поход в театр для большинства кажется чем-то скучным и неинтересным.

Можно предположить, что это из-за того, что никто не заинтересован в том, чтобы рекламировать театр, делать его более популярным. Кого приучают любить это искусство с детства, то есть частично это зависит от того, какие вкусы привили в семье.

Таким образом, театр – это прекрасно, интересно и полезно! Каждый человек должен хотя бы раз в жизни побывать в театре, увидеть настоящий спектакль. Лично для меня театр – это интересно. Я посещаю занятия в театральном кружке при школе, и мы время от времени устраиваем спектакли и принимаем участие в районных конкурсах, но своего театра в городе не имеем. Нам иногда устраивают экскурсии в столичных театрах. Это бывает очень редко, но оставляет невероятное впечатление. Моя театральная группа очень любит смотреть спектакли на большой сцене и представлять себя там! Наш кружковый руководитель пытается нас приобщить к этому искусству, всячески заинтересовывает нас в этом, она организует с нами спектакли, своими руками делает костюмы и декорации и мы ей очень благодарны за то, что она делает нас ближе к театру. Переведите текст

Источник

Сочинени

Семья на чувашском языке сочинение

Сочинение на тему «Мама»

Скачать:

Предварительный просмотр:

Министерство образования и молодёжной политики Чувашской Республики

Республиканский конкурс творческих работ учащихся

«КАШНИ СĂМАХĔ САН ПИРКИ»

Автор: ученица 7В класса

МОУ «Красночетайская СОШ»

Красночетайского района ЧР

Руководительница: учительница чу-

вашского языка Васильева М.Н.

Красные Четаи – 2009

Анне! Çак ят чи çывăх, чи чаплă çĕр çинче.

Пурăнать вăл ĕмĕр сывă кашни çын чĕринче.

Чăваш чĕлхинче «анне» сăмахран чи çепĕççи те чуна çывăххи çук пулĕ тесе шухăшлатăп. Анне… Кашни çыншăн мĕн тери хаклă та çывăх çын! Çут тĕнчене килнĕ калаçма пĕлмен пепкене анне сăмахсăрах ăнланать. Эсĕ мĕн çинчен шухăшланине, мĕн пирки ĕмĕтленннине, мĕншĕн куляннине, савăннине, санăн мĕн ыратнине – пĕтĕмпех пĕлет анне. Вăл сана хăй кăкăрĕн сипетлĕ сĕчĕпе тĕрек панă, пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă, малтанхи сăмахсем калама вăхăт çитсен чĕкеç чĕлхи пилленĕ. Сана пĕрремĕш кĕнеке вуласа панă, пĕрремĕш юмах каласа кăсăклантарнă, пĕрремĕш сăпка юрри юрласа çывăратнă.

Анне яланах санпа юнашар пулма тăрăшать, кирлĕ канашсем парать, йывăр самантсенче пулăшать. Пирĕн çине вăл пĕчĕк чухне те, халĕ те савăнса пăхать. Ўссен эпир лайăх та ăслă çынсем пуласса шанать.

Манăн та Çĕр çинчи пур ачанни пекех анне пур, вăл Нина ятлă. Юратнă аннене манăн çут çанталăкăн çурхи вăхăчĕпе танлаштарас килет. Пётр Афанасьев поэт калашле,

Çуркуннепе анне сăнарĕ

Мана пĕр евĕр туйăнать.

Телей сунса, аннемĕр мар-и

Çурхи кун пек пире лăпкать.

Çут хĕвелпе анне сăнарĕ

Мана пĕр евĕр туйăнать.

Ытарайми аннемĕр мар-и

Пире вăй – хал парса тăрать.

Çук санран çывăххи тĕнчере.

Эс кÿретĕн кил-çурт илемне,

тет В. Давыдов-Анатри. Çак сăмахсене поэт ман анне пирки каланă пекех туйăнать. Мĕн тери чуна пырса тивекен сăмахсем! Манăн анне те çут тĕнчене виçĕ хĕр ача парнеленĕ.Вăл тĕпренчĕкĕсене пурне те пĕр пекех юрататать, пурнăçра ырра усалтан уйăрма, çынсене хисеплеме ăс парать, тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарать, анне пулма вĕрентет. Вăл пиртен кашниех чăн-чăн Çын пуласса шанать. Эпир те ăна питĕ-питĕ юрататпăр, пустуйшăнах кулянтармастпăр, лайăх паллăсемпе вĕренетпĕр, çитĕнўсемпе савăнтаратпăр. Аннен ăслă сăмахĕсене ăша хыватпăр.

Манăн та анне пекех çепĕç, вашават, сăпайлă, ăслă, пысăк чунлă, çынна ăнланакан, хўхĕм, ĕçчен, тўрĕ кăмăллă çын пулас килет. Ман шутпа, анне вăл – пирĕн телей. Пирĕншĕн аннерен пахи никам та çук, аннесĕр çын мĕнле пуян пулсан та телейлĕ пулаймасть. Унăн ырă сăмахĕсене, ĕçĕсене, вĕрентĕвĕсене эпир нихăçан та манас çук.

Источник

Видео

Понимают ли в Чебоксарах чувашский язык? Социальный эксперимент

Понимают ли в Чебоксарах чувашский язык? Социальный эксперимент

ЧУВАШСКИЙ ЯЗЫК

ЧУВАШСКИЙ ЯЗЫК

Учим чувашский. Выпуск 29.04.2016

Учим чувашский. Выпуск 29.04.2016

Учим чувашский язык (Урок 1)

Учим чувашский язык (Урок 1)

Новости 29.03.2013 (на чувашском)

Новости 29.03.2013 (на чувашском)

Как звучит чувашский язык

Как звучит чувашский язык

Языки в России 9: Чувашский язык

Языки в России 9: Чувашский язык

Самоучитель чувашского языка - 1 - Первые слова

Самоучитель чувашского языка - 1 - Первые слова

Фрагмент урока Серебряковой Ю.А. на чувашском языке "Кил-Йыш. Семья"

Фрагмент урока Серебряковой Ю.А. на чувашском языке "Кил-Йыш. Семья"

💓Чувашский язык. Алексей Шадриков - Ах чӗре, чӗрем (Ах, сердце). Чăваш Чĕлхи

💓Чувашский язык. Алексей Шадриков - Ах чӗре, чӗрем (Ах, сердце). Чăваш Чĕлхи
Поделиться или сохранить к себе:
Добавить комментарий

Нажимая на кнопку "Отправить комментарий", я даю согласие на обработку персональных данных, принимаю Политику конфиденциальности и условия Пользовательского соглашения.