Псалмы на чувашском языке

Псалмы на чувашском языке Языки
Псалмы на чувашском языке

Видео:Вечерняя молитва (каҫхи кĕлĕ) на чувашском языкеСкачать

Вечерняя молитва (каҫхи кĕлĕ) на чувашском языке

Псалмы на чувашском языке: Молитвы вечерние на чувашском языкеМолитвы вечерние на чувашском языке

Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой Сывлăшĕн ячĕпе. Аминь.

Эй, Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, Хăвăн чăн Таса Аннÿ кĕлтунипе, мĕнпур святой çынсем кĕлтунипе çырлах пире. Аминь.

Мухтав Сана, Туррăмăр, мухтав Сана.

Святой Сывлăша йăлăнмалли кĕлĕ

Эй, Çÿлти Патша, Эсĕ чуна лăплантаратăн, Эсĕ тÿрĕ Сывлăш, Эсĕ пур çĕрте пур, Эсĕ пурне те пултаратăн, пур ырăлăх та Санран тухать, чĕрĕлĕх те Эсĕ паратăн, пирĕн ăша кĕрсе вырăнаç; пур усалтан тасат пире, ырă Турă, пирĕн чунсене çăл.

Святой Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çырлах пире (3 хут каласа с ă хс ă хламалла).

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Виç ипостаçлĕ Турра йăлăнмалли кĕлĕ

Чăн таса Виç ипостаçлĕ Турă, Ху ятушăн çырлах пире. Эй, Турă, çылăхран тасат пире; эй, Патша, эпир йĕркесĕр пурăннине каçар; эй, Святой Сывлăш, пирĕн вăйсăрлăха килсе тÿрлет.

Эй, Турă, çырлах (3 хут).

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй, Çÿлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн Патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкÿ çĕр çинче те Çÿлти пекех пултăр; паян пурăнмалăх çăкăр пар пире; эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене каçар пире; çылăха ан кĕрт пире; усалтан хăтар пире.

Эй, Турă, хĕрхенсем пире, хĕрхенсем: урăх нимĕн те кала пĕлмесĕр, çак кĕлĕпе анчах эпир, çылăхлăскерсем, Сана, Патша Турра, тархаслатпăр: хĕрхенсем пире.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне : Эй, Турă, эпир Сана шанса, ĕмĕтленсе тăратпăр: хĕрхенсем пире; пире пĕтĕмпех çилленсе ан пăрах, пирĕн усал ĕçсене те ан асăн; Ху ырă кăмăллă тăрăх, халĕ те ĕлĕкхи пекех, пирĕн çине ăшă кăмăлпа пăх, тăшмансенчен хăтар пире. Эсĕ пирĕн Турă, эпир пурте, Сан аллупа пулнă Санăн çыннусем, Санăн ятна асăнатпăр.

Эй, Турă, çырлах (12 хут).

Пĕрремĕш кĕлĕ, аслă Макарий святойăн, Атте Турра

Эй, ĕмĕрхи Турă, Эсĕ Ху пултарнă япаласенĕн пуринĕн те Патши, мана çак сехете çитиччен пурăнма патăн, эпĕ паянхи кун е ĕçпе, е сăмахпа, е шухăшпа çылăха кĕнине пурне те каçар. Эй, Турă, мĕскĕн чунăма ÿтĕм ирсĕрĕнчен, усал шухăшсенчен тасат. Эй, Турă, çак çĕрлехи ыйхăма канлĕ çывăрса ирттерме пар мана, эпĕ хамăн мĕскĕн вырăнăм çинчен тăрса малашне пурăнас кун-çулăма Санăн чăн таса ятна юрăхлă ирттерем, хама хирĕç тăракан курăнан тăшмансене те, курăнман тăшмансене те çĕнтерсе пурăнам: эй, Турă, хама ирсĕрлентерекен усал шухăшсенчен, аскăн шухăшсенчен хăтар мана. Патшалăх та, хăват та, аслăлăх та Санăн: Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой Сывлăшĕн, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Иккĕмĕш кĕлĕ, сăваплă Антиохăн пирĕн Туррăмăра Иисус Христоса

Эй, Атте Туррăн Сăмахĕ Иисус Христос, Эсĕ пурне те тытса тăракан Чăн Турă, Хăвăн пит ырă кăмăлупа мана, Ху чуруна, нихăçан та ан пăрахсам, яланах ман ăшăмра пулсам. Эй, Иисус, Эсĕ Хăвăн сурăхусене кĕтекен ырă Кĕтÿçĕ, çĕлене мана астарма ан яр, шуйттан ĕмĕтне ан çитер: ман ăшра çылăх вăрлăхĕ пур. Эй, Святой Патша Иисус Христос, Эсĕ пурте пуççапакан аслă Турă, эпĕ çывăрнă чухне хăвăн ĕмĕр пĕтми çутупа, вĕренекенÿсене тасатнă Святой Сывлăшупа сыхласа тăр мана. Эй, Турă, мана та, Хăвăн тивĕçсĕр чуруна, çывăракан вырăнăм çинче çăлăнмалăхна пар: ăсăма таса Евангелине ăнлантарса çутат. Чунăма хĕресне юраттарса аванлат. Таса сăмахупа чĕреме тасат. Утĕме ху асап курнине астутарса тÿсĕмлĕх пар. Шухăшăма йăвашлăху çинчен шухăшласа сых-ланса тăма пар; выртнă вырăнăм çиичен, кĕлтăвас вăхăтра тăрса, Хăвна тав туса мухтаса тăма пар. Эсĕ ĕмĕртен малтанхи Атте Турăпа, Чăн Таса Сывлăш Турăпа пĕрле ĕмĕрех мухтавлă. Амииь.

3-мĕш кĕлĕ, чăн Таса Сывлăша

Эй, Турă, Çÿлти Патша, чуна лăплантаракан Тÿрĕ Сывлăш, мана, Хăвăн çылăхлă чуруна хĕрхенсе çырлахсам. Эпĕ, тивĕçсĕрскер, паянхи кун çын пек те мар, выльăхран та ытла юрăхсăрскер, мĕн кĕçĕнренпех мĕнле çылăха кĕнине, ирĕксĕр, пĕлсе е пĕлмесĕр, усал ирĕкне вĕреннипе, пуçсăрланнипе, шанăç çухатнипе çылăха кĕнине — пурне те каçар. Эпĕ Санăн ятупа тупа тунă пулсассăн е шухăшпа Сана хурланă, е эпĕ мĕншĕн те пулсан çилленнĕ е суеçтернĕ, е вăхăтсăр çывăрнă, е ман патăма мĕскен килсен, ăна хăваласа кăларнă, е хам тăванăма хуйхăртнă, е хурлантарнă, е кама та пулсан айăпланă, е хама хам асла хунă, е мăнкăмăлланнă, е çилленнĕ, е эпĕ хам кĕлĕре тăнă чух, ăсăм улталанса, ку тĕнчери усаллăх çинчен шухăша кайнă е пысăк шухăш тытнă, е эпĕ нумай çисе нумай ĕçнĕ, е ăссăрланса кулнă, е усал шухăш тытнă, е çын илемлĕхне курса чĕремпе пăсăкланнă, е эпĕ кирлĕ мара калаçнă, е эпĕ хамăн хисепсĕр çылăхсем пулсан та тăванăм çылăхĕнчен кулнă, е кĕлĕре тăма ÿркеннĕ, — хам астуман ытти пур усал ĕçсене тунă пулсан та пурне те каçар мана; эпĕ кусене çеç мар, кунтан та ытларах çылăха кĕнĕ. Эй, мана Пултаракан Патша, Эсĕ çынна савакан ырă Турă, мана, Хăвăн мĕскĕн тивĕçсĕр чуруна, хĕрхенсем, манăн çылăхăмсене пăрах, каçар. Вара эпĕ, аскăн çылăхлă мĕскĕнскер, канлĕ выртса çывăрса каям. Санăн чăн таса ырă ятна Атте Турăпа, унăн пĕртен-пĕр çуралнă Ывăлĕпе пĕрле пуççапса, юрласа, аслăласа тăрам. Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

4-мĕш кĕлĕ, аслă Макарий святойăн

Эй, аслă ырăлăхлă Вилĕмсĕр Патша, çынна савакан уçă кăмăллă Турă, мĕн илсе пырам-ши эпĕ Сан патна, мĕн япалапа тавăрам-ши Сана? Эсĕ мана, Хăвна юрас тĕлĕшрен наянскере, пĕр ырăлăх та туманскере ху енне çавăрса, ман чунăма çăлăнмалла туса, çак иртнĕ кун вĕçне çитмелле турăн. Мана, çылăхлă, кирек мĕнле ырă ĕç тĕлĕшĕнчен те çарамасскере, хĕрхенсем. Виçесĕр çылăхсемпе вараланса ÿкнĕ чунăма çĕклесе тăратсам: манăн мĕнпур шухăшăма ку курăнакан пурăнăçăн усаллăхĕнчен сирсе тăр. Эй, пĕр Эсĕ анчах çылăхсăр Турă, эпĕ çак куна: пĕлсе, пĕлмесĕр, сăмахпа, ĕçпе, шухăшпа, мĕнпур ăсăмпа çылăха кĕнине пурне те каçар: Эсĕ Ху мана Хăвăн Турăлăхун хăвачĕпе, çынна чĕлхе калайми юратнипе, Хăвăн вăюпа пур хирĕç тăракан усалтан та витсе усра. Эй, Турăçăм, тасатсамах манăн нумай çылăхăмсене, тасатсамах. Эй, Турă, мана усал танати-сенчен хăтармашкăн та, çылăхĕсемшĕн çунакан чунăма çăлмашкăн та кăмăллă пул; Хăвăн мухтавлăхупа килнĕ чухне мана Хăвăн çутă сăнупа хупласа тăр; халĕ те ĕнтĕ мана, айăпсăрланмасăр, шухăша-мĕне каймасăр, ыйхăпа çывăрса кайма пар; Хăвăн чурувăн шухăшĕсене шикленмелле мар ту, шуйттанăн мĕнпур тăрăшнине манран сирсе яр, чунăм чĕрин куçĕсене çутатса яр, вара эпĕ вилме çывăрса каймалла ан пулам; Хăвăн канăçлă, сыхлакан, чунăма та, ÿтĕме те пăхса усракан Ангелна яр: вăл мана тăшмансенчен хăтарса тăтăр. Çапла вара эпĕ, вырăнăм çинчен тăрса, Сана тав кĕлли кÿмелле пулам. Эй, Турă, Ху уçă кăмăллă тăрăх мана, Хăвăн çылăхлă, мĕскĕн чуруна, илтсем: ыйхăран тăрсан Хăвăн сăмахусене вĕренмелĕхне пар мана, Хăвăн Ангелусемпе çавăрса илсе, шуйт-танран килекен шанăçсăр шухăша манран хăваласа яр: эпĕ вара Санăн ятна тав туса аслăлам, Эсĕ Ху пире çылăхлă çынсенĕн хутне кĕме панă Санăн чăн Таса Аннÿ Марияна та мухтаса тăрам; Вăл пирĕншĕн кĕлтунине хапăл тусам, — эпĕ пĕлсе тăратăп: Эсĕ çынна юратнине Вăл та тума тăрăшать, пĕр чарăнмасăр çынсемшĕн кĕлтуса тăрать. Эй, Иисус Христос Туррăмăр, Вăл пирĕншĕн хута кĕнипе, Хăвăн таса Хĕресÿ хăвачĕпе, мĕнпур сăваплă çыннусем кĕлтунипе манăн мĕскĕн чунăма сыхласа усра: Эсĕ пур ĕмĕрте те таса, мухтавлă тăратăн. Аминь.

Эй, Туррăмăр, Эсĕ Ху ырă тăрăх этеме юрататăн, эпĕ паянхи кун е сăмахпа, е ĕçпе, е шухăшпа çылăха кĕнине каçар, ырă, канлĕ ыйха пар мана, тĕрлĕ усалтан витсе сыхлама Ангелна яр; Эсĕ пирĕн чуна та, ÿте те пăхса усракан Турă, эпир Сана аслăласа мухтатпăр: Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй, эпир ĕненекен Туррăмăр, эпир Санăн ятна пур ятран та ытла асăнса тăратпăр: пирĕн, ыйха каякан çыннусенĕн, чунĕсене те, ÿчĕсене те çăмăллат, пур тĕрлĕ шухăша каясран та, тĕттĕм тутлăхран та сыхла пире; усал шухăшсем аптăратнине пĕтер, ÿтĕмĕр çĕкленсе, хĕрсе кайнине сÿнтер; ĕçпе те, сăмахпа та тĕрĕс ăспа тăма пар пире; çапла вара эпир ырă ĕçпе пурăнма хăнăхса кайса, Эсĕ пама пулнă ырăлăхран юлмалла ан пулар, Эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă. Аминь.

Ылтăн Чĕлхе Иоанн святойăн

кăнтăрлахипе çĕрлехи сехет хисепĕ тăрăх

1. Эй, Турă, Çÿлти ырăлăхунтан ан хăвар мана. 2.Эй, Турă, ĕмĕрлĕх асапран хăтар мана. 3.Эй, Турă, эпĕ ăспа, шухăшпа, е сăмахпа, е ĕçпе çылăха кĕнине каçар. 4.Эй, Турă, эпĕ пĕлмесĕр кирек епле çылаха кĕресрен те, манса пуранасран та, тусĕмлех çухатасран та, кăмăл хытса туйми пуласран та хăтар мана. 5.Эй, Турă, пур тĕрлĕ çылăха кĕресрен те хăтар мана. 6.Эй, Турă, усал, аскăн шухăшсем хупласа илнĕ чĕреме çутат. 7.Эй, Турă, эпĕ çылăхлă çын, Эсĕ ырăлăхлă Турă, манăн чунăм тĕрексĕррине кура хĕрхен мана. 8.Эй, Турă, хăватна парса пулăш мана, Санăн таса ятна мухтама юрăхлă пулам. 9.Эй, Турă Иисус Христос, мана, Ху чуруна, чĕрĕлĕх кĕнекине çырса хур, вилнĕ чух мана ырă вилĕм пар. 10.Эй, Турăçăм, Турăçăм, эпĕ Сан умăнта пĕр ырă ĕç те туман пулсан та, çапах Хăвăн тивлетÿпе малашне ырă ĕçсем тăва пуçлама пулăш мана. 11.Эй, Турă, ман чĕрем ăшне Хăвăн ырăлăху сывлăмне антар. 12.Эй, тÿпепе çĕре пултаракан Турă, мана, çылăхлă, йĕрĕнмелле усал чуруна, Хăвăн Патшалăхунта асна илсем. Аминь.

1.Эй, Турă, çылăхăмсенчен ÿкĕннĕ чух хапăл ил мана. 2.Эй, Турă, ан пăрах мана. 3.Эй, Турă, усал пусмăрласран сыхла мана. 4.Эй, Турă, мана ырă шухăш пар. 5.Эй, Турă, ÿкĕнсе йĕме пар мана, вилессĕме астутарса тăр, кăмăлăма çемçет. 6.Эй, Турă, çылăхăмсенчен ÿкĕнес шухăш пар мана. 7.Эй, Турă, мана йăвашлăх, тасалăх пар, Хăвна итлекен ту. 8.Эй, Турă, мана ырă ĕçсем туса пурăнма вĕрент, Хăвăнтан хăраса тăма пар. 9.Эй, Турă, Хăвна пĕтĕм чунăмпа, пур шухăшăмпа юратса пурăнмалла ту мана, эпĕ пĕр ĕçĕмре те Санăн ирĕкÿнтен ан тухам. 10.Эй, Турă, усал çынсенчен, шуйттансенчен, хама хам чараймасран, çавăн пек ытти тĕрлĕ кирлĕ мар япаласенчен те витсе сыхла мана.11. Эй, Турă, Эсĕ пурне те Ху пĕлсе Ху ирĕкÿпе тăватăн: эпĕ те, çылăхлăскер, Сан ирĕкÿ тăрăх пурăнам. 12.Эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă, аминь.

Иисус Христос Туррăмăра

Эй, Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, санăн чăн Таса Аннÿне ÿтсĕр Ангелусем кĕлтунипе, Ху умĕн килекен, Хăвна шыва кĕртекен пророку, Турă çинчен вĕрентекен апостолсем, çутă, ырă çĕнтерекен асапланакансем, ăшĕсенче Турра тытса пурăннă таса шухăшлă аттесем, пур сăваплă çынсем те кĕлтунипе халĕ мана шуйттан çавăрса илесрен хăтар. Эй, мана пултаракан Туррăм, Эсĕ çылăхлă çынна вилĕмпех пĕтересшĕн мар, ăна Ху енне çавăрса чĕрĕ тăвасшăн; мана та ĕнтĕ, мĕскĕне, тивĕçсĕрскере, Ху енне çавăрсам, чĕрĕллех мана тамăка илсе каясшăн пулса, мана çисе ярас тесе, çăварне карса тăракан, пĕтерекен çĕленрен хăтар мана. Эй, мана лăплантаракан Туррăм, Эсĕ маншăн, мĕскĕнскершĕн, Ху çине çĕрĕк ÿте илнĕ, мĕскĕнлехрен хăтар мана, манăн мĕскен чунăма лăпланăç пар; манăн чĕрем ăшне Ху хушнине тумалăх, усал ĕçсене хăвармалăх, Хăвăн телейлĕхне илмелĕх шухăш хыв; эй, Турă, эпĕ Сана шанса пурăнтăм, çăл мана.

Эй, ырă Патшан ырă Амăшĕ, Турра çуратнă, чăн таса, мухтавлă Мария, ман ча-русăр чунăма Хăвăн Ывăлун, пирĕн Туррăмăрăн, хĕрхенекен кăмăлне курма пар. Ху кĕлтуса тăнипе ырă ĕçсем тума вĕрент мана; юлашки пурнăçăма çылăхсăр ирттерсе, Сан урлă Рая кĕрем; эй, Турра çуратнă Хĕр, пĕр Эсĕ анчах таса, пĕр Эсĕ анчах мухтавлă.

çынна сыхласа усракан Ангела

Эй, Христосăн мана сыхласа тăракан, манăн чунăмпа ÿт-пĕвĕме пăхса усракан святой Ангелĕ, эпĕ паянхи кун çылăха кĕнине пурне те каçар, тăшман кураймасăр çылăха кĕртесрен хăтар мана, Турра манăн пĕр çырлăхпа та кÿрентерес марччĕ; маншăн, çылăхлă, юрăхсăр чурушăн, кĕлту: мана чăн таса Виç ипостаçлĕ Туррăн, Иисус Христос Туррăмăр Амăшĕн, пур святой çынсенĕн те хĕрхенекен ырă кăмăлĕсене курма юрăхлă ту. Аминь.

Турă Амăшне кондак

Эй, Турă Амăшĕ, Эсĕ хăватлă çар пуçлăхĕ пек, тăшмансене çĕнтеретĕн, эпир, чурусем, тăшмансенчен хăтăлнăшăн Сана тав туса, мухтаса юрлатпăр, Хăвăн пурне те çĕнтерекен хăватлă вăюпа пур йывăрлăхран та хăтар пире. Эпир Сана: эй, Таса Хĕр, савăн тесе калар.

Эй, пит мухтавлă ĕмĕр Хĕр, Христос Турă Амăшĕ, кĕллĕмĕре Хăвăн Ывăлу, пирĕн Турă, патне çитер, Сан урлă Вăл пирĕн чунсене çăлинччĕ.

Эй, Турă Амăшĕ, мĕнпур шанчăкăм манăн Санра, витсе усра мана.

Эй, Турра çуратнă Хĕр, мана, çылăхлăскере, Эсĕ пулăшассине, Эсĕ хута кĕрессине кĕтекенскере, пăрахсах ан хăварсам: эпĕ Сана шанса тăратăп, хĕрхенсем мана.

Иоанникий святой кĕлли

Манăн ĕмĕтленсе тăма Атте Турă пур, тархасласа хăталма Ывăл Турă пур, мана витсе тăракан Святой Сывлăш Турă пур: эй, Виç ипостаçлĕ Таса Турă, мухтав Сана.

Кĕлĕсене вĕçлес умĕн

Эй, Турра çуратнă Хĕр, Сана асла хурса хисеплеме тĕрĕс тивĕçлĕ, Эсĕ пирĕн Туррăн ĕмĕр мухтавлă Таса Амăшĕ: Эсĕ Херувимсенчен те аслă, Серафимсенчен те мухтавлă, Эсĕ хĕр хальлĕн сăмах Турра çуратнă, Эсĕ Турă Амăшĕ, Сана аслăлатпăр.

Эй, Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, Хăвăн чăн Таса Аннÿ кĕлтунипе, ăшĕсенче Турра тытса, таса пурăннă Аттемĕрсем, пур святой çынсем те кĕлтунипе хĕрхен пире. Аминь.

Иоанн Дамаскин святой кĕлли

Эй, этеме савакан Патша Турă, çак вырăнах вара маншăн тупăк вырăнне пулĕ-ши? Е Эсĕ мана кун-пуç çутинчех усрасшăн. Акă ман умра тупăк выртать, акă мана вилĕм кĕтсе тăрать. Эй, Турă, хам эпĕ Санăн судунтан та, нихăçан та пĕтес çук асапран та хăратăп, çапах та хам усал ĕç тума чарăнаймастăп: Сана та, хам Туррăма, Санăн чăн Таса Аннÿне те, Çÿлти пур вăй-хăватсене те, хама сыхлакан сăваплă Ангелăма та кÿрентерме чарăнаймастăп. Эй, Турă, Эпĕ Санăн çынна юратакан кăмăлна курма тивĕçлĕ маррине, эпĕ пур айăпа та, асапа та тивĕçлине хам та пĕлсе тăратăп. Эй, Турă, эпĕ çăлăнасшăн, çăлăнасшăн мар пулсан та, çăл мана. Эсĕ ырă пурăнăçлине çăлни вăл аслă ĕç мар, тасине хĕрхенни те пĕрре те тĕлĕнмелле пулас çук: вĕсем Санан ырăлăхна курма тивĕçлĕ. Эсĕ Хăвăн ырăлăхна ман çинче, çылăхлăскер çинче палăрт. Ху этеме савнине ман çинче палăртса тăр, вара Санăн чĕлхе калайми хĕрхенекен кăмăлна манăн усаллăхăм ан çĕнтерейтĕр: Ху епле çăлма кăмăл тăватăн, çăл мана.

Эй, Христос Туррăм, ман куçăма уç, çывăрнă çĕртех вилмелле ан пулам, тăшманăм: çĕнтĕм ĕнтĕ кăна, тесе ан калатăр.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне : Эй, Туррăм, чунăм хутне кĕрекен пул, танатасем нумай карса хунă çĕрте çÿретĕп, вĕсенчен хăтарса тăр, çăл мана, Эсĕ этеме савакан ырă Турă.

Хĕрес хывса, Таса Хĕрес кĕллине кала:

Турă тăтăр та, Унăн тăшманĕсем саланччăр, Ăна кураймансем Ун патĕнчен тар-ччăр, тĕтĕм саланса çухалнă пек çухалччăр. Эй, Туррăн чĕрĕ тăвакан ырă хĕресĕ, савăн! Эсĕ Ху çумна пăталанса, тамăка анса шуйттан хăватне пĕтернĕ пирĕн Туррăмăр Иисус Христосăн хăвачĕпе усалсене хăваласа яратăн. Вăл сана, Хăйĕн таса хĕресне, пур тăшмансене те хăваласа яма пире панă тесе, Турра юратса, хăйсем çине хĕрес хывса, савăнса калакансем умĕнче усалсем, ăвăс вут умĕнче шăранса пĕтнĕ пек, пĕтчĕр. Эй, Туррăн чĕрĕ тăвакан ырă хĕресĕ, пире пăхса усракан Турра çуратнă Таса Хĕрпе, мĕнпур святойсемпе пĕрле эсĕ мана ĕмĕрех пулăшса тăр. Аминь

Е кĕскен çакна кала:

Эй, Турăçăм, Хăвăн Чĕрĕлĕх паракан Таса Хĕресÿ хăвачĕпе пур тĕрлĕ усалтан та витсе сыхла мана.

Эй Турă, эпир çылăха кĕнине çăмăллат, пăрах, каçар; ирĕклĕ, ирĕксĕр е сăмахпа, е ĕçпе, е пĕлсе, е пĕлмесĕр, е кăнтăрла,е çĕрле, е ăспа, е шухăшпа çылăха кĕнине пурне те каçар пире: Эсĕ этеме савакан ырă Турă.

Эй этеме савакан Турă, пире кураймансене, пире хур тăвакансене каçар. Ырăлăх тăвакансене ырăлăх ту. Пирĕн тăвансем, хурăнташсем çăлăнасшăн кĕлтунине илт, ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрт вĕсене. Чирлĕ выртакансем патне пырса, чирĕсенчен тÿрлет. Тинĕс çинче çÿрекенсене лайăх илсе çÿре. Çул çÿрекенсемпе пĕрле çÿре. Пире пулăшакансенĕн, пире хĕрхенекенсенĕн çылăхĕсене каçар. Пире, юрăхсăрскерсене, хăйсемшĕн кĕлтума хушса хăварнисене Хăвăн аслă ырăлăхупа çырлах. Эй Турă, тыткăнра ларакан тăванăмăрсене асна ил, тĕрлĕ асапран хăтар вĕсене. Эй Турă, Хăвăн таса чиркĕвÿсене парне кÿрекенсене, ырăлăх тăвакансене асна ил, вĕсем çăлăнасшăн кĕлтунине илт, ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрт вĕсене. Эй Турă, пире те, мĕскĕн, çылăхлă, тивĕçсĕр чурусене, асна ил. Пире тытса тăракан чăн Таса Турă, Амăшĕ, ĕмĕр Хĕр Мария кĕлтунипе, мĕнпур святой çынсем кĕлтунипе пирĕн ăса Хăван ăсу çуттипе çутат, Хăвăн йĕркÿсем тăрăх пурăнма вĕрент. Эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă тăратăн. Аминь.

Ыйăха кайнă чух çакна кала:

Эй Турăçăм Иисус Христос, чунăма Сан аллуна паратăп. Эсĕ пилле мана, Эсĕ хĕрхен мана, ĕмĕрлĕх пурăнăç пар мана. Аминь.

Источник

Видео:Псалтырь на чувашском языке (1 кафизм)Скачать

Псалтырь на чувашском языке (1 кафизм)

Псалмы на чувашском языке: Псалмы на чувашском языкеПсалмы на чувашском языке

Юнашар пурăннă чухне тĕрлĕ сăлтава пула хакламастпăр çав тăванăмăрсене. Çавăнпа пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă самантра юлашки хут та пулин ырă тăвас килет вĕсене. Ку чăннипе те сăваплă ĕç.

Имшерленсе çитнĕ сын патне священнике чĕнмелле. Чирлĕ çыннăн çылăхĕсене каçарттарса вăл Туррăн Ўчĕпе Юнне сыптарать. Унччен, Туррăн Ўчĕпе Юнне сыптариччен, йывăç çу (елей) сĕрет. Йывăç çуне сĕрни пит кирлĕ: çак таинство вăхăтĕнче Турă мĕн пур çылăха, çав шутра ирĕксĕртен, пĕлмесĕр тунисене те, çылăх каçарттарнă чухне манса хăварнисене те каçарать. Апла пулин те çылăх каçарттарнă чух юриех каламасăр, пытарса хăварнă çылăхсем, вăтаннăран каласа паман çылăхсем каçарăнмаççĕ. Çавăнпа çылăх­сене пурне те (пит вăтанмаллисене те!) священнике каласа памаллах.

Йывăр чирлекенĕн вăй çитерсе пуринчен те каçару ыйтмалла, ăна хăйне те каçармалла. Вал халсăр тесе ÿпкелешме кирлĕ мар: унăн асапĕсене çăмăллатма тăрăшăр, йăпатăр, ăшă сăмахсем калăр.

Турă Ўчĕпе Юнне ăша илмесĕр леш тĕнчене куçнă çын­нăн тăванĕсем, вĕсем ăна пĕлсе тăрсах пулăшман пулсан, хăйсем çине пысăк çылăх илеççĕ. Çавăнпа священнике киле чирлĕ çын нимĕн ăнланми пуличчен чĕнмелле. Унсăрăн ĕлкереймесен те пултаратăр.

Йывăр чирпе асапланакана кашни кунах выçварла просвир çитермелле, кĕлтуса тасатнă шыв ĕçтермелле, унăн вырăнĕпе юнашарах Псалтирь вуламалла. Турă Юнне сыптарни ку çын часах вилет тенине пĕлтермест, çавăнпа унăн сывлăхĕшĕн чиркÿре молебен тутарни вырăнлă.

Чăн тĕне тытса пурăнакан çыннăн чунĕ ÿтĕнчен уйрăлса тухнă чухне Иисус Христос Туррăмăра тата Турра çуратнă чăн Таса Хĕре, Турă Амăшне, йăлăнса кĕлтумалли йĕрке (ка­нон) пур. Çыннăн чунĕ уйрăлнă чух священник çав канона вулать. Ăна вулас умĕн килти турăшсемпе иконăсем умне е çурта, е лампада çутса лартмалла.

«Святой Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çыр­лах пире (3 хут(.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, хале те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Чăн таса Виç-ипостаçлĕ Турă, Ху ятушăн çырлах пире. Эй Турă, çылăхран тасат пире; эй Патша, эпир йĕркесĕр пурăннине каçар; эй Святой Сывлăш, пирĕн вăйсăрлăха килсе тÿрлет.

Эй Турă, çырлах (3 хут). Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Свя­той Сывлăшне халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй çÿлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкÿ çĕр çинче те çÿлти пекех пултăр; паян пурăнмалăх çăкăр пар пире; эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене каçар пире; çылăха ан кÿрт пире; усалтан хăтар пире».

Вара «Эй, Турă, çырлах» тесе 12 хут ÿкĕнсен 90-мĕш псалома вуламалла.

90-МĔШ ПСАЛОМ. ДАВИДĂН МУХТАВ ЮРРИЙĔ

Çÿлти Турă пулăшнипе пурăнакан çын пĕлĕт çинчи Туррăн хÿтлĕхне вырнаçĕ. Турра калĕ: Эсĕ ман хута кĕрекенĕм, мана пулăшаканăм, манăн Туррăм, Сан çине шанатăп, тейĕ. Сана Вăл тытаканăн танатинчен, ăшна хускатакан сăмахран хăтарĕ. Сана Хăйĕн хулпуççийĕсемпе хÿтĕлесе тăрĕ, Ун çуначĕсем айĕнче эсĕ шанчăклă тăрăн: Унăн чăнлăхĕ хĕç-пăшал пек йĕри-тавра сыхлĕ сана; Çĕрлехи тискертен те, кăнтăрла янă çĕмĕренрен те, тĕттĕм çĕрте тĕл пулан япаларан та, инкек-синкекрен те, кăнтăрлахи усал-тĕселтен те хăрамăн. Сан сулахай енчен пиншерен ÿкĕç, сылтăм енчен вуншар пинĕн ÿкĕç, ху патна çапах çывăхараймĕç: эсĕ хăвăн куçупа пăхса анчах таран, çылăхлă çынсене хирĕç тавăрнине курăн; мĕншĕн тесен эсĕ: манăн шанчăкăм Турă, терĕн; эсĕ çÿлти Турра хăвăн хутна кĕрекенÿ турăн. Сан патна усал пыраймĕ, кил-çурту яхăнне чир-чĕр çывăхараймĕ. Хăй ангелĕсене сана пур çулусем çинче те сыхлама хушĕ: вĕсем сана алă çинче илсе çÿрĕç, уруна чула перĕнтермĕç. Аспидпа василиск çине пусăн, арăсланпа çĕлене таптăн.

Вал Ман çине шаннăшăн ăна çăлăп; Манăн ята пĕлнĕшĕн ăна витсе тăрăп. Мана тархасласанах илтĕп ăна: хурлăхĕнче унпа пĕрле пулăп, ăна çăлăп, ăна мухтава кăларăп; ăна вăрăм кун-çуллă тăвăп, Ăна Хам çăлнине кăтартăп.

(Малалла мĕн тумаллине кĕлĕ кĕнекисенче тупса вулăр). Çак кĕлĕсенче эпир тăванăмăра çĕр çинчи асапĕсенчен хăтарма, чунне Çÿлти Патшалăха кĕртме Турра йăлăнатпăр.

Вилнĕ çынна çиелтен ятарласа хатĕрленĕ вилĕ пĕркенчĕкĕпе витеççĕ. Вилĕ пĕркенчĕкĕ çине хĕрес, святойсен сăнĕсене ÿкернĕ, кĕлĕ сăмахĕсене çырнă. Ку ĕнтĕ çыннăн чунĕ Турă хÿттинче пулнине пĕлтерет.

Çĕр çинчен ĕмĕрлĕхе каякан çынпа сывпуллашакансенчен чылайăшĕ вырăнлă сăмахсем тупаймасть. Кун пек чухне çак кĕлле каласан аван: «Эй, Турă, Хăвăн халĕ вилнĕ (ятне каламалла) чурăвăн чунне канăçлăх пар тата вăл ирĕкпе е ирĕксĕртен тунă çылăхсене каçарса Çÿлти Патшалăхна кÿрт». Паллах, малтан сăхсăхмалла, унтан вилнĕ çынран каçару ыйтмалла, хăйне те каçармалла.

Чуне тухнă çыннăн ÿтне виçĕ кунтан пытараççĕ, анчах вы­рăнлă сăлтавсем пулсан, сăмахран, аякра пурăнакан çывăх тăванĕ çитсе ĕлкĕреймесен, ку ĕçе тепĕр куна та хăварма пулать. Чăн тĕн кун пек тунине хирĕçлемест.

Çакна астумалла: Раштав тата Мăнкун кунĕнче виле пытарма юрамасть.

Тупăка пÿртрен çĕклесе тухас умен Лития кĕллине тăваççĕ.

Священник çапла пуçлать: Пирĕн Турă яланах мухтавлă, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех.

Юрлакан: Аминь. Унтан, вуланă пек, çаксене юрлать: Свя­той Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çырлах пире (виçĕ хут(.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех, аминь.

Чăн таса Виç-ипостаçлĕ Турă, Ху ятушăн çырлах пире, эй Турă, çылăхран тасат пире, эй Патша, эпир йĕркесĕр пурăннине каçар, эй Святой Сывлăш, пирĕн вăйсăрлăха килсе тÿрлет.

Эй Турă, çырлах (виçĕ хут(. Мухтав халĕ те.

Эй çÿлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкÿ çĕр çинче те çÿлти пекех пултăр; паян пурăнмалăх çăкăр пар пире; эпир хамăра парамлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене те каçар пире, çылăха ан кÿрт пире, усалтан хăтар пире.

Юрлакан: Аминь, тет те çак тропарьсене юрлать:

Эй Çăлакан, Хăвăн чурусенĕн чунĕсене сăваплă пурăнса вилнисенĕн чунĕсемпеле пĕр канлĕхе кĕрт; эй çынна савакан Турă, Эсĕ вĕсене Ху патăнти телейлĕ пурăнăçра усра.

Эй Турă, Хăвăн таса çыннусем пурăнакан çуртна çак чура-сенĕн чунĕсене те кĕрт: çынна савакан Турă пĕр Эсĕ анчах.

Мухтав: Эй Турă, Эсĕ, тамăка анса, унта тимĕрлесе ларакансенĕн сăнчăрĕсене салтса янă; çак чурсенĕн чунĕсе­не салтса янă; çак чурасенĕн чунĕсене те Хăвах канлĕхе кĕрт.

Диакон: Эй Турă, Санăн ырăлăх нумай, çырлах пире, Сана кĕлтăватпăр, илтсе çырлах.

Юрлакан: Эй Турă, çырлах (виçĕ хут)

Юрлакан: Эй Турă, çырлах (виçĕ хут).

Диакон: Турă вĕсен чунĕсене сăваплисем канăçлă тăра­кан çĕре кĕрттĕр, тесе кĕлтăвар.

Юрлакан: Эй Турă, çырлах (виçĕ хут).

Священник хăй ăшĕнче çапла кĕлтăвать: эй сывлăшсенĕн те, пур тĕрлĕ ÿтлисенĕн те Турри, Эсĕ вилĕме çĕнтернĕ, шуйттана пĕтернĕ, Ху тĕнчÿне чĕрĕлĕх панă; эй Туррăмăр, Эсĕ Хăвах çак тĕнчерен кайнă чурусенĕн (ячĕ-сене кала) чунĕсене çутă çĕре, ырă çĕре, канлĕ çĕре кÿрт, тĕрлĕ чир, асап, хуйхă çук çĕре вырăнаçтар, вĕсем е сăмахпа, е ĕçпе, е шухăшпа тĕрлĕ çылăха кĕнине пурне те, Ху этеме савакан ырă Турă тăрăх, каçар; ку тĕнчере пурăнса çылăха кĕмен çын никам та çук, пĕр Эсĕ анчах çылăхсăр, Санăн чăнлăху ĕмĕрех чăнлăх, Санăн сăмаху тĕрĕс.

Унтан малалла хытă сасăпа калать: Эй Христос Туррăмăр, Эсĕ ку тĕнчерен кайнă (ячĕсене кала) чурусене чĕртсе, пурăнăç парса канăçлăха кĕртетĕн, Сана ĕмĕртен малтанхи Аçупа пĕрле, пурне те чĕрĕ тăвакан чăн таса ырă Сывлăшупа пĕрле аслăласа мухтатпăр, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех.

Юрлакан: Эсĕ Херувимсенчен те аслă (пĕтиччен)

Священник: Эй Христос Турă, мухтав Сана, эпир ĕмĕтленсе тăракан Турă, мухтав сана!

Юрлакан: Мухтав халĕ те: Эй Турă, çырлах (виçĕ хут). Пилле.

Священник юлашки кĕлле (отпуст) калать: Вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă пирĕн чăн Туррăмăр Христос, Хăйĕн чăн таса Амăшĕ кĕллипе, аслă мухтавлă святой апостолсен кĕллипе, ăшĕсенче Турра тытса таса пурăннă святой аттемĕрсен кĕлли­пе, мĕнпур святой çынсен кĕллипе, ку тĕнчерен пиртен уйăрăлса кайнă Хăйĕн чурисенĕн (ячĕсене калать) чунĕсене сăваплă пурăннисемпе перле тутăр, Авраам савăнăçне кĕрттĕр, тасисемпе пĕр хисепе хутăр, пире те çырлахтăр: Вăл этеме савакан ырă Турă.

Юрлакан: Ĕмĕр асăнма пар (виçĕ хут).

Çак кĕлĕ пынă вăхăтра пÿртри çынсен аллинче пурин те çутнă çурта пулмалла. Кĕлĕ вăраха пымасть, çавăнпа пĕчĕкрех çуртасем çутни вырăнлăрах. Çуртасене çурмаран касма та, татма та юрамасть. Тупăк хĕррине (пуçĕпе ури вĕçĕсене, икĕ енне аллисен тĕлне) тăватă çурта çутмалла.

Тупăка хĕвеле хирĕç çавăрса çыннăн урисене малалла туса йăтмалла. Ăсатма каякансенчен килтен тухса масар çине çитичченех «Святой Турă. » кĕлле юрласа пымалла. Вилĕне пытариччен малтан чиркÿре кĕлтутармалла. Капла тума май çук пулсан, камăн та пулин чиркĕве каймалла. Унта кĕл тутарнă хыççăн вилнĕ çынна пытарма кирлĕ япаласене пурне те чирку çыннисем хăйсемех ăнлантарса парса яраççĕ.

Масар çинче çынна хĕвел тухăçнелле пăхса вырттараççĕ. Вилепе сывпуллашас умĕн чиркÿрен панă тăпрана ун çине хĕресле туса сапаççĕ. Тупăка малтанах чавса хатĕрленĕ шăтăка антарнă вăхăтра каллех «Святой Турă. » кĕлле юрламалла. Унтан кашниех, «этемĕн тăпраран пулнă ÿчĕ çĕре кĕрсен каллех тăпра пулать» тенине асра тытса, пĕрер ывăç тăпра пăрахать. «Вырăншăн тÿлеме» тесе шăтăка укçа пăрахни тĕшмĕшле япала çеç. Тăпрасăр пуçне тупăк çине нимĕн те пăрахма юрамасть.

<img src="file:///C:DOCUME

Тупăка йăтнă е ăна шăтăка антарнă чухне усă куракан вăрăм алшăллисене тата-тата пытарма пынă çынсене парас йăла пур хăш-пĕр вырăнта. Ку Чăн тĕнĕн йăли-йĕркисенчен тухнă япала мар, апла пулин те алшăллине татса пама юрать. Анчах та хăш-хăш çĕрте çип е урăх йышши япаласем параççĕ. Ку – суя йĕрки. Хăш-пĕр вырăнта вара хĕрĕх кунччен вилнĕ çыннăн япалисене никама та памаççĕ. Кун пек тунине Чăн тĕн хирĕçлет, мĕншĕн тесен шăпах çак кунсенче вилнĕ çын чунĕшĕн хытă кĕлтумалла, ăна ыттисем те асăнччăр тесе унăн япалисене ĕненекенсене валеçсе памалла. Çавăнпа вилнин ячĕпе ырă ĕçсем туни, çак çынсене пулăшни, чиркÿсемпе мăнастирсене япала е укçа пани чуна çăмăллăх кăна кÿрет. Чун тухнă чухне çын çинче юлнă тумтире вара çунтарса ямалла. Ăна мачча çине çаксан кил-çурта вуткăвартан сыхлать тени тĕрĕс мар. Çунă чухне усă курнă япаласене те çунтармалла.

Масар çинчи ĕç вĕçленсен пурте пĕрле киле таврăнаççĕ, Турă çывăхне куçнă çынна асăнса апат çиеççĕ. Сĕтел хушшине лариччен камăн та пулин Псалтирьти 17-мĕш кафисмăна, урăхла каласан 118-мĕш псалома, вуламалла.

Санăн аллусем мана тунă, мана пултарнă: аса кÿрт мана, Санăн заповечÿсене вĕренем. Санран хăракансем эпĕ Сан сăмахусем çине шаннине курса савăнĕç. Эй Турă, ăнланса илтĕм эпĕ: Санăн сутусем тĕрĕс, Эсĕ мана тÿррипе йăвашлантартăн. Санăн ырăлăху пултăр: вал мана, Санăн чуруна, ху калана сăмаху тарах лăплантартăр. Санăн иксĕлми ырă­лăху ман çине çиттĕр, эпĕ чĕрĕ пулам: Санăн закону мана вĕрентет. Мăнкăмăллисем намăса юлччăр: вĕсем пĕр вырăнсăрах мана хирĕç йĕркесĕрленчĕç: эпĕ çапах Санăн йĕркÿсем çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшлăп. Мана Санран хăракансем, Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене пĕлекенсем тÿрлетчĕр. Манăн чĕрем Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисенче таса тăтăр: эпĕ намă­са ан юлам. Манăн чунăм Эсĕ çăласçине кĕтсе çунать: эпĕ Санăн сăмахусем çине шанатăп. Манăн куçăм: хăçан лăплантарăн-ши? тесе Санăн сăмахусене кĕтсе ывăнчĕ. Сивĕ çĕрти тир пек пултăм, çапах Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене манмарăм. Санăн чурăвăн кунĕ тата мĕн чухлĕ-ши? Мана хĕсĕрлекенсене хăçан маншăн сут тăвăн-ши? Закона пăсакансем ман шухăшĕсене каласа пачĕç мана, эй Турă, анчах вĕсем Сан закону пек мар. Санăн заповечÿсем пурте чăн: вĕсем мана пĕр вырăнсăр хăваларĕç, пулăшсам мана, Вĕсем мана çĕр çинче кăштах пĕтермерĕç, эпĕ çапах Санăн заповечÿсене пăрахмарăм. Хăвăн ырăлăхупа чĕрĕ усра мана, Санăн çăвару пĕлтернĕ йĕркесене тытса та­рам. Эй Турă, Санăн сăмаху ĕмĕрех пĕлĕт çинче тăрать. Санăн чăнлăху сыпăкран сыпăка: Эсĕ çĕре пултарнă та, вăл тăрать. Эсĕ хушнипе кун пулать: пур япала та Сана пăхăннă. Мана вĕрентекен Санăн закону пулмасан, эпĕ çапла хам хурлăхăмрах пĕтнĕ пулăттăм. Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене ĕмĕр манмăп: Эсĕ çавсемпе чĕртрĕн мана.

Эпĕ Санăн, çăлсам мана: эпĕ Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене шырарăм. Çылăхлă çынсем мана пĕтересшĕн кĕтрĕç: эпĕ Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене пĕлтĕм. Пур япаланăн та вĕçĕ пуррине куртăм, Санăн заповечÿ анчах пит аслă. Эй Турă, Санăн законна темĕн тĕрлĕ юратрăм: манăн вĕренĕвĕм куллен çавă. Эсĕ Хăвăн заповечÿпе тăшманăмсенчен ăслăрах турăн мана: вăл ĕмĕрех манăн çав. Эпĕ хама вĕрентекенсенчен пуринчен те ытла ăнларăм, мĕншĕн тесен манăн вĕренни Эсĕ пĕлтернĕ йĕрке. Ватăсенчен те ытла ăнла­рăм, мĕншĕн тесен эпĕ Санăн заповечÿсене шырарăм. Санăн сăмахусене тытам тесе, урамсене кирек хăш усал çулпа пырасран та чартăм. Санăн сутусенчен тухмарăм, мĕншĕн тесен мана Эсĕ закон панă. Санăн сăмахусем ман пыра темен тĕрлĕ тутлă, ман çăварăмшăн пылран мала. Эпĕ Санăн заповечÿсемпе аса кĕтĕм, çавăнпа пур тĕрĕс мар çула та курайми пултăм. Санăн закону ман урасенен çутатăвĕ, манăн çулăмсенĕн çутти. Эпĕ тупа туса, Санăн тĕрĕс сутусене тытса тăма пултăм. Эй Турă, пĕтĕмпех на чарлантăм. Хăвăн сăмахупа чĕрт мана. Эй Турă, çăварăмпа хам ирĕкрен каланă сăмахăма кăмăл ту, Хăвăн сутусене вĕрент мана. Манăн чунăм яланах Санăн аллунта, çавăнпа Санăн законна манмарăм. Çылăхлă çынсем мана тытма таната карчĕç, эпĕ çапах Санăн заповечÿсенчен пăрăнмарăм. Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене ĕмĕрлĕхе йышăнтăм: вĕсем манăн чĕреме савăнтараççĕ. Эсĕ тавăрса парассишĕн чĕреме ĕмĕрех Сан сăмахусене туса тăрас енне ятăм. Йĕркерен тухнă çынсене курайми пултăм, Санăн законна юратрăм. Эсĕ мана пулăшакан, ман хута кĕрекен: эпĕ Сан сă-махусем çине шаннă. Эй усал тăвакансем, кайăр ман патăмран: эпĕ хам Туррăмăн заповечĕсене вĕренем. Хăвăн сăмаху тăрăх ман хута кĕр, чĕрĕ пулам: хам ĕмĕтĕмре намăса ан хăвар мана. Пулăш мана, эпĕ çăлăнăп, Сан тĕрĕслĕхÿ йĕркисене яланах вĕренĕп. Эсĕ Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисенчен писекенсе пурнете хур тунă: вĕсен шухăшĕсем тĕрĕс мар çав. Çĕр çинчи çылăхлă çынсене пурне те закона туман çын вырăнне хисеплерĕм, çавăнпа эпĕ Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене юратрăм. Ўтĕме Хăвăнтан хăраса тăмалла ту: Сан сутусенчен хăратăп. Эпĕ сута тĕрĕс Турăм, хама хур тăвакансен çынсен аллине ан парсам мана. Хă­вăн чурушăн ырăлăхлă пулсам: мăнкăмăллă çынсем элек-леймĕçинччĕ ман çинчен. Эсĕ çăласçине, Санăн чăнлăху сăмахне куçăм тинкерсе пăхса кĕтсе тăрать. Хăвăн чуру­шăн хĕрхенĕвÿ тарах ту, Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана. Эпĕ Санăн чуру, ăнлантар мана: Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене пĕлем. Туррăн тытăнма вăхăт ĕнтĕ, Санăн за­конна пăсрĕç. Эпĕ Сан йĕркÿсене ылтăнран та, топазран та мала юратрăм. Çавăнпа Санăн пĕтĕм заповечÿсем еннелле кайрăм, ултав çулне пур йышшине те курайми пултăм. Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесем тĕлĕнмелле, çавăнпа манăн чунăм вĕсене ăнланса вĕренчĕ. Санăн сăмахусене ăнлантарни ачасем пеккисене çутăлтарса аса кÿртет. Çăварăма уçса, ăшăмалла сывлатăп, мĕншĕн тесен Санăн заповечÿсемшĕн çунатăп.

Ман çине пăх, Хăвăн ятна юратакансене сут тунă йĕркÿпе хĕрхен мана. Ман урамсене Хăвăн сăмахупа çÿрет, нимĕнле йĕркесĕрлĕх те пусмăрлайминччĕ мана. Этем элекĕнчен хăтар мана, Санăн заповечÿсене тытса тăрам. Чуру çине Хă­вăн сану çуттине ÿкер, Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана. Санăн законна тытман пирки манăн куçăм çăлкуçĕ пек куççулĕ юхтарса тăчĕ. Эй Турă, Эсĕ тÿрĕ, Санăн сутусем тĕрĕс. Эсĕ Хăвăн йĕркÿсене парса, вĕсем тĕрĕссине, пит чăннине пĕлтернĕ. Ман тăшмансем Сан сăмахусене маннă, çавна кура Саншăн çунни типĕтсе ячĕ мана. Санăн сăмаху вут пек таса: Санăн чуру юратрĕ ăна. Эпĕ кĕçĕн, хисепре те мар: Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене манмастăп. Санăн тĕрĕслĕхÿ ĕмĕрлĕх тĕрĕслĕх, Санăн закону чăн. Ман çине хĕнхурлăх килчĕ, анчах мана вĕрентекенни Санăн за­повечÿсем. Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесен тĕрĕслĕхĕ ĕмĕрлĕхе:

аса кÿрт мана, чĕрĕ пулам. Эй Турă, Сана пĕтĕм чунтан-вартан тархаслатăп, илт мана, Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене шырам. Сана тархаслатăп, çăл мана: Эсĕ пĕлтернĕ йĕрке сене тытса тăрам. Çутăличчен малтан тăрса сана тархас­ латăп, санăн самахусем çине шанатăп. Санăн сăмахусене вĕренмешкĕн куçăм ирех уçăлать. Эй Турă, Хăвăн хĕрхенĕвÿпе ман сассăма илтсем, Хăвăн суту тăрăх мана чĕртсем. Мана хăвалакансем йĕркесĕре çывăхарчĕç, вĕсем Сан законăнтан инçе. Эй Турă, Эсĕ çывăхра, Санăн çулусем пурте тĕрĕс. Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесенчен эпĕ тахçанах пĕлнĕ: Эсĕ вĕсене ĕмĕрлĕхе хунă. Ман йăвашлăхăма курса хăтарсам мана, эпĕ Санăн законна манмарăм. Ман ĕçĕме сут ту, хăтар мана, Хăвăн сăмаху тăрăх чĕрт мана. Çылăхлă çынсенчен çăлăнăç инçе: вĕсем Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕрки­сене шырамарĕç. Эй Турă, санăн ырăлăху нумай, Хăвăн тĕрĕслĕхÿпе чĕрт мана. Мана хăвалакансем, мана хĕсĕрле-кенсем нумай: эпĕ Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесенчен тухмарăм. Ăссăрсене курса хуйхăратăп: вĕсем Сан сăмахусене тытмаççĕ. Эпĕ Санăн йĕркÿсене юратнине кур: эй Турă, Хă­вăн хĕрхенĕвÿпе чĕрт мана. Санăн сăмахусенĕн пуçламăшех чăн, Санăн тĕрĕслĕхÿн сучĕсем пурте ĕмĕрлĕхе. Княç-сем мана пĕр вырăнсăр хăваларĕç, манăн чĕрем Санăн сăмахусенчен хăрарĕ. Санăн сăмахусемшĕн эпĕ пысăк мул тупнă пек савăнатăп. Тĕрĕс мар ĕçе кураймарăм, унтан йĕрĕнтĕм, Санăн законна юратрăм. Тĕрĕс сутусемшĕн Сана çичшер хут кунне мухтарăм. Сан законна юратакансене канăçлăх нумай, вĕсемшĕн ултав çук. Эй Турă, Эсĕ çăлассине кĕтрĕм, Санăн заповечÿсене юратрăм. Манăн чунăм Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене тытрĕ, вĕсене пит юратрĕ. Са­нăн заповечÿсене, Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене тытса тăтăм, эй Турă, манăн çулăмсем пурте Сан умăнта. Эпĕ йăлăнни Сан умна çывăхаринччĕ, эй Турă, Хăвăн сăмахупа аса кÿрт мана. Эпĕ ыйтни санăн умна çитинччĕ, эй Турă, Хăвăн сă­маху тăрăх хăтар мана. Эсĕ мана Хăвăн тĕрĕслĕх йĕркисе­не вĕрентсессĕн, манăн çăварăм юрласах ярĕччĕ. Манăн чĕлхем Санăн сăмахусене калаçса сарать: санăн заповечÿсем пурте тĕрĕс. Санăн аллу мана çăлакан пулинччĕ: эпĕ Санăн заповечÿсене хавас пултăм. Эй Турă, эпĕ Эсĕ çăлассине ĕмĕтлентĕм, манăн вĕренĕвĕм Санăн закону. Манăн чунăм чĕрĕ пулĕ, Сана мухтавлĕ, мана Санăн сутусем пулăшĕç. Çухалнă сурăх пек аташрăм, Хăвăн чуруна шыраса тупсам: эпĕ Санăн заповечÿсене манмарăм.

Апат умен вара пурин те сăхсăхса «Эй, Çÿлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр. » кĕлле вуламалла. Çак кĕлле калани те вырăнлă: «Эй, Христос, Хăвăн (ятне каламалла) чурăвăн чунне чирсĕр, асапсăр, хуйхăсăр çĕре кĕрт, ĕмĕрлĕх пурнăçра святой çынсемпе пĕрле пурăнма пар ăна».

Чиркÿре панихида туса тасатнă пăтта (коливо) чи малтан астивеççĕ. Ăна рисран е тулăран сĕтсĕр, çусăр, тăварсăр пĕçереççĕ, пыл е иçĕм çырли хурса çиеççĕ. Тырă пĕрчисем çĕр айне пулсан шăтса тухнă пек вилнĕ çыннăн ÿчĕ те çапла çĕре кĕрсе тем вăхăтран вăл çĕнĕрен чĕрĕлессине пĕлтерет коливо. Пыл (е иçĕм) Çÿлти Патшалăхри пурнăç тулăх та тутлă пулнине пĕлтерекен паллă.

Чăн тĕн йăлисене пĕлменрен «вилнисене асăннă чух сĕтел мĕн тери тулăхрах, вилнисене леш тĕнчере çавăн чухлĕ лайăхрах» тесе шухăшлакансем пур. Пирĕн сĕтел урисем апат-çимĕç йывăрăшĕпе авăнни мар, хăйсемшĕн кĕлтуни кирлĕ вилнисене. Вĕсене асăннă чухне эрех-сăра пачах ĕçме юрамасть, мĕншĕн тесен Турăран эпир тăванăмăра леш тĕнчере çăмăллăх пама ыйтатпăр-çке. Эрех-сăрапа арпăшăннă пуçсем ыйтнине тивĕçтерĕ-ши вара Аслă Тÿре?! Çитменнине, ĕçке ерекен этем хăй мĕн тĕллевпе пынине те манса каять. Хăшĕ-пĕри сĕтел хушшинчех ку вăхăтшăн вырăнсăр калаçу тапратать. Сăмахран, политиксене сÿтсе явни, укçа-тенкĕ çитменни çинчен калаçни тата ыт. те. Ĕçкĕ юррисене шăрантаракансем те çук мар. Эпир çапла «савăн­нă» вăхăтра вара çывăх тăванăмăрăн чунĕ эпир уншăн чăнласах кĕлтăвасса, хăйне пулăшасса, тамăкран хăтарасса кĕтет.

Типĕ вăхăтĕнче сĕтел çинчи апат та типĕ пулмалла. Пĕр апатне çинĕ хыççăн теприне çиес умĕн те «Эй, Христос, Хăвăн чурăвăн чунне. » текен кĕлле каламалла.

«Эй Христос, Хăвăн чурусенĕн чунĕсене чирсĕр, асапсăр, хуйхăсăр çĕре кÿрт, ĕмĕрлĕх пурнăçра святой çынсемпе перле пурăнма пар вĕсене».

«Йывăр тăпри çăмăл пултăр» текелесе ларма юрамасть. Асăну апатне тĕрĕс епле йĕркелемеллине «Православное поминовение усоп­ших», «Погребение и поминование усопших», «Псалтирь и каноны чтомые по усопшим» ятлă кĕнекесенче тупса вулама пулать. 3, 9, 40 кунĕсене палăртнă чухне те çак йĕркесене тытса пымалла. Вилене пытарма хутшăнакансен çак кунсенче асăнма чĕнмесĕрех кайма юрать. Ытти чухне вара чи çывăх <img style="float: left; margin: 0 10px 5px 0;" src="file:///C:DOCUME

1Tempmsohtmlclip11clip_image003.gif» /> тăванĕсем кăна пуçтарăнаççĕ.

Вилнисене асăнмалли кун Аслă типĕ вăхăтне килсен ăна эрне варринче асăнмалла мар, çитес шăмат куна е вырсарни куна хăвармалла, мĕншĕн тесен Аслă типă вăхăтĕнче чиркÿ çак кунсенче çеç Литурги (апат кĕлли) ирттерет. Çавăн чухне проскомидире вилнисемшĕн пай кăлараççĕ, па­нихида тăваççĕ.

3, 9, 40 кунĕсенче, çур çулне тата çулталăкне паллă тунисĕр пуçне, вилнисене тата çак кунсенче асăнмалла:

Аслă типĕ умĕн эрне малтан (шăмат кун).

Аслă типе вăхăтĕнчи иккĕмĕш, виççĕмĕш тата тăваттăмĕш шăмат кунсенче.

Мăнкун хыççăнхи иккĕмĕш эрнери ытлари кун (Радоница).

Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнисене асăнаççĕ.

Троица кунĕ умĕнхи шăмат кун.

Турă умĕн килнĕ Иоанн пуçне каснă кун (сентябрей 11-мĕшĕнче) чиркÿ Чăн тĕне ĕненнĕ çар çыннисене асăнать.

Асап нумай тÿснĕ Димитрий Солунский уявĕ (ноябрь уйăхĕн 8-мĕшĕ) умĕнхи шăмат кун.

Таса чиркÿ кашни кунах, Аслă типĕри ятарлă кунсемсĕр пуçне, Литурги вăхăтĕнче вилнисене асăнать. Çавăнпа чиркĕве кайсан ку тĕнчерен уйрăлса кайнă тăванăрсен ячĕсене кĕлĕ пуçланиччен хут çине çырса памалла.

«Псалтирь», «Кĕлĕ кĕнеки», «Çыннăн леш тĕнчери пурнăçĕ», «Православное поминовение усопших», «Погребение и поминовение усопших» кĕнекесем тăрăх Вячеслав атте пе Сергей атте тимленипе хатĕрленĕ.

Источник

💡 Видео

90 псалом на чувашском языке.Скачать

90 псалом на чувашском языке.

Псалтирь на чувашском языке (5 кафизм)Скачать

Псалтирь на чувашском языке (5 кафизм)

САМЫЕ ВЕЛИКИЕ ПСАЛМЫ 26,50,90 с текстом и с ударениями по порядкуСкачать

САМЫЕ ВЕЛИКИЕ ПСАЛМЫ 26,50,90 с текстом и с ударениями по порядку

90 псалом (на чувашском языке)Скачать

90 псалом (на чувашском языке)

Утренняя молитва (ирхи кĕлĕ) на чувашском языкеСкачать

Утренняя молитва (ирхи кĕлĕ) на чувашском языке

Живый в помощи 90 псалом 40 раз. Psalm 90 russian.Скачать

Живый в помощи 90 псалом 40 раз. Psalm 90 russian.

Псалтырь Валаам слушать онлайн Полная Все псалмы #ПсалтирьСкачать

Псалтырь Валаам слушать онлайн Полная Все псалмы #Псалтирь

Псалтирь на русском языке. 1- 151.Скачать

Псалтирь на русском языке. 1- 151.

Псалтирь на чувашском языке.(4-мĕш кафисма)Скачать

Псалтирь на чувашском языке.(4-мĕш кафисма)

Псалтырь на чувашском языке (3 кафизм)Скачать

Псалтырь на чувашском языке (3 кафизм)

Псалтырь на чувашском языке (2 кафизм)Скачать

Псалтырь на чувашском языке (2 кафизм)

Утренняя молитва (ирхи кĕлĕ) на чувашском языкеСкачать

Утренняя молитва (ирхи кĕлĕ) на чувашском языке

Псалтирь Божией Матери (христианская аудиокнига, христианкая книга, Христос)Скачать

Псалтирь Божией Матери (христианская аудиокнига, христианкая книга, Христос)

Псалтирь. ПСАЛОМ 102. [рус.]Скачать

Псалтирь. ПСАЛОМ 102. [рус.]

Кафизма 7 Псалмы с 46 по 54 • Молитвы после кафизмы VII (Валаамский монастырь) покаяниеСкачать

Кафизма 7 Псалмы с 46 по 54 • Молитвы после кафизмы VII (Валаамский монастырь) покаяние

Псалом 50Скачать

Псалом 50

Псалтирь на церковно - славянском языкеСкачать

Псалтирь на церковно - славянском языке

Псалом 90 - Живый в помощиСкачать

Псалом 90 - Живый в помощи
Поделиться или сохранить к себе:
Технологии | AltArena.ru
Добавить комментарий

Нажимая на кнопку "Отправить комментарий", я даю согласие на обработку персональных данных, принимаю Политику конфиденциальности и условия Пользовательского соглашения.